Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 ХЫҪСӐМАХ

Уйрӑласси тата уйрӑм пурӑнасси пирки Библи мӗн калать

Уйрӑласси тата уйрӑм пурӑнасси пирки Библи мӗн калать

Иегова мӑшӑрланакансенчен пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулма сӑмах панине тытса тӑрассине кӗтет. Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма пӗрлештернӗ чухне Иегова каланӑ: «Этем... арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ». Каярахпа ҫакӑн пирки Иисус Христос тепӗр хут аса илтернӗ те унтан хушса каланӑ: «Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Пултарни 2:24; Матфей 19:3—6). Ҫапла вара, Иегова та, Иисус та упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗринпе мӗн виличчен пӗрле пурӑнмалла тесе шутлаҫҫӗ (1 Коринф 7:39). Мӑшӑрланса пурӑнасси вӑл — сӑваплӑ  йӗрке, ҫавӑнпа та уйрӑлас пирки ҫӑмӑлттайла шухӑшламалла мар. Библи тӑрӑх уйрӑлма сӑлтав ҫук ҫӗртен уйрӑлнине Иегова кураймасть (Малахия 2:15, 16).

Мӗнле сӑлтава пула Библи уйрӑлма ирӗк парать? Мӑшӑра улталаса ясар тунине тата аскӑн ӗҫе Иегова кураймасть (Пултарни 39:9; 2 Патшасен 11:26, 27; Псалом 50:6). Аскӑн ӗҫрен вӑл ҫав тери йӗрӗнет, ҫавӑнпа та ҫав ӗҫе туни уйрӑлма ирӗк парать тесе калать. (Мӗн вӑл аскӑн ӗҫ тата ун шутне мӗн кӗни ҫинчен 9-мӗш сыпӑкри 7-мӗш абзацра сӳтсе явнӑ.) Иегова айӑпсӑр мӑшӑрне ҫылӑх тунӑ мӑшӑрӗпе пӗрле тӑрса юлма е унтан уйрӑлма ирӗк парать (Матфей 19:9). Ҫавӑнпа та айӑпсӑр мӑшӑрӗ уйрӑлма шутларӗ пулсан, вӑл Иегова курайман ӗҫе тумасть. Ҫав вӑхӑтрах христиансен пухӑвӗнче никам та никама та уйрӑлма хистемест. Хӑш-пӗр сӑлтава пула айӑпсӑр упӑшки е арӑмӗ ҫылӑха кӗнӗ мӑшӑрӗпе пӗрле юлма пултарать, уйрӑмах айӑпли чун-чӗререн ӳкӗнет пулсан. Юлашкинчен вара Библи тӑрӑх уйрӑлма сӑлтав пуррисен мӗн тумаллине кашнин хӑй тӗллӗн шутласа хумалла, унтан вара ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине йышӑнма хатӗр пулмалла (Галати 6:5).

Уйрӑмах ҫивӗч лару-тӑрура хӑш-пӗр христиансем хӑйсен мӑшӑрӗсенчен уйрӑм пурӑнма е мӑшӑрӗсем аскӑн ӗҫ туман ҫӗртенех уйрӑлма шут тытнӑ. Ҫакӑн пек чухне, Библи каланӑ тӑрӑх, христианинӑн авланмасӑр е качча каймасӑр пурӑнмалла, е мӑшӑрӗпе «килӗштермелле» (1 Коринф 7:11). Ҫак христианин авланас е качча каяс тесе хӑйне валли урӑх мӑшӑр шырама пултараймасть (Матфей 5:32). Хӑш-пӗрисем уйрӑмах ҫивӗч лару-тӑрусем ҫине уйрӑм пурӑнма е уйрӑлма (Библи тӑрӑх мар пулин те) паракан майсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Айтӑр ҫав лару-тӑрусенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар.

