Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 15-МӖШ СЫПӐК

Хӑвӑн ӗҫӳнте ыррине кур

Хӑвӑн ӗҫӳнте ыррине кур

«Ҫыннӑн... хӑйӗн пур ӗҫӗнче ыррине курмалла» (ЕККЛЕСИАСТ 3:13, ҪТ).

1—3. а) Нумай ҫын ӗҫе ҫӳресси ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Библи пире ӗҫ ҫине мӗнле пӑхма хавхалантарать тата ҫак сыпӑкра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

НУМАЙ ҫынна хальхи тӗнчере ӗҫе ҫӳресси нимле савӑнӑҫ та памасть. Вӗсен хӑйсене килӗшмен ӗҫре чылай вӑхӑт ирттерме тивет, тата вӗсем кашни кун ӗҫе каяс килмесӗрех ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсен хӑйсен ӗҫӗпе савӑнас тесен — кӑмӑла ҫырлахтарасси пирки вара калама та кирлӗ мар — мӗн тумалла-ши?

2 Библи пире ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхма хавхалантарать. Библире каланӑ тӑрӑх, ӗҫ тата унӑн тухӑҫӗ — чӑн-чӑн пиллӗх. Соломон ҫырнӑ: «Ҫын ӗҫет-ҫиет пулсассӑн, кирек мӗнле ӗҫӗнче те ыррине курать пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей» (Екклесиаст 3:13). Иегова пире юратать тата ыррине кӑна сунать; вӑл хамӑр тӑвакан ӗҫ кӑмӑла кайтӑр тата ӗҫӗн тухӑҫӗпе савӑнса пурӑнччӑр тет. Унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, ӗҫ ҫине пирӗн вӑл мӗнле пӑхнӑ пек пӑхмалла тата ӗҫпе ҫыхӑннӑ унӑн принципӗсене тытса тӑмалла. (Екклесиаст 2:24; 5:17 вуласа пар.)

3 Ҫак сыпӑкра эпир тӑватӑ ыйту пӑхса тухӑпӑр: хамӑр ӗҫре эпир ыррине мӗнле курма пултаратпӑр? Чӑн христиансен мӗнле ӗҫсене тумалла мар? Ӗҫе ҫӳрени чӑн Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫе тума ан чӑрмантартӑр тесен, мӗн тумалла? Эпир тума пултаракан ӗҫсенчен чи кирли хӑшӗ? Анчах чи малтан Ҫут тӗнчери чи аслӑ икӗ ӗҫченӗн — Иегова Турӑпа Иисус Христосӑн — тӗслӗхне пӑхса тухар.

 ЧИ АСЛӐ ӖҪЧЕН ТАТА ПУЛТАРУЛЛӐ ӐСТАҪӐ

4, 5. Иегова тухӑҫлӑ ӗҫленине Библире мӗнле кӑтартнӑ?

4 Иегова — чи аслӑ ӗҫчен. Пултарни 1:1-мӗшӗнче каланӑ: «Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ». Турӑ ҫӗр ҫинче пурне те туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, хӑй тунӑ ӗҫ пирки «питех те аван» тенӗ (Пултарни 1:31). Урӑхла каласан, вӑл ҫӗр ҫинче хӑй мӗн тунипе питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Иегова, «телейлӗ Турӑ», хӑй тунӑ ӗҫӗнче, паллах, пысӑк савӑнӑҫ тупнӑ (1 Тимофей 1:11, ҪТ).

5 Пирӗн ӗҫчен Турӑ нихӑҫан та ӗҫлеме чарӑнмасть. Ҫӗре тата ун ҫинче мӗн пуррине туса пӗтернӗ хыҫҫӑн чылай вӑхӑт иртсен Иисус каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑй ӗҫне халичченех тӑвать» (Иоанн 5:17). Ҫав вӑхӑтра Ашшӗ мӗн тунӑ-ши? Вӑл пӗлӗтрен ҫынсене ертсе пырас тата вӗсемшӗн тӑрӑшас тесе нумай тунӑ. Вӑл «ҫӗнӗрен пулнӑ ҫынна» — святой сывлӑшран ҫуралнӑ христиансене — тунӑ, вӗсем вара пӗлӗте кайсан патшана ларӗҫ те Иисуспа пӗрле ертсе пырӗҫ (2 Коринф 5:17). Вӑл ҫынсем пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ, ҫавна пурнӑҫлас тесе — хӑйне юратакансем ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр тесе — пурне те тунӑ (Рим 6:23). Иегова, паллах ӗнтӗ, хӑй мӗн тунипе питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулас. Вӑл миллионшар ҫынна хӑй патне пуҫтарнӑ: вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне итленӗ те унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесе хӑйсен пурнӑҫӗсенче улшӑнусем тума пуҫланӑ (Иоанн 6:44).

6, 7. Мӗн-мӗн тунипе Иисус тӑрӑшса ӗҫлекенӗн ырӑ ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ?

6 Иисус тӑрӑшса ӗҫленипе ырӑ ят илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Ҫӗр ҫине килсе пурӑниччен вӑл Туррӑн «ӳнерҫи», урӑхла каласан, пултаруллӑ ӑстаҫӑ пулса ӗҫленӗ тата пурне те: «тӳпере мӗн пуррине, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине» — тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ (Ытарӑшсем 8:22—31; Колоссӑ  1:15—17). Ҫӗр ҫине килсен те Иисус тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ачаранах вӑл ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫе вӗреннӗ, ҫавӑнпа та ун пирки «каскалакан», урӑхла каласан, платник тенӗ (Марк 6:3) *. Ҫав ӗҫе тӑвас тесен нумай вӑй хумалла тата нумай япаласем тума пӗлмелле пулнӑ, вӗт вӑл вӑхӑтра хӑма ҫурмалли рамӑсем те, ҫурт-йӗр тумалли япаласене сутакан лавккасем те, электрохатӗрсем те пулман. Иисус вӑрман ӗҫленине куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратӑн-и? Акӑ вӑл йывӑҫсене касать те вӗсене хӑй ӗҫлекен вырӑна илсе каять. Вӑл пӳрт мӗнле туни ҫинчен шухӑшласа пӑх: мачча каштисене хатӗрлет те вӗсене вырӑнне лартать тата алӑксем кӑна мар, сӗтел-пукан та тӑвать. Ӗҫе питӗ лайӑх туни кӑмӑла ҫырлахтарнине Иисус хӑех питӗ лайӑх пӗлнӗ.

7 Иисус сӑваплӑ ӗҫе питӗ тӑрӑшса тунӑ. Виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши вӑл ҫав питӗ кирлӗ ӗҫе ывӑна пӗлмесӗр туса тӑнӑ. Май ҫитнӗ таран нумай ҫынна ырӑ хыпар каласа парас тесе вӑл иртен пуҫласа каҫчен вӗрентсе ҫӳренӗ, урӑхла каласан, пӗр минут та сая яман (Лука 21:37, 38; Иоанн 3:2). Вӑл «хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ» (Лука 8:1). Ҫынсене ырӑ хыпар каласа парас тесе Иисус ҫуран ҫӗршер ҫухрӑм тусанлӑ ҫулсем тӑрӑх утнӑ.

8, 9. Иисус хӑйӗн ӗҫӗнче ыррине мӗнле курнӑ?

8 Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тӑрӑшса тунинче ыррине курнӑ-и? Паллах! Вӑл чӑнлӑх вӑррисене акнӑ та хӑйӗн хыҫҫӑн вырма хатӗр уйсем хӑварнӑ. Туррӑн ирӗкне туса тӑни Иисуса ҫав тери вӑй парса пулӑшса тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Туррӑн ӗҫне туса ҫитерес тесе хӑш-пӗр чухне апат ҫимесен те пултарнӑ (Иоанн 4:31—38). Шухӑшласа пӑх-ха, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ӗҫе вӗҫлес умӗн вӑл  хӑйӗн Ашшӗне: «Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе туса ҫитертӗм»,— тесе калама витӗмлӗ сӑлтав пулнӑшӑн тулли савӑнӑҫпа савӑннӑ пулас (Иоанн 17:4).

9 Паллах ӗнтӗ, Иеговӑпа Иисус хӑйсен ӗҫӗнче ыррине курса тӑнипе пире питӗ чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Иеговӑна юратни пире «Турӑ евӗрлӗ пулма» хавхалантарать (Эфес 5:1). Иисуса юратни вара пире ниҫталла пӑрӑнмасӑр унӑн «йӗрӗпе пыма» хавхалантарать (1 Петр 2:21). Халӗ вара хамӑр ӗҫре эпир те ыррине мӗнле курма пултарнине пӑхса тухар.

ХАМӐР ӖҪРЕ ЫРРИНЕ МӖНЛЕ КУРМАЛЛА

Библири принципсене тытса тӑни сана хӑв тӑвакан ӗҫре ыррине курма пулӑшӗ

10, 11. Ӗҫ тунӑ чухне лайӑххине курма пире мӗн пулӑшӗ?

10 Чӑн христиансен ӗҫе те ҫӳремелле. Ӗҫ тунинчен пирӗн савӑнӑҫ илес килет, анчах ҫакна тума ҫӑмӑлах мар, уйрӑмах эпир хамӑра килӗшмен ӗҫре ӗҫлетпӗр пулсан. Ҫавӑн пек чухне хамӑр ӗҫре мӗнле-ха ыррине курас?

11 Лайӑххине курма вӗрен. Эпир хамӑр лару-тӑрӑва яланах улӑштарма пултараймастпӑр, анчах та хамӑр шухӑш-кӑмӑла улӑштарма пултаратпӑр. Туррӑн шухӑшӗсем ҫинчен шухӑшлани пире ӗҫ тунӑ чухне лайӑххине курма пулӑшӗ. Сӑмахран, эсӗ ҫемье пуҫлӑхӗ пулсан, санӑн ӗҫӳ — ҫав тери кичем пулсан та — ҫемьене тӑрантарса усрама пулӑшать. Килтисемшӗн тӑрӑшакансене Иегова питӗ хаклать. Унӑн Сӑмахӗнче ҫемьешӗн тӑрӑшман ҫын пирки «вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах» тенӗ (1 Тимофей 5:8). Ӗҫе пула эсӗ хӑвӑн тӗллеве — Турӑ сан ҫине хунӑ яваплӑха — пурнӑҫлама пултарнине ӑнланни сана ӗҫпе савӑнма тата эсӗ мӗншӗн ӗҫленине асра тытма пулӑшӗ. Ҫакна, тен, санпа пӗрле ӗҫлекенсем пирки калама ҫук.

12. Ӗҫчен пулни тата улталаманни мӗнле усӑ парать?

12 Ӗҫчен пул тата ан ултала. Тӑрӑшса ӗҫлесен тата ҫав  ӗҫе лайӑх тума вӗренсен, ҫакӑ нумай усӑ пама пултарать. Ӗҫ паракансем ӳркенмесӗр, ӑста ӗҫлекенсене час-часах питӗ хаклаҫҫӗ (Ытарӑшсем 12:24; 22:29). Чӑн христиансем пулнӑ май ӗҫре пирӗн улталамалла мар тата укҫа, ӗҫри япаласене тата ӗҫ вӑхӑтне вӑрламалла мар (Эфес 4:28). Улталамасӑр пурӑнни усӑ панине унчченхи сыпӑкрах пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Улталаман ҫынна ӗҫре ялан тенӗ пекех шанаҫҫӗ. Эпир улталамасӑр пурӑннине ӗҫ паракан асӑрхать-и е ҫук, пирӗн «чунӑмӑр [«совесть», ҪТ] таса» пулни тата хамӑр юратакан Турра савӑнтарнине пӗлни тулли кӑмӑллӑ пулма парать (Еврейсем 13:18; Колоссӑ 3:22—24).

13. Ӗҫ вырӑнӗнче хамӑра лайӑх тытни мӗн парать?

 13 Хӑвна лайӑх тытнипе Турра мухта. Эпир ӗҫре хамӑра христиансем пек лайӑх тытатпӑр пулсан, ыттисем те ҫакна, паллах, асӑрхӗҫ. Ҫакӑ мӗн парать вара? Эпир «Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине» илем кӳме пултаратпӑр (Тит 2:9, 10). Ҫапла, эпир хамӑра лайӑх тытнине кура ыттисем пирӗн тӗн лайӑх тӗн пулнине ӑнланӗҫ те ун ҫинчен нумайрах пӗлесшӗн пулӗҫ. Ӗҫ вырӑнӗнче хӑвна лайӑх тытнине пула пӗрле ӗҫлекен Библири чӑнлӑха итлеме пуҫларӗ пулсан, эсӗ хӑв мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха! Чи кирли: хамӑра лайӑх тытнипе Иеговӑна мухтава кӑларнине тата унӑн чӗрине савӑнтарнине ӑнланнинчен пысӑкрах телей пур-и вара? (Ытарӑшсем 27:11; 1 Петр 2:12 вуласа пар.)

ӖҪ СУЙЛАНӐ ЧУХНЕ ЫРРИПЕ УСАЛЛИНЕ УЙӐРМА ПӖЛНИ КИРЛӖ

14—16. Ӗҫе вырнаҫнӑ чухне мӗнле кирлӗ ыйтусене шута илмелле?

14 Хӑш ӗҫе юрӑхлӑ, хӑшне юрӑхсӑр тесе шутламалли ҫинчен Библире тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса паман. Ҫакӑ вара пирӗн пур ӗҫе те, вӑл кирек мӗнпе ҫыхӑннӑ пулсан та, тума килӗшмеллине пӗлтермест. Библи пире тухӑҫлӑ, тӗрӗс, Турра юрӑхлӑ ӗҫ суйлама, юрӑхсӑррине вара сирсе яма пулӑшать (Ытарӑшсем 2:6). Ӗҫе вырнаҫма шут тытнӑ чухне икӗ кирлӗ ыйтӑва шута илмелле.

15 Ҫав ӗҫре Библи сивлекен ӗҫе тума тивет-и? Туррӑн Сӑмахӗнче вӑрлама, суйма тата йӗрӗхсем тума юрамасть тесе тӳррӗн каланӑ (Тухни 20:4; Апостолсен ӗҫӗсем 15:29; Эфес 4:28; Ӳлӗмхине 21:8). Ӗҫре ҫавӑн пек япаласем тума ыйтаҫҫӗ пулсан, эпир ҫав ӗҫе сирсе янӑ пулӑттӑмӑр. Иеговӑна юратнӑран Туррӑн ӳкӗчӗсене хирӗҫ пыракан ӗҫе эпир нихӑҫан та вырнаҫмӑпӑр. (1 Иоанн 5:3 вуласа пар.)

16 Ҫав ӗҫе вырнаҫнипе эпӗ тӗрӗс мар ӗҫсем тӑвассине  хутшӑнмӑп-и тата ыттисене ҫав ӗҫе явӑҫтармӑп-и? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Секретарь пулса ӗҫленинче ним япӑххи те ҫук. Христианина хырӑм пӑрахтаракан клиникӑра ҫав ӗҫпе ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ пулсан, вара мӗн тумалла? Паллах ӗнтӗ, секретарь хырӑм пӑрахтармалли процедурӑсене хӑй туса тӑмасть. Ҫапах та вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе хырӑм пӑрахтарнипе — Турӑ Сӑмахне хирӗҫ каякан ӗҫпе — пурӑнакан клиникӑна пулӑшса тӑмасть-и? (Тухни  21:22—24.) Эпир Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа та Библи сивлекен ӗҫсем патне пирӗн ҫывхарас та килмест.

17. а) Ӗҫе кӗме шутланӑ чухне тата мӗне-мӗне шута илмелле? (Рамкӑна пӑх, 177-мӗш страница.) ӑ) Совесть пире Турра юрӑхлӑ шухӑш тытма мӗнле пулӑшать?

17 Ӗҫе вырнаҫас енчен тӗрӗс тума 15, 16-мӗш абзацсенче илсе панӑ икӗ кирлӗ ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухни пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, ӗҫе кӗрес тесе шутланӑ чухне ытти япаласене те шута илмелле *. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура пире кашни лару-тӑрура мӗн тумаллине кӑтартакан правилӑсем парассине кӗтме кирлӗ мар. Вӑт шӑпах ҫакӑнта ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни кирлӗ те. Турӑ Сӑмахне кашни кун тытса пынипе пирӗн хамӑр совеҫе  вӗрентсе пымаллине эпир 2-мӗш сыпӑкран пӗлтӗмӗр. Эпир «ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнине» пула пирӗн совесть пире Турра юрӑхлӑ шухӑш тытма тата унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшӗ (Еврейсем 5:14).

ӖҪ ҪИНЕ ВИҪИНЕ ПӖЛСЕ ПӐХ

18. Мӗншӗн пире Иеговӑна юрӑхлӑ тӑрса юлма пулӑшакан йышӑнусем тума ҫӑмӑл мар?

18 Юлашки кунсен «йывӑр саманинче» пире Иеговӑна юрӑхлӑ тӑрса юлма пулӑшакан йышӑнусем тума яланах ҫӑмӑл мар (2 Тимофей 3:1). Ӗҫ тупса унта тӑрса юлма питӗ йывӑр пулма пултарать. Чӑн христиансем пулнӑ май эпир ҫемьене тӑрантарса усрас тесе тӑрӑшса ӗҫлеме кирлине ӑнланатпӑр. Анчах та эпир асӑрхануллӑ пулмасан, ӗҫре хӗсни тата ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ укҫа-тенкӗпе пурлӑх пухас шухӑш пире Турӑшӑн ӗҫлес, ӑна пуҫҫапас тӗлӗшрен чӑрмантарма пултарӗ (1 Тимофей 6:8—10). «Мӗн аваннине пӗлсе» тӗрӗс йышӑнусем тума мӗн пулӑшма пултарнине пӑхса тухар (Филиппӑ 1:10).

19. Мӗншӗн Иегова пирӗн пӗтӗм шанӑҫа тивӗҫлӗ тата ҫавӑн пек шаннине пула эпир мӗн тумӑпӑр?

19 Иеговӑна пӗтӗмпех шанса пурӑн. (Ытарӑшсем 3:5, 6 вуласа пар.) Вӑл ҫавӑн пек шанӑҫа тивӗҫлӗ мар-и вара? Вӑл пирӗншӗн тӑрӑшать вӗт (1 Петр 5:7). Пире мӗн кирлине вӑл пирӗнтен те лайӑхрах пӗлет тата унӑн алли нихӑҫан та кӗске мар (Псалом 36:25). Ҫавӑнпа та унӑн Сӑмахӗнче: «Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр. Турӑ Хӑйех каланӑ: „сана нихӑҫан та манмӑп, сана пӑрахмӑп“»,— тесе аса илтернисене итлетпӗр пулсан, тӗрӗс тӑватпӑр (Еврейсем 13:5). Турӑ пире пурнӑҫра мӗн кирлине пурне те пама пултарнине сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансем ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ. Иегова пирӗншӗн тӑрӑшма пултарнине пӗтӗмпех шанатпӑр пулсан, эпир хамӑр ҫемьене мӗнле тӑрантарса усрас тесе ытлашши пӑшӑрханмӑпӑр  (Матфей 6:25—32). Хамӑр ҫӳрекен ӗҫе чӑн Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса тӑма чӑрмантарма памӑпӑр, сӑмахран, ырӑ хыпар калама тата пухӑва ҫӳреме (Матфей 24:14; Еврейсем 10:24, 25).

20. Куҫ таса пулмалла тени мӗне пӗлтерет тата ҫакна эсӗ мӗнле тума пултаратӑн?

20 Пирӗн куҫ Туррӑн ирӗкне тӑвасси ҫине пӑхтӑр.  (Матфей 6:22, 23 вуласа пар.) Иисус пирӗн куҫ «таса» пулмалла тенӗ. Ҫакӑ вӑл кирлӗ-кирлӗ мара кӑларса пӑрахса хамӑр пурнӑҫа ҫӑмӑллатмаллине пӗлтерет. Христиансен куҫӗ таса пулсан, вӑл пӗр тӗллев ҫине пӑхса тӑрать — Туррӑн ирӗкне тӑвасси ҫине. Пирӗн куҫ тӗрӗс пӑхса тӑрать пулсан, эпир пысӑк укҫаллӑ ӗҫ тупасшӑн ҫунмӑпӑр тата чаплӑран та чаплӑ пурӑнасшӑн вӗтӗнмӗпӗр. Эпир ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ япаласем, реклама вӗсемсӗр телейлӗ пулаймастӑр тесе калать пулин те, шыраса тупас тесе антӑхса ҫӳремӗпӗр. Куҫа таса упрас тесен, мӗн тумалла-ши? Кирлӗ мар ҫӗртенех кивҫене кӗрсе пурнӑҫа ан йывӑрлат. Пӑхса усрамашкӑн нумай вӑхӑтпа вӑй пама кирлӗ япаласене ан туян. Библире «тӑранса пурӑнмаллипе тумтир» пуррипе ҫырлахӑр тесе каланӑ канаша тимле (1 Тимофей 6:8). Май ҫитнӗ таран пурнӑҫа ҫӑмӑллатма тӑрӑш.

21. Мӗншӗн чи кирлине пуринчен те мала хумалла тата пирӗн пурнӑҫра чи кирли мӗн пулмалла?

21 Турӑшӑн ӗҫлес тата ӑна пуҫҫапас тӗллеве пуринчен мала ларт та ӑна пурнӑҫласа пыр. Эпир пурне те туса ӗлкӗрме пултараймастпӑр, ҫавӑнпа та чи кирлине пуринчен те мала хумалла. Ҫакна тумасан, кирлех мар ӗҫсем, вӗсене туса вӑхӑта сая янипе, кирлӗ ӗҫсене хӗссе кӑларма пултараҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫра чи кирли мӗн вӑл? Паян нумайӑшӗ пысӑк укҫаллӑ ӗҫе вырнаҫмашкӑн аслӑ пӗлӳ илни питӗ кирлӗ теҫҫӗ. Анчах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн... тӑрӑшмалла» тенӗ (Матфей 6:33). Чӑн христиансем пулнӑ май эпир хамӑр пурнӑҫра Турӑ Патшалӑхне чи мала хуратпӑр. Пирӗн пурнӑҫра — мӗн тума шут тытнинче, хамӑр лартнӑ тӗллевсенче, хамӑр тӑвакан ӗҫсенче — Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсемпе Туррӑн ирӗкне укҫа-тенкӗпе пурлӑх пухассинчен тата ҫак тӗнчери тӗллевсенчен мала хуни курӑнса тӑмалла.

 СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ТӐРӐШСА ТУ

Хамӑр пурнӑҫра ырӑ хыпар сарас ӗҫе пуринчен мала хунипе эпир Иеговӑна юратнине кӑтартма пултаратпӑр

22, 23. а) Чӑн христиансен мӗнле тӗп ӗҫе тумалла тата ҫак ӗҫ пирӗншӗн питӗ кирлине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Рамкӑна пӑх, 180-мӗш страница.) ӑ) Эсӗ ӗҫе ҫӳресси ҫине мӗнле пӑхатӑн?

22 Юлашки кунсен вӗҫӗнче пурӑннине пӗлнӗ пирки эпир чӑн христиансем тӑвакан тӗп ӗҫе тӑватпӑр — ырӑ хыпар каласа ҫӳретпӗр тата вӗренекенсене хатӗрлетпӗр (Матфей 24:14; 28:19, 20). Иисус пекех, эпир пурнӑҫа сыхласа хӑварма пултаракан ӗҫе чунтан тӑрӑшса тӑвасшӑн. Ҫак ӗҫ пирӗншӗн питӗ кирлине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ пухури хыпарҫӑсем пулса ырӑ хыпара хастаррӑн каласа ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫӗнче улшӑнусем туса хӑш-пӗрисем пионерсем е миссионерсем пулса ӗҫлеме пултарнӑ. Иеговӑшӑн ӗҫленипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем лартни питӗ кирлине ӑнланса ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ачисене сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма хавхалантараҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗн хастарлӑ хыпарҫисем хӑйсен сӑваплӑ ӗҫне тӑрӑшса тунинче ыррине кураҫҫӗ-и? Паллах кураҫҫӗ! Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни кӑна тулли пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма тата вӗҫӗмсӗр пиллӗхсем илме парать. (Ытарӑшсем 10:22 вуласа пар.)

23 Пирӗнтен чылайӑшне ҫемьене тӑрантарса усрас тесе нумай ӗҫлеме тивет. Асту, Иегова сана хӑвӑн ӗҫӳнте ыррине куртарасшӑн. Пирӗн шухӑшсемпе ӗҫсем унӑн шухӑшӗсемпе тата принципӗсемпе килӗшӳллӗ пулсан, эпир хамӑр ӗҫе савӑнса тума пултаратпӑр. Пире тӗп ӗҫе тума — Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне каласа ҫӳреме — хамӑр ҫӳрекен ӗҫ нихӑҫан та ан чӑрмантартӑр. Ҫав ӗҫе хамӑр пурнӑҫра чи мала хунипе эпир Иеговӑна юратнине кӑтартатпӑр, ҫапла вара унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлӑпӑр.

^ 6 абз. Грек сӑмахӗ, «каскалакан» е платник, тесе куҫарнӑскер, «йывӑҫпа ӗҫлекенсене пурне те — вӗсем ҫурт-йӗр тӑваҫҫӗ-и, сӗтел-пукан-и е ытти япаласене — палӑртакан сӑмах» тесе шутлаҫҫӗ.

^ 17 абз. Ӗҫе кӗрес умӗн мӗне-мӗне шута илмелли ҫинчен ытларах пӗлме «Хурал башни» (выр.) журналсене пӑх: 1999 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗ, 28—30 страницӑсем тата 1983 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗ, 18-мӗш страница.