Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 ХЫҪСӐМАХ

Ялава чыслани, суйлавра сасӑлани тата гражданла служба

Ялава чыслани, суйлавра сасӑлани тата гражданла служба

Ялава чыслани. Ялав умӗнче чӗркуҫленсе ларнине е ӑна чысланине — ҫакна вара час-часах гимн каланипе ирттереҫҫӗ — Иегова Свидетелӗсем тӗн йӑли-йӗрки тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта ҫӑлӑнӑҫ Турӑран мар, патшалӑхран е унӑн пуҫлӑхӗсенчен килет теҫҫӗ (Псалом 3:9; 1 Коринф 10:14; 1 Иоанн 5:21). Ҫавӑн пек пуҫлӑхсенчен пӗри авалхи Вавилон патши Навуходоносор пулнӑ. Ҫынсене хӑйӗн аслӑлӑхӗпе тата хӑй хытӑ ӗненекен ҫын пулнипе тӗлӗнтерес тесе ҫав хӑватлӑ монарх пысӑк йӗрӗх туса лартнӑ та кӗвӗ вылянӑ вӑхӑтра — ҫакна вара гимн вылянипе танлаштарма пулать — пурне те ҫав йӗрӗхе пуҫҫапма хушнӑ. Анчах та виҫӗ еврей ҫамрӑкӗ — Седрах, Мисах тата Авденаго — хӑйсене вӗлерме пултарнине пӗлсе тӑрсах ҫав йӗрӗхе пуҫҫапман (Даниил 3:1—23, 91—97).

Хальхи вӑхӑтра «национализмӑн тӗп ӗненӳ символӗпе пуҫҫапмалли япали вӑл — ялав» тесе ҫырнӑ Карлтон Хейс историк. «Хӑйсен умӗнче ялава йӑтса иртсе кайнӑ чухне арҫынсем пуҫне хываҫҫӗ; ялава халалласа сӑвӑҫсем одӑсем (мухтав сӑввисем) ҫыраҫҫӗ, ачасем вара гимнсем юрлаҫҫӗ». Вӑл хушса каланӑ тӑрӑх, национализмӑн хӑйӗн «сӑваплӑ кунӗсем», е уявӗсем, ҫавӑн пекех хӑйӗн «святойӗсемпе паттӑрӗсем» тата «храмӗсем», е сӑваплӑ вырӑнӗсем, пур. Бразилире,  пӗр уяв вӑхӑтӗнче, пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫар чиновникӗ ҫапла каланӑ: «Ялава чыслаҫҫӗ тата пуҫҫапаҫҫӗ... Ялава Тӑван ҫӗршыва пуҫҫапнӑ пекех пуҫҫапаҫҫӗ». Чӑнах та, «ялава хӗрес пекех сӑваплӑ япала вырӑнне хурса чыслаҫҫӗ» тесе палӑртнӑ «Америка энциклопедийӗнче».

Нумаях пулмасть ҫав энциклопедирех ҫӗршыв гимнӗсем вӗсем — «патриотизм туйӑмӗсене мухтаса юрлани тата унта час-часах Турӑран халӑха е унӑн пуҫлӑхӗсене ертсе пыма тата хӳтӗлеме ыйтнисем пур» тесе палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та патриотизмпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене, сӑмахран, ялава чысланине тата ҫӗршыв гимнӗсене, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӗн йӑли-йӗрки тесе шутланӑшӑн вӗсене ӑссӑр ҫынсем тесе калаймӑн. «Америкӑн уйрӑмлӑхӗ» ятлӑ кӗнекере АПШри шкулсенче Иегова Свидетелӗсен ачисем ялава чысламанни е ӑна тупа туса присяга паманни ҫинчен сӳтсе явнӑ чухне ҫакна палӑртнӑ: «Ҫав кулленхи йӑла тӗн йӑли-йӗрки пулнине юлашкинчен Аслӑ Суд хӑйӗн йышӑнӑвӗсенче пӗрре анчах мар ҫирӗплетнӗ» (The American Character).

Йӑла-йӗркесемпе уявсем Библие хирӗҫлеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, Иегова Свидетелӗсем вӗсене хутшӑнмаҫҫӗ, анчах та ыттисен ҫавна тума ирӗк пуррине хисеплеҫҫӗ. Вӗсем ҫавӑн пекех патшалӑх ялавӗсене символ тесе хисеплеҫҫӗ тата законлӑ правительствӑсене «Турӑ тарҫи» пулса ӗҫлекен «аслӑ пуҫлӑхсем» вырӑнне хураҫҫӗ (Рим 13:1—4). Ҫавӑнпа та «патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтума» каланине Иегова Свидетелӗсем итлеҫҫӗ. Эпир ҫакна «лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн» тӑватпӑр (1 Тимофей 2:2).

Суйлавсенче сасӑлани. Ҫынсен суйлава хутшӑнма ирӗк пуррине чӑн христиансем хисеплеҫҫӗ. Вӗсем суйлавсене хирӗҫ мар тата суйласа лартнӑ влаҫа пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Анчах та вӗсем халӑхсен политика ӗҫӗсенче нейтралитет тытса тӑма ҫирӗп шут тытнӑ (Матфей 22:21; 1 Петр 3:16). Ҫӗршывра суйлавра пурин те сасӑламалла тесе йышӑннӑ пулсан е суйлав участокӗсене ҫӳремен ҫынсене халӑх юратсах каймасть пулсан, вара христиансен мӗн тумалла? Седрах, Мисах тата Авденаго Деир тӳремлӗхне кайнине асра тытнӑ май христианин, совеҫӗ чармасть пулсан, ҫавӑн пек лару-тӑрура сасӑлав кабинкине кӗме шут тытма  пултарать. Анчах та унӑн нейтралитета пӑсас мар тесе асӑрханса тӑмалла. Унӑн ҫак ултӑ принципа шута илмелле:

  1. Иисусӑн вӗренекенӗсем «тӗнченӗн мар» (Иоанн 15:19).

  2. Христиансем — Христосӑн тата унӑн Патшалӑхӗн представителӗсем (Иоанн 18:36; 2 Коринф 5:20).

  3. Христиансен пухӑвӗ пӗр тӗн вӗрентӗвӗсене тытса тӑнипе пӗрлешнӗ тата Христос пек юратса тӑни пухури кашни христианина пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатать (1 Коринф 1:10; Колоссӑ 3:14).

  4. Кам майлӑ та пулин сасӑласан, вара ҫав ҫын тунӑ ӗҫсемшӗн сасӑлаканӑн та явап тытмалла. (1 Патшасен 8:5, 10—18 тата 1 Тимофей 5:22-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи принципсем ҫине тимле.)

  5. Израиль халӑхӗ ҫынна патшана лартасшӑн пулнине Иегова хӑйне сирсе янине кӑтартакан паллӑ тесе шутланӑ (1 Патшасен 8:7).

  6. Политика тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ майлӑ пӑхакан ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа панӑ чухне христиансен совеҫӗ таса пулмалла (Матфей 24:14; 28:19, 20; Еврейсем 10:35).

Гражданла служба. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫар службинче тӑма килӗшменнисене патшалӑх пӗр вӑхӑт хушши гражданла службӑна кайма ыйтать. Гражданла службӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем сиксе тухсан, пирӗн ҫавӑн пирки кӗлтумалла, ҫитӗннӗ христианинпа, тен, ҫавна сӳтсе явмалла, унтан вара ҫавӑн пирки мӗн пӗлтӗмӗр, ҫавна тата хамӑр совеҫе шута илсе мӗн тумаллине йышӑнмалла (Ытарӑшсем 2:1—5; 11:14).

Турӑ Сӑмахӗнче христиансем пирки вӗсем «пуҫлӑхсене итлесе-пӑхӑнса тӑччӑр, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тума хатӗр пулччӑр... лӑпкӑ [«ырӑ ӑслӑ», ҪТ] пулччӑр» тенӗ (Тит 3:1, 2). Ҫакна асра тытнӑ май хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Эпӗ гражданла службӑна кайма килӗшрӗм пулсан, христиансем тытса тӑракан нейтралитета пӑсмӑп-ши е суя тӗнпе явӑҫса каймӑп-ши?» (Михей 4:3, 5; 2 Коринф 6:16, 17.) «Ҫав ӗҫе тытӑнсан христиансен тивӗҫӗсене туса тӑма йывӑр пулмӗ-ши е пӑрахмӑп-ши?» (Матфей 28:19, 20; Эфес 6:4; Еврейсем 10:24, 25.) «Е ҫав службӑра тӑнӑ чухне христиансен сӑваплӑ ӗҫне нумайтарах тума май паракан график пулӗ  те вара эпӗ, тен, сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума пултарӑп?» (Еврейсем 6:11, 12.)

Христианин хӑйӗн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫӗ каланипе тӗрмене лариччен гражданла службӑна кайни авантарах тесе шутларӗ пулсан, ытти христиансен вӑл мӗн тума шут тытнине хисеплемелле (Рим 14:10). Вӑл ҫавӑн пек службӑна кайма пултараймастӑп тесе шутлать пулсан, ҫакна та ыттисен хисеплемелле (1 Коринф 10:29; 2 Коринф 1:24).