Ҫемьешӗн юри тӑрӑшманни. Упӑшка май пур ҫинчех ҫемьешӗн тӑрӑшмасть пулсан, куллен кирлӗ япаласем ҫитмен пирки ҫемье ҫука юлма пултарать. Библире каланӑ: «Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах» (1 Тимофей 5:8). Упӑшки улшӑнма та шутламасть пулсан, арӑмӗн вара хӑйне тата хӑйӗн ачисене  хӳтӗлес тесе закон тӑрӑх уйрӑм пурӑнма е хут уйӑрттарма (Библи тӑрӑх мар пулин те) кирлипе кирлӗ марри ҫинчен шутласа пӑхмалла. Христианин ҫемьешӗн тӑрӑшмасть тесе калаҫҫӗ пулсан, старейшинӑсен, паллах, ҫакӑ тӗрӗс пулнипе пулманнине тӗплӗн пӑхса тухмалла. Христианин ҫемьешӗн тӑрӑшма килӗшмесен, ӑна пухуран кӑларса яма пултараҫҫӗ.

Питӗ хаяррӑн тытни. Мӑшӑрсенчен пӗри хӑйне ҫав тери хаяр тытни тепӗр мӑшӑрӗн сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те хӑрушӑ пулма пултарать. Хӑйне хаяррӑн тытакан мӑшӑр христианин пулсан, пухури старейшинӑсен ку чӑнах та тӗрӗс-и е тӗрӗс мар-и тесе тӗпчесе пӗлмелле. Ҫилле тытса чарманни тата хаяррӑн хӑтланни пухуран кӑларса яма сӑлтав парать (Галати 5:19—21).

Чӑн Турра пуҫҫапса пурӑнма чаракан хӑрушлӑх. Мӑшӑрсенчен пӗри теприне чӑн Турра пуҫҫапса пурӑнма пӗрмаях чарса тӑма е Туррӑн ӳкӗчӗсене мӗнле те пулин пӑстарас тесе вӑйпах хистеме пултарать. Ҫакӑн пек чухне мӑшӑрӗ, кама чӑн Турра пуҫҫапса пурӑнма чарса тӑраҫҫӗ, закон тӑрӑх уйрӑм пурӑнсан е уйрӑлсан кӑна «этемрен ытларах Турра пӑхӑнма» пултаратӑп тесе шутлӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).

Ҫӳлерех каланӑ ҫавнашкал ҫивӗч лару-тӑрусенче пуринче те никамӑн та айӑпсӑр упӑшкине е арӑмне хӑйӗн мӑшӑрне пӑрахса кайма е унпа юлма хистесе тӑмалла мар. Христиансемпе старейшинӑсем пулӑшма тата Библи тӑрӑх канаш пама пултараҫҫӗ пулин те, вӗсем упӑшкипе арӑмӗ хушшинче мӗн пулса иртнине тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлме пултараймаҫҫӗ. Ҫакна Иегова кӑна пӗлет. Ҫавӑнпа та христианка упӑшкинчен уйрӑм пурӑнас тесе хӑйӗн ҫемйинчи йывӑрлӑхсем пирки ӳстерсе калать пулсан, вӑл Иеговӑна та, мӑшӑрланса пурӑнас йӗркене те хисеп туманнине кӑтартать. Упӑшки пирки те, вӑл ӳстерсе калать пулсан, ҫавнах калама пулать. Ҫынсем хӑйсем мӗншӗн уйрӑм пурӑннине е уйрӑлнине пытарма тем пек тӑрӑшсан та, Иегова пурне те пӗлет. Тӗрӗссипе вара «Унӑн куҫӗ умӗнче пурте янках уҫӑ, пурте алӑ тупанӗ ҫинчи пек. Унӑн умӗнче явап тытӑпӑр» (Еврейсем 4:13). Анчах та ҫемьере пурӑнма унчченхи пекех хӑрушӑ пулсан, христианина  уйрӑм пурӑнма е уйрӑлма шут тытнӑшӑн никамӑн та айӑпламалла мар. Юлашкинчен вара эпир пурсӑмӑр та Турӑ умне суда тӑрӑпӑр (Рим 14:10—12).