Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 5-МӖШ СЫПӐК

Тӗнчерен уйрӑм мӗнле тӑмалла

Тӗнчерен уйрӑм мӗнле тӑмалла

«Эсир — тӗнченӗн мар» (ИОАНН 15:19).

1. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне, юлашки каҫхине, Иисус мӗн пирки палӑртса каланӑ?

ҪӖР ҫинче пурӑннӑ чухне, юлашки каҫхине, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ырӑлӑхӗшӗн питӗ тӑрӑшнине кӑтартнӑ. Вӑл ҫавӑн пирки хӑйӗн Ашшӗне те кӗлтунӑ: «Вӗсене тӗнчерен ил тесе йӑлӑнмастӑп, усал-тӗселтен сыхласа тӑр тесе йӑлӑнатӑп. Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар» (Иоанн 17:15, 16). Ҫавӑн пек чун-чӗререн йӑлӑнса ыйтнинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хытӑ юратнине тата вӑл ҫав каҫах, кӑшт маларах, вӗсенчен хӑш-пӗрисене: «Эсир — тӗнченӗн мар»,— тесе каланӑ сӑмахсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнӑ (Иоанн 15:19). Иисусшӑн, паллах, унӑн вӗренекенӗсем тӗнчерен уйрӑм тӑни питӗ кирлӗ пулнӑ!

2. Иисус «тӗнче» тесе каланипе мӗн каласшӑн пулнӑ?

2 Иисус «тӗнче» тесе каланӑ сӑмах Турӑран ютшӑннӑ, Сатана тытса тӑракан пӗтӗм этемлӗхе пӗлтерет. Сатанаран тухса тӑракан харпӑр хӑйшӗн кӑна тӑрӑшас кӑмӑл-туйӑм, мӑнкӑмӑллӑх этемлӗхе алла ярса илнӗ (Иоанн 14:30; Эфес 2:2; 1 Иоанн 5:19). Чӑнах та, «тӗнчепе туслашни Турра хирӗҫ пыни пулать» (Иаков 4:4). Апла пулсан, Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас текенсем пурте мӗнле майпа тӗнчере пулма, ҫав вӑхӑтрах тӗнчерен уйрӑм тӑма пултараҫҫӗ? Ҫавна тӑвас тесен, вӗсен 1) Христос ертсе пыракан Турӑ Патшалӑхне шанчӑклӑ тӑрса юлмалла тата политикӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенче нейтралитет тытса тӑмалла, 2) тӗнчен сывлӑшне хирӗҫ тӑмалла, 3) ҫи-пуҫпа тумтир енчен сӑпайлӑ пулмалла, 4) ансат пурнӑҫпа пурӑнмалла тата 5) Туррӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те тӑхӑнса ҫӳремелле.

 ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ПУЛ ТАТА НЕЙТРАЛИТЕТ ТЫТСА ТӐР

3. а) Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне политика ҫине мӗнле пӑхнӑ? ӑ) Мӗншӗн Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем пирки Христос ячӗпе янӑ посолсем тесе калама пулать? (Хурав панӑ чухне сноскӑри шухӑшсемпе усӑ кур.)

3 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне политикӑна хутшӑнман. Вӑл пӗтӗм вӑя парса Турӑ Патшалӑхӗ — Патшана ларса хӑй ертсе пыракан пӗлӗтри пулас правительство — ҫинчен вӗрентсе ҫӳренӗ (Даниил 7:13, 14; Лука 4:43; 17:20, 21). Ҫавӑнпа та Иисус, Понтий Пилат ятлӑ Рим пуҫлӑхӗ умӗнче тӑнӑ чухне, ҫапла калама пултарнӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар» (Иоанн 18:36). Шанчӑклӑ вӗренекенӗсем Христоса, унӑн Патшалӑхне чун-чӗререн парӑнса пурӑннипе тата ҫав Патшалӑх ҫинчен пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе ҫӳренипе Христос пекех тӑваҫҫӗ (Матфей 24:14). «Ҫапла ӗнтӗ эпир — Христос ячӗпе янӑ ҫынсем [«посолсем», ҪТ]... — ҫырнӑ Павел апостол.— Сире Христос ячӗпе тархаслатпӑр: Турӑпа килӗшӗр» (2 Коринф 5:20) *.

4. Чӑн христиансем пурте Турӑ Патшалӑхне чун-чӗререн парӑнса пурӑннине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? (Рамкӑна пӑх, 52-мӗш страница.)

