Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 ХЫҪСӐМАХ

Ӗҫпе ҫыхӑннӑ тавлашусене татса парасси

Ӗҫпе ҫыхӑннӑ тавлашусене татса парасси

Павел апостол 1 Коринф 6:1— 8 пухури тӑвансем пӗр-пӗрне суда пани ҫинчен ҫырса панӑ. Коринф хулинчи хӑш-пӗр христиансем «ҫылӑхлӑ ҫынсен патӗнче сут тутарма» тӑрӑшни ӑна кулянтарнӑ (1-мӗш сӑвӑ йӗрки). Павел христиансен пӗр-пӗрне суда париччен тавлашӑва мӗншӗн пухурах татса пама кирлине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтавсем илсе панӑ. Турӑ пӗлтернипе ҫавӑн пек канаша мӗншӗн панине пӑхса тухар, унтан вара ҫак канашпа ҫыхӑнман темиҫе лару-тӑрӑва сӳтсе явӑпӑр.

Пухури тӑванпа ӗҫ пирки тавлашу тухрӗ пулсан, чи малтан пирӗн ҫак ыйтӑва хамӑр пӗлнӗ пек мар, Иеговӑна юрӑхлӑ майпа татса памалла (Ытарӑшсем 14:12). Хирӗҫӳ хӗрсе кайиччен тавлашӑва хӑвӑртрах татса пани лайӑхрах тесе Иисус кӑтартнӑ (Матфей 5:23—26). Шел пулин те, хӑш-пӗр христиансем питӗ тавлашма юратнӑ кӑна мар, пухури тӑвансене суда та панӑ. Павел каланӑ: «Пӗр-пӗринпе тавлӑ тӑни те сирӗншӗн темӗн тӗрлӗ намӑс». Мӗншӗн? Тӗп сӑлтав — ҫавӑн пек суда пани пухӑвӑн тата эпир пуҫҫапакан Туррӑн ырӑ ятне ярать. Ҫавӑнпа та Павел: «Хур тунине чӑтсан авантарах пулмӗччӗ-и?» — тесе ыйтни ҫине эпир ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр (7-мӗш сӑвӑ йӗрки).

Тӗрлӗ йышши тавлашӑва татса пама Турӑ пухура питӗ чаплӑ йӗрке хунине палӑртнӑ Павел. Старейшинӑсем — Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗлсе пынипе ӑслӑлӑха вӗреннӗ ҫынсем. Павел каланӑ тӑрӑх, «кулленхи пурӑнӑҫри ӗҫсене» илес пулсан, вӗсем «тӑвансем хушшинчи ӗҫсене татса пама пултараҫҫӗ» (3—5 сӑвӑ йӗркисем). Иисус кӑтартнӑ тӑрӑх, йывӑр ҫылӑхсемпе, сӑмахран, элек сарнипе тата ултавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас тесе виҫӗ утӑм тумалла: пӗрремӗшӗнчен, ҫак ыйту камсемпе ҫыхӑннӑ, вӗсен ҫакна хӑйсен хушшинче татса пама тӑрӑшмалла;  иккӗмӗшӗнчен, пӗрремӗш утӑмӗ ӑнӑҫлӑ пулмарӗ пулсан, хӑвӑнпа пӗрле пӗр е ик свидетеле илсе килмелле; виҫҫӗмӗшӗнчен, ку та пулӑшмарӗ пулсан, ҫак ӗҫ ҫинчен пухӑва, урӑхла каласан, пухӑвӑн представителӗсене — старейшинӑсене — каласа памалла (Матфей 18:15—17).

Паллах ӗнтӗ, старейшинӑсен ҫавӑн пек ӗҫсене татса пама юристсемпе предпринимательсем пулни кирлӗ мар. Пухури тӑвансем хушшинче ӗҫ пирки тухнӑ тавлашӑва татса парас енчен старейшинӑсем апла е капла тумалла тесе тӑмаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫынсене Библи принципӗсене тытса пыма тата тавлашӑва мирлӗ майпа татса пама пулӑшаҫҫӗ. Ыйтӑвӗ ҫав тери кӑткӑс пулсан, вӗсем район надзирателӗнчен е Иегова Свидетелӗсен филиалӗнчен канаш ыйтма пултараҫҫӗ. Анчах хӑш-пӗр лару-тӑру Павел панӑ канашпа ҫыхӑнман. Ҫав лару-тӑрусем шутне мӗн-мӗн кӗрет?

Ыттисенчен мӗн те пулин сӑптӑрас тӗллевпе мар тата ыйтӑва мирлӗ татса парас тесе хӑш-пӗр чухне закон тӑрӑх суда пама тивет. Сӑмахран, хӑш-пӗр ӗҫсене суд урлӑ кӑна тума пулать: тӗслӗхрен, хут уйӑрттарма, ачасене опекӑна илме, алимент шыраса илме, страховани укҫине тӳлеттерме, банкротпа ҫыхӑннӑ ӗҫре кредиторсен шутӗнче пулма, завещани хутне вӑя кӗрттерме. Христианин, тен, хӑйне судра хӳтӗлес тесе хирӗҫле иск пама шутлӗ *.

Нумайтарах тупӑш илес шухӑшпа мар суда пани Турӑ пӗлтернипе Павел панӑ канаша пӑсни пулмасть *. Ҫапах та христианиншӑн чи кирли вӑл — Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвасси тата пухура мирлӗ, килӗштерсе пурӑнасси. Христосӑн вӗренекенӗсем юратупа уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ, юрату вара «хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть» (1 Коринф 13:4, 5; Иоанн 13:34, 35).

^ 2 абз. Христианин теприне хирӗҫ питӗ йывӑр преступлени туни — сӑмахран, ирӗксӗрлесе мӑшкӑллани, тапӑнни, вӗлерни тата ҫаратни — сайра-хутра кӑна пулать. Ҫавӑн пек чухне, ҫав ӗҫсене тунӑшӑн суда парассине е уголовнӑй ӗҫ пуҫласа ярассине пӑхмасӑрах, христианин ҫав преступлени ҫинчен влаҫсене каласа пачӗ пулсан, вӑл хӑйне христианин пек тытмасть теме ҫук.

^ 3 абз. Ытларах пӗлес тесе, тархасшӑн, «Хурал башни» (выр.) журнала пӑх: 1997 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнчи кӑларӑм, 17—22 страницӑсем тата 1991 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑм, 25—28 страницӑсем.