Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 6-МӖШ СЫПӐК

Усӑллӑ вӑйӑ-кулӑ мӗнле суйласа илмелле

Усӑллӑ вӑйӑ-кулӑ мӗнле суйласа илмелле

«Пурне те Турӑ мухтава тухмалла тӑвӑр» (1 КОРИНФ 10:31, ҪС).

1, 2. Вӑйӑ-кулӑ тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗн суйласа илмелле?

ЭСӖ тутлӑ панулми ҫиесшӗн, анчах та вӑл кӑшт ҫӗрме пуҫланине асӑрхарӑн тейӗпӗр. Мӗн тӑвӑн-ши эсӗ? Эсӗ панулмие пӗтӗмпех, ҫӗрни качки, ҫиме, е ӑна кӑларса пӑрахма, е ҫӗрнӗ вырӑна касса илсе ыттине ҫиме пултарӑн. Эсӗ мӗн суйласа илнӗ пулӑттӑн?

2 Вӑйӑ-кулӑсене ҫав панулмипе танлаштарма пулать. Хутран-ситрен санӑн канас килет, анчах та паянхи вӑйӑ-кулӑсене илес пулсан, вӗсенчен нумайӑшӗ мораль тӗлӗшӗнчен япӑх е ҫав панулми пекех ҫӗрӗк пулнине эсӗ ӑнланатӑн. Ҫавӑнпа та эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Пӗрисем, тен, япӑххи пирки нимех те мар теҫҫӗ, вара ҫак тӗнче сӗнекен пур вӑйӑ-кулӑна та пӗтӗмпех «ҫӑтса яраҫҫӗ» теме пулать. Теприсем хӑйсене никам та, нимӗн те сиен ан тутӑр тесе пӗтӗм вӑйӑ-кулла сирсе яраҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем сиен кӳрекен вӑйӑ-кулӑсене сирсе яраҫҫӗ, анчах та вӑйӑ-кулӑсем, пӗтӗмӗшле илсен, усӑ параҫҫӗ пулсан, вӗсенче хутшӑнаҫҫӗ. Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен пирӗн мӗн суйласа илмелле?

3. Халӗ эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пирӗнтен нумайӑшӗ виҫҫӗмӗшне суйласа илнӗ пулӗччӗ. Канма кирлине эпир ӑнланатпӑр, анчах вӑйӑ-кулӑсем мораль тӗлӗшӗнчен пурте таса пулччӑр тетпӗр. Апла тӑк вӑйӑ-кулӑсем хӑшӗ усӑллӑ, хӑшӗ усӑллӑ мар пулнине мӗнле уйӑрса илмелли ҫинчен пирӗн шухӑшласа пӑхмалла. Чи малтан, эпир суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ  Иеговӑна пуҫҫапса пурӑннипе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине пӑхса тухар.

«ПУРНЕ ТЕ ТУРӐ МУХТАВА ТУХМАЛЛА ТӐВӐР»

4. Хамӑра Турра халаллани вӑйӑ-кулӑ суйласа илесси ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?

4 Нумаях пулмасть пӗр ватӑ Иегова Свидетелӗ, 1946 ҫулта шыва кӗнӗскер, каланӑ: «Хам шыва кӗрес пекех, шыва кӗрес ятпа калакан кашни доклада тимлӗ итлесе ларма тӗллев лартрӑм». Мӗншӗн? Вӑл ӑнлантарса панӑ: «Шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен, пурнӑҫа Турра халаллани ҫинчен хӑвна аса илтерсе тӑни питӗ кирлӗ». Эсӗ, паллах, ҫак шухӑшпа килӗшетӗн ӗнтӗ. Турӑшӑн мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫлесе тӑма Иеговӑна сӑмах пани ҫинчен хӑвна аса илтерсе тӑни йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать. (Екклесиаст 5:3 вуласа пар.) Тӗрӗссипе каласан, хамӑра Турра халаллани ҫинчен шухӑшлани христиансем тӑвакан сӑваплӑ ӗҫ ҫине кӑна мар, пурнӑҫри ытти ӗҫсем ҫине те, калӑпӑр, канупа вӑйӑ-кулӑсем ҫине те, витӗм кӳрсе тӑрӗ. Павел апостол хӑй вӑхӑтӗнчи христиансем патне ҫырнӑ чухне ҫав чӑнлӑха палӑртнӑ: «Ӗҫетӗр-и, ҫиетӗр-и е мӗн те пулин урӑх япала тӑватӑр-и — пурне те Турӑ мухтава тухмалла тӑвӑр» (1 Коринф 10:31, ҪС).

5. Рим 12:1-мӗш сӑвӑ йӗркинче тӳррӗн мар асӑрхаттарнине курма Левит 22:18—20 сӑвӑ йӗркисем мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

 5 Эсӗ пурнӑҫра тӑвакан пур ӗҫ те Иеговӑна пуҫҫапассипе мӗнле те пулин ҫыхӑннӑ. Ҫак чӑнлӑха христиансем асра тытчӑр тесе Павел Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырура витӗмлӗ сӑмахсемпе усӑ курнӑ. Вӑл вӗсене ӳкӗтлесе каланӑ: «Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре [кӗлеткене] чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр» (Рим 12:1). «Ӳт», е кӗлетке, тени пирӗн ӑстӑна, чӗрене тата вӑй-хала пӗлтерет. Ҫаксем пурте Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма кирлӗ (Марк 12:30). Павел ҫавӑн пек чун-чӗререн ӗҫлесе пурӑннине парне тенӗ. «Парне» текен сӑмахра асӑрхаттарни пур, анчах та ҫакӑ тӳрех курӑнмасть. Моисей саккунӗ тӑрӑх, айӑп е мӗнле те пулин кӑлтӑк пулнӑ парнене Турӑ йышӑнман (Левит 22:18—20). Христианин та Турӑшӑн сӑваплӑ ӗҫ тунӑ чухне мӗнле те пулин ирсӗр ӗҫ турӗ пулсан, Турӑ ҫав сӑваплӑ ӗҫе йышӑнмасть. Ун пекки мӗнле пулма пултарать?

6, 7. Христианин хӑйӗн кӗлеткине мӗнле майпа ирсӗрлетме пултарать тата мӗншӗн ҫакӑ ахаль иртмӗ теме пулать?

6 Павел Римри христиансене ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Хӑвӑр тӑл-пӳ [кӗлетке] пайӗсене... ҫылӑх аллине ан парӑр». Павел ҫавӑн пекех «ӳт [кӗлетке] ӗҫӗсене» пӗтерме хушать (Рим 6:12—14; 8:13). Кӑшт маларах вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗнче «кӗлеткен ӗҫӗсенчен» хӑш-пӗрисем ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫылӑхлӑ ҫынсем пирки эпир вулатпӑр: «Вӗсен ҫӑварӗнче усал сӑмах каласси, хурлантарасси туллиех», «Вӗсен урисем юн тӑкма кайма ҫӑмӑл», «Вӗсен куҫӗ умӗнче Турӑран хӑрасси ҫук» (Рим 3:13—18, ҪС). Христианин хӑйӗн кӗлеткин «пайӗсемпе» ҫавӑн пек ҫылӑхлӑ ӗҫсем тумашкӑн усӑ курать пулсан, вӑл хӑйӗн кӗлеткине ирсӗрлетет. Сӑмахран, христианин пӗлсе тӑрсах ирсӗр япаласене, калӑпӑр, порнографи, садистла е тискеррӗн пусмӑрланине, пӑхса ларать пулсан, вӑл хӑйӗн куҫӗсене, сӑнарлӑ каласан, «ҫылӑх аллине» парать, ҫапла вӑл хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткине ирсӗрлетет. Ҫавӑнпа  та вӑл Турра пуҫҫапнӑ чухне кирек мӗн тусан та, ҫав парне таса мар тата Турра юрӑхсӑр пулса тӑрать (Саккуна астутарни 15:21; 1 Петр 1:14—16; 2 Петр 3:11, 12). Ирсӗр вӑйӑ-кулӑ калама ҫук хакла ларать!

7 Чӑнах та, вӑй-кулӑ суйласа илни христианиншӑн ахаль иртмӗ. Паллах ӗнтӗ, эпир Турра паракан парнене ирсӗрлетекен мар, илем кӳрекен вӑйӑ-кулӑ суйласа илесшӗн. Халӗ вара вӗсенчен хӑшӗ усӑллӑ, хӑшӗ усӑллӑ маррине пӑхса тухар.

«УСАЛТАН ПӐРӐНӐР»

8, 9. а) Вӑйӑ-кулӑсене мӗнле икӗ ушкӑна уйӑрма пулать? ӑ) Мӗнле вӑйӑ-кулӑсене христиансем сирсе яраҫҫӗ тата мӗншӗн?

8 Тӗпрен илсен, вӑйӑ-кулӑсене икӗ ушкӑна уйӑрма пулать. Пӗрремӗш ушкӑн шутне христиансем тӳрех сирсе яракан вӑйӑ-кулӑсем кӗреҫҫӗ; иккӗмӗш ушкӑн шутне — христиансем вырӑнлӑ та, вырӑнсӑр та тесе шутлама пултаракан вӑйӑ-кулӑсем. Айтӑр пӗрремӗш ушкӑна пӑхса тухар — христиансем сирсе яракан вӑйӑ-кулӑсене.

9 Хӑш-пӗр вӑйӑ-кулӑсенче тӑвакан ӗҫсене Библи тӳррӗн сивлет тесе пӗрремӗш сыпӑкра каланӑччӗ ӗнтӗ. Сӑмахран, тискер ӗҫсем е демонсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем ҫинчен каласа паракан, порнографи кӑтартакан е йӗрӗнмелли ирсӗр ӗҫсем тума хӗтӗртсе тӑракан сайтсем, фильмсем, телекӑларӑмсем тата кӗвӗ-юрӑсем ҫинчен шухӑшласа пӑх. Ҫавӑн пек пӑсӑк вӑйӑ-кулӑри Библири принципсемпе законӗсене хирӗҫлекен ӗҫсенче ним япӑххи те ҫук тесе калаҫҫӗ пулин те, чӑн христиансен ҫав вӑйӑ-кулӑсенчен пӑрӑнмалла (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29; 1 Коринф 6:9, 10; Ӳлӗмхине 21:8). Ҫав ирсӗр вӑйӑ-кулӑсене сирсе янипе эсӗ Иеговӑна йӗркесӗр ӗҫсенчен чӑннипех йӗрӗннине тата яланах «усалтан пӑрӑннине» кӑтартса тӑратӑн. Ҫавӑн пек туса тӑнипе эсӗ икӗпитлӗ мар, «чӑннипе ӗненнине» кӑтартатӑн (Рим 12:9; Псалом 33:15; 1 Тимофей 1:5).

10. Вӑйӑ-кулӑсем ҫинчен мӗнле шухӑшлани хӑрушӑ тата мӗншӗн?

 10 Ирсӗр ӗҫсене кӑтартакан фильмсемпе телекӑларӑмсене пӑхса ларни нимле сиен те кӳмест тесе шутлакансем те пур. Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫапла ӑнлантарса параҫҫӗ: «Фильмсенче е телевизорпа эпӗ, тен, ирсӗр ӗҫсене курӑп та пулӗ, анчах нихӑҫан та хам ун пек хӑтланмӑп». Ҫавӑн пек шухӑшсем — суя та хӑрушӑ шухӑшсем. (Иеремия 17:9 вуласа пар.) Иегова сивлекен япаласем ҫине эпир киленсе пӑхса ларатпӑр пулсан, йӗркесӗр ӗҫсем пире чӑннипех йӗрӗнтереҫҫӗ тесе калама пулать-и? Ирсӗр ӗҫсем ҫине яланах пӑхса, вӗсем ҫинчен пӗрмай вуласа е итлесе ларатпӑр пулсан, пирӗн чӗресем чулланса ларӗҫ (Псалом 118:70; 1 Тимофей 4:1, 2). Ҫавсене тунине пула эпир хамӑра япӑх тытма тата ыттисем тӑвакан ҫылӑхсем пирки темех мар тесе шутлама пуҫлӑпӑр.

11. Вӑйӑ-кулӑ тӗлӗшӗнчен Галати 6:7-мӗш сӑвӑ йӗрки тӗрӗс пулнине мӗн ҫирӗплетсе парать?

11 Ҫакӑн пекки унччен те пулнӑ. Вӑйӑ-кулӑсене яланах пӑхса ларнине пула хӑш-пӗр христиансем мораль тӗлӗшӗнчен ирсӗр ӗҫсене хутшӑнма пуҫланӑ. «Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет» тени тӗрӗс пулнине вӗсен хӑйсем ҫинчех туйма тивнӗ (Галати 6:7). Анчах та ҫавӑн пек япӑх пулса тухасран хӑтӑлма пулать. Эсӗ хӑвӑн ӑстӑнра тасине тӑрӑшса акатӑн пулсан, усӑллине вара савӑнса вырса илӗн. («Манӑн мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илмелле?» ятлӑ рамкӑна пӑх, 67-мӗш страница.)

БИБЛИРИ ПРИНЦИПСЕМ ТӐРӐХ МӖН ТУМАЛЛИНЕ ЙЫШӐН

12. Галати 6:5-мӗш сӑвӑ йӗрки вӑйӑ-кулӑсене суйласа илессипе мӗнле ҫыхӑннӑ тата хамӑр мӗн те пулин тума йышӑннӑ чухне мӗне шута илмелле?

12 Халӗ вара иккӗмӗш ушкӑна кӗрекен вӑйӑ-кулӑсене пӑхса тухар — вӗсем пирки Турӑ Сӑмахӗнчени япӑх та, ни лайӑх та тесе каламан. Ҫавӑн пек вӑйӑ-кулӑ  суйласа илнӗ чухне кашни христианинӑн мӗн тумаллине хӑй тӗллӗн йышӑнмалла, ҫакӑ вара уншӑн усӑллӑ та пулмалла. (Галати 6:5 вуласа пар.) Анчах та ҫавӑн пек суйласа илме лекрӗ пулсан та, пире мӗн тумаллине кӑтартса хӑварнӑ. Библире Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланма пулӑшакан принципсем пур. Ҫав принципсене шута илсе пынӑ май эпир пур енчен те, вӑйӑ-кулӑсене суйласа илес тӗлӗшрен те, «Турӑ ирӗкне пӗлсе пыма» пултаратпӑр (Эфес 5:17).

13. Иеговӑна кӳрентерме пултаракан вӑйӑ-кулла сирсе яма пире мӗн хавхалантарса тӑрӗ?

 13 Пур христианин та мораль тӗлӗшӗнчен мӗн тӗрӗс пулнине пӗр пек уйӑрса илме, е чухласа илме, пултарайманнине ӑнланатпӑр (Филиппӑ 1:9). Унсӑр пуҫне тата, вӑйӑ-кулӑ тӗлӗшӗнчен пӗрне пӗри, теприне тепри килӗшме пултарнине христиансем пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ыйтура пур христианин та пӗр шутлӑ пулассине кӗтме кирлӗ мар. Ҫапах та Туррӑн принципӗсене хамӑр ӑстӑнпа чӗре ҫине мӗн чухлӗ витӗм кӳме паратпӑр, Иеговӑна кӳрентерме пултаракан кирек мӗнле вӑйӑ-кулӑна та ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах сирсе яма тӑрӑшӑпӑр (Псалом 118:11, 129; 1 Петр 2:16).

14. а) Вӑйӑ-кулӑсене суйласа илнӗ чухне мӗне шута илмелле? ӑ) Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем пурнӑҫра тӗп вырӑн йышӑнччӑр тесен санӑн мӗн тумалла?

14 Вӑйӑ-кулӑсене суйласа илнӗ чухне тата тепӗр япалана шута илмелле — хамӑр вӑхӑта. Пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттерни эсӗ мӗне вырӑнлӑ тесе шутланине кӑтартса парать, канмашкӑн мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрса хуни вара — мӗне пуринчен мала хунине. Паллах ӗнтӗ, христиансем Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пуринчен мала хураҫҫӗ. (Матфей 6:33 вуласа пар.) Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем санӑн пурнӑҫунта унчченхи пекех тӗп вырӑн йышӑннине мӗнле тӗрӗслеме пулать? Павел апостол каланӑ: «Хӑвӑр мӗнле пурӑннине асӑрхасах тӑрӑр — ухмахсем пек ан пулӑр, ӑслисем пек пулӑр: вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр» (Эфес 5:15, 16). Чӑнах та, вӑйӑ-кулӑ валли сахалтарах вӑхӑт уйӑрсан, санӑн «мӗн аванни» валли, е Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсем валли, нумайтарах вӑхӑт юлӗ (Филиппӑ 1:10).

15. Мӗншӗн вӑйӑ-кулӑсене суйласа илнӗ чухне тума юраманни патне ҫывхарманни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ?

15 Ҫавӑн пекех вӑйӑ-кулӑсене суйласа илнӗ чухне тума юраманни патне ҫывхарманни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Панулми ҫинчен калакан тӗслӗхе тепӗр хут пӑхса тухар. Ҫӗрме пуҫланӑ пайне  асӑрхамасӑр ҫисе ярас мар тесе эсӗ ҫӗрӗк пайне кӑна мар, ун ҫумӗнчи лайӑх пайне те кӑштах касса пӑрахнӑ пулӑттӑн. Вӑйӑ-кулӑсем суйласа илессинче те тума юраманни патне ҫывхарманни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Ӑслӑ христианин Библири принципсене пӑсакан вӑйӑ-кулӑсене кӑна мар, кӑшт та пулин иккӗлентерекен, е Турӑпа хӑй хушшинчи туслӑха мӗнле те пулин сиен кӳме пултаракан вӑйӑ-кулӑсене те сирсе ярать (Ытарӑшсем 4:25—27). Турӑ Сӑмахӗнчи канашсене тӗплӗн тытса пыни пире шӑп ҫапла туса пурӑнма пулӑшӗ те.

«ТАСИ ҪИНЧЕН ҪЕҪ» ШУХӐШЛА

Вӑйӑ-кулла Библири принципсем тӑрӑх суйласа илни пирӗнпе Турӑ хушшинчи туслӑха упраса тӑрать

16. а) Мораль ҫине Иегова пекех пӑхнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Библири принципсене тытса тӑрасси мӗнле майпа санӑн пурнӑҫ йӗрки пулса тӑма пултарать?

16 Вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне чӑн христиансем чи малтан Иеговӑн шухӑшне шута илеҫҫӗ. Библи Иеговӑн туйӑмӗсене тата вӑл мӗн юратнипе мӗн курайманнине уҫса парать. Соломон патша Иегова курайман япаласем ҫинчен каласа тухнӑ, сӑмахран, «суя чӗлхе, айӑпсӑр юн юхтаракан алӑ, усал шухӑш туптаса тӑракан чӗре, усал ӗҫ тума васкаса чупакан ура» (Ытарӑшсем 6:16—19). Иегова мӗне юратнипе мӗне курайманни сан ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? «Эй Ҫӳлхуҫана юратакансем, усала курайми пулӑр!» — чӗнсе калать псалом юрлакан (Псалом 96:10). Апла эсӗ суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑра Иегова мӗн кураймасть, эсӗ те ҫавна чӑннипех курайманни курӑнса тӑмалла (Галати 5:19—21). Ҫакна тата асту: ҫынсем  умӗнче мар, никам та курман чухне тӑвакан ӗҫсем эсӗ чӑннипе мӗнлерех ҫын пулнине кӑтартса параҫҫӗ (Псалом 10:4; 15:8). Ҫавӑнпа та хамӑр пурнӑҫра пур ҫӗрте те мораль ыйтӑвӗсем ҫине Иегова пекех пӑхас кӑмӑл пур пулсан, эпир мӗн те пулин суйласа илнӗ чухне яланах Библири принципсене шута илӗпӗр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫавӑн пек туса тӑрасси санӑн пурнӑҫ йӗрки пулса тӑрӗ (2 Коринф 3:18).

17. Вӑйӑ-кулӑсем суйласа илес умӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

17 Вӑйӑ-кулӑ суйласа илнӗ чухне эпир Иеговӑн шухӑшӗсене чӑнах та шута илнине тӗрӗслес тесе тата мӗн тума пултаратпӑр? Ҫак ыйту пирки шухӑшласа пӑх: «Ҫакӑ ман ҫине тата манпа Турӑ хушшинчи туслӑх ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?» Сӑмахран, пӗр-пӗр фильм пӑхас умӗн хӑвӑнтан ыйт: «Ҫав фильмра мӗн кӑтартни манӑн совесть ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?» Ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ принципсене пӑхса тухар.

18, 19. а) Филиппӑ 4:8-мӗш сӑвӑ йӗркинчи принцип эпир суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ усӑллӑ пулнине уйӑрса илме мӗнле пулӑшма пултарать? ӑ) Лайӑх вӑйӑ-кулӑсене суйласа илме тата мӗнле принципсем пулӑшма пултараҫҫӗ? (Сноскӑна пӑх.)

18 Тӗп принципа Филиппӑ 4:8-мӗш сӑвӑ йӗркинче тупма пулать, унта каланӑ: «Эй тӑванӑмсем, эсир ӗнтӗ чӑнни ҫинчен ҫеҫ, ултавсӑрри, тӗрӗсси, таси ҫинчен ҫеҫ, кӑмӑлли, чапли, ырри, мухтавли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлӑр». Паллах ӗнтӗ, кунта Павел вӑйӑ-кулӑ пирки мар, ӑшри шухӑшсем, Туррӑн кӑмӑлне каякан шухӑшсем ҫинчен шухӑшлани, пирки калать (Псалом 18:15). Ҫапах та Павел каланӑ сӑмахсемпе, тӗпрен илсен, вӑйӑ-кулӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче те усӑ курма пулать. Мӗнле майпа?

19 Хӑвӑнтан ыйт: «Фильмсем, видеовӑйӑсем, кӗвӗ-юрӑсем тата ытти вӑйӑ-кулӑсем мана „таси ҫинчен“ шухӑшлаттараҫҫӗ-и?» Калӑпӑр, фильм пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн пуҫра мӗнле сӑнарсемпе ӳкерчӗксем тӑрса юлаҫҫӗ? Вӗсем кӑмӑллӑ, таса тата чуна уҫӑлтараҫҫӗ пулсан, эсӗ  суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ пирки усӑллӑ теме пулать. Анчах та пӑхса тухнӑ фильм таса марри ҫинчен шухӑшлама хистесе тӑрать пулсан, эсӗ суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ пирки вара усӑллӑ мар, сиенлӗ те теме пулать (Матфей 12:33; Марк 7:20—23). Мӗншӗн? Мораль тӗлӗшӗнчен таса марри ҫинчен шухӑшлани чунри канӑҫа пӗтерет, Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫе ирсӗрлетет тата хӑвӑнпа Турӑ хушшинчи туслӑха аркатать (Эфес 5:5; 1 Тимофей 1:5, 19). Ҫавӑн пек вӑйӑ-кулӑ сана сиен кӳрет пулсан, вӗсене сирсе яма ҫирӗп шут тыт (Рим 12:2) *. Псалом юрлакан пекех: «Куҫӑма ниме тӑман япала енне ан пӑхтар»,— тесе Иеговӑна кӗлту (Псалом 118:37).

ЫТТИСЕНЕ УСӐ ТУМА ТӐРӐШ

20, 21. 1 Коринф 10:23, 24 сӑвӑ йӗркисем усӑллӑ вӑйӑ-кулӑ суйласа илессипе мӗнле ҫыхӑннӑ?

20 Мӗн те пулин тума шут тытас умӗн Павел Библири питӗ кирлӗ принципа шута илмелли ҫинчен аса илтернӗ. Вӑл каланӑ: «Мана пурне те тума ирӗк панӑ, анчах пурте ӑса вӗрентмест [«тӗреклетмест», ҪТ]. Никам та хӑй валли пайта ан шыратӑр, кирек кам та ыттисене усӑ тӑвасшӑн тӑрӑштӑр» (1 Коринф 10:23, 24). Ҫак принцип усӑллӑ вӑйӑ-кулӑ суйласа илессипе мӗнле ҫыхӑннӑ? Хӑвӑнтан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?»

21 Эсӗ хӑш-пӗр вӑйӑ-кулӑна хутшӑнма манӑн ирӗк пур тесе шутлама пултаратӑн, вӗсене суйласа илме сана совесть те, тен, чарса тӑмасть. Анчах та ытти христиансене совеҫӗ чарса тӑма пултарать, вара вӗсем ҫав вӑйӑ-кулӑ пирки вырӑнсӑр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫакна асӑрхарӑн пулсан, эсӗ вара, тен, ҫав вӑйӑ-кулла суйласа та илмӗн. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пухури тӑвансене Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма чӑрмантарнипе эсӗ вӗсене  хирӗҫ ҫылӑх тӑвасшӑн мар, ҫавӑн пекех, Павел каланӑ пек, «Христоса хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗресшӗн» мар. «Такӑнмалли чул пулса ан тӑрӑр»,— текен канаш ҫине эсӗ ҫӑмӑлттайла пӑхмӑн вӗт (1 Коринф 8:12; 10:32, ҪТ). Хутшӑнма «ирӗк панӑ», анчах та тӗреклетмен вӑйӑ-кулӑсене сирсе ярас тӗлӗшпе Павел панӑ ӑслӑ канаша паянхи чӑн христиансем тытса пурӑнаҫҫӗ (Рим 14:1; 15:1).

22. Мӗншӗн христиансен хӑйсеннех тутарас тесе ҫине тӑмалла мар?

22 Ыттисемшӗн усӑллине шырас тесен тата тепӗр япалана шута илмелле. Совеҫӗ ытларах чарса тӑракан христианинӑн хӑй мӗнле вӑйӑ-кулла вырӑнлӑ тесе шутлать, пухура христиансен пурин те ҫавӑн пек вӑйӑ-кулӑсене ҫеҫ суйласа илмелле тесе тӑмалла мар. Вӑл хӑйӗннех тӑвасшӑн пулсан, ӑна мӑн ҫулпа пыракан ытти водительсене хӑй пыракан хӑвӑртлӑхпа пыма хистесе тӑракан водительпе танлаштарма пулать. Ҫавӑн пек ҫине тӑнине ӑслӑ-тӑнлӑ теме ҫук. Юратнӑран совеҫӗ ытларах чарса тӑракан христианинӑн вӑйӑ-кулӑ суйласа илес тӗлӗшрен хӑйӗнчен урӑхларах пӑхакан, ҫапах та вӗсене Библири принципсем тӑрӑх суйласа илекен пухури тӑвансене хисеплемелле. Ҫапла вара вӑл «ӑслӑ-тӑнлӑ пулни пур ҫынна та паллӑ пулӗ» (Филиппӑ 4:5, ҪТ; Екклесиаст 7:16).

23. Эсӗ чӑнах та усӑллӑ вӑйӑ-кулӑсем суйласа илнине мӗнле пӗлме пулать?

23 Кӗскен каласан, эсӗ чӑнах та усӑллӑ вӑйӑ-кулӑсем суйласа илнине мӗнле пӗлме пулать? Турӑ Сӑмахӗ сивлекен ирсӗр, путсӗр ӗҫсене ним пытармасӑр кӑтартакан вӑйӑ-кулӑсене пурне те сирсе яр. Библире хӑш-пӗр вӑйӑ-кулӑсем пирки ятарласа нимӗн те каламан, ҫапах та вӗсемпе ҫыхӑннӑ Библири принципсене тытса пурӑн. Совеҫе таса мар тӑвакан тата ыттисене, уйрӑмах пухури тӑвансене, кӳрентерме пултаракан вӑйӑ-кулӑсенчен пӑрӑн. Эсӗ ҫавӑн пек ҫирӗп шут тытни Турра мухтава кӑларса тӑтӑр, сана тата санӑн ҫемйӳне Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усратӑр.

^ 19 абз. Вӑйӑ-кулӑсене суйласа илессипе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр принципсене ҫак сӑвӑ йӗркисенче тупма пулать: Ытарӑшсем 3:31; 13:21; Эфес 5:3, 4; Колоссӑ 3:5, 8, 20.