4 Пӗр-пӗр ҫӗршыв ячӗпе янӑ посолсем ют ҫӗршывӑн шалти ӗҫӗсене хутшӑнмаҫҫӗ. Вӗсем нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ, е вӗсем ют ҫӗршывра никам майлӑ та мар. Анчах та посолсем хӑйсен ҫӗршывӗнчи правительствӑн интересӗсене хӳтӗлеҫҫӗ. Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем, «ҫӳлте [пӗлӗтре] пурӑнасскерсем», пирки те ҫавнах калама пулать (Филиппӑ 3:20). Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хастарлӑ вӗрентсе ҫӳренипе вӗсем Христосӑн миллионшар «урӑх сурӑхӗсене» Турӑпа килӗштерсе  пурӑнма пулӑшнӑ (Иоанн 10:16; Матфей 25:31—40). «Урӑх сурӑхсем» Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсене пулӑшса тӑраҫҫӗ. Ҫак икӗ ушкӑн пӗр кӗтӗве пуҫтарӑнса Мессианла Патшалӑхӑн интересӗсене хӳтӗлет тата ҫак тӗнчери политика ӗҫӗсенче нейтралитета ҫирӗп тытса тӑрать. (Исаия 2:2—4 вуласа пар.)

5. Христиансен пухӑвӗ авалхи Израиль халӑхӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать тата ҫак уйрӑмлӑх мӗнле курӑнать?

 5 Христоса чун-чӗререн парӑнса пурӑннӑшӑн кӑна мар чӑн христиансем нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ. Авалхи Израиль халӑхӗ Турӑ панӑ пӗр ҫӗршывра пурӑннӑ, анчах халӗ эпир тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен тӑракан тӑванлӑх шутне кӗретпӗр (Матфей 28:19; 1 Петр 2:9). Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр политика партийӗ майлӑ пултӑмӑр пулсан, эпир Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗхшӗн пӗртен-пӗр шанчӑк тесе таса совеҫпе пӗлтерсе ҫӳреме пултараймастӑмӑрччӗ тата христиансем хушшинчи пӗрлӗхе аркатнӑ пулӑттӑмӑрччӗ (1 Коринф 1:10). Унсӑр пуҫне тата, вӑрҫӑ пуҫлансан, пирӗн пӗрле ӗненекенсемпе ҫапӑҫма тиветчӗ, анчах пире вӗсене юратма хушнӑ (Иоанн 13:34, 35; 1 Иоанн 3:10—12). Ахальтен мар ӗнтӗ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӗҫе алла тытма хушман. Вӑл хӑвӑр тӑшманусене те юратӑр тесе каланӑ (Матфей 5:44; 26:52; «Эпӗ нейтралитет тытса тӑратӑп-и?» текен рамкӑна пӑх, 55-мӗш страница).

6. Пурнӑҫа Турра халалланине пула хамӑра кесарьпе мӗнле тытӑпӑр?

6 Чӑн христиансем пулнӑ май эпир хамӑр пурнӑҫа пӗр-пӗр ҫынна, организацие е халӑха мар, Турра халалланӑ. 1 Коринф 6:19, 20 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ: «Эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар: сире пысӑк хак парса илнӗ». Ҫавӑнпа та Иисусӑн вӗренекенӗсем «кесаре» тивӗҫлине парса тӑраҫҫӗ, сӑмахран, хисеп тӑваҫҫӗ, налогсем тӳлеҫҫӗ, Турӑ мӗн таран пӑхӑнса тӑма ирӗк панӑ, ҫавӑн чухлӗ кесаре пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, анчах та вӗсем «Туррӑнне Турра» параҫҫӗ (Марк 12:17; Рим 13:1—7). Туррӑнне Турра пани шутне ӑна пуҫҫапни, чунтан-вартан юратни, чун-чӗререн парӑнса тата итлесе пурӑнни кӗрет. Кирлӗ пулсан, вӗсем Турӑшӑн хӑйсен пурнӑҫне те пама хатӗр (Лука 4:8; 10:27; Апостолсен ӗҫӗсем 5:29; Рим 14:8 вуласа пар).

«ТӖНЧЕ СЫВЛӐШНЕ» ХИРӖҪ ТӐР

7, 8. «Тӗнче сывлӑшӗ» мӗн вӑл тата вӑл Турра пӑхӑнман ҫынсем ӑшӗнче мӗнле «хӗтӗртсе тӑрать»?

7 Христиансене тӗнчерен уйрӑм тӑма паракан тепӗр  май — ҫав тӗнчен йӗркесӗр сывлӑшне сирсе яни. «Эпир ку тӗнче сывлӑшне мар, Турӑ Сывлӑшне илнӗ»,— тесе ҫырнӑ Павел (1 Коринф 2:12). Эфесри христиансене вӑл каланӑ: «Эсир ӗлӗк ҫав ҫылӑхӑрсене ҫак тӗнче йӑлипе, сывлӑшра хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе, Турра хирӗҫлекен ҫынсем ӑшӗнче халӗ хӗтӗртсе тӑракан сывлӑш ирӗкӗпе туса пурӑннӑ» (Эфес 2:2, 3).

8 Ҫак тӗнче «сывлӑшӗ» вӑл — куҫа курӑнман, Турра хирӗҫ тӑма хистесе тӑракан вӑй. Ҫавӑн пекех ҫав вӑй «ӳт кӗлени... куҫ кӗлени» хыҫҫӑн, урӑхла каласан, ӳт тата куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайма астарать (1 Иоанн 2:16; 1 Тимофей 6:9, 10). Ҫак тӗнче сывлӑшӗ ҫылӑх тӑвас килтерекен шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн ҫӳреме тӗксе тӑрать, ҫавӑн пекех вӑл вӑрттӑн, систермесӗр, пӗр вӗҫӗмсӗр витӗм кӳрсе тӑрать тата сывламалли сывлӑш пекех пур ҫӗре те сарӑлнӑ. Унсӑр пуҫне тата ҫав сывлӑш Иеговӑна пӑхӑнман ҫынсем ӑшӗнче Турра юрӑхсӑр енсене — харпӑр хӑйне кӑна юратассине, мӑнкӑмӑллӑха, чапшӑн ҫунассине, хамӑнне хам пӗлетӗп текен кӑмӑл-шухӑша тата никама та пӑхӑнса тӑрас килменнине — майӗпен аталантарса пынипе «хӗтӗртсе тӑрать» *. Кӗскен каласан, ҫак тӗнче сывлӑшӗ Шуйттанӑн япӑх енӗсене ҫынсен чӗрисем ӑшне майӗпен хывса тӑрать (Иоанн 8:44; Апостолсен ӗҫӗсем 13:10; 1 Иоанн 3:8, 10).

9. Тӗнче сывлӑшӗ пирӗн ӑстӑнпа чӗре ҫине мӗнле майпа витӗм кӳме пултарать?

9 Тӗнче сывлӑшӗ пирӗн ӑстӑнпа чӗре ҫине витӗм кӳме пултарать-и? Сыхӑ тӑмасан, паллах, пултарать. (Ытарӑшсем 4:23 вуласа пар.) Вӑл мӗнле витӗм кӳме пуҫланине, калӑпӑр, лайӑх ҫынсем пек курӑнакан, анчах та Иеговӑна юратман ҫынсем урлӑ витӗм кӳнине час-часах сисместӗн те (Ытарӑшсем 13:21; 1 Коринф 15:33). Тивӗҫсӗр литература, Интернетри порнографи тата чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисен сайчӗсем, сиен кӳрекен вӑйӑ-кулӑсем  тата хаяррӑн тытӑҫса ӑмӑртакан спорт вӑййисем урлӑ ҫав сывлӑша хамӑр ӑша кӗртме пултаратпӑр — чӑннипе каласан, Сатанапа унӑн тӗнчин шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерсе тӑракан кирек кам е мӗн урлӑ та.

10. Ҫак тӗнче сывлӑшне эпир мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратпӑр?

10 Тӗнчен чее сывлӑшне мӗнле хирӗҫ тӑма тата хамӑра Туррӑн юратӑвӗнче мӗнле сыхласа усрама пултаратпӑр? Иегова хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшмашкӑн мӗн парать,  ҫавсемпе пуринпе те туллин усӑ куратпӑр, святой сывлӑш ыйтса кӗлтӑватпӑр пулсан кӑна. Шуйттанран тата вӑл хӑйӗн аллине ярса илнӗ тӗнчерен Иегова чылай вӑйлӑрах (Иаков 4:7). Ҫавӑнпа та Иеговӑна кӗлтуса унпа ҫывӑхланни питӗ кирлӗ!

ҪИ-ПУҪПА ТУМТИР ЕНЧЕН СӐПАЙЛӐ ПУЛ

11. Мӗн тӑхӑнса ҫӳресси ҫине ҫак тӗнче сывлӑшӗ мӗнле витӗм кӳрет?

11 Ҫыннӑн шалти кӑмӑл-туйӑмне унӑн тумтирӗ, ҫи-пуҫӗ тата вӑл тасалӑхпа тирпейлӗх ҫине мӗнле пӑхни кӑтартса парать. Нумай ҫӗршывра пурӑнакансем мӗн тӑхӑнса ҫӳрени пирки путлӗ тесе калама ҫук, ҫавӑнпа та, пӗр тележурналист каланӑ тӑрӑх, кӗҫех проституткӑсем кирек мӗн тӑхӑнсан та ыттисенчен уйрӑлса тӑраймӗҫ. Пӗчӗк хӗрачасем те ҫав мода хыҫҫӑн каяҫҫӗ, ҫавӑн пирки пӗр хаҫатра «нумайтарах ҫара ӳт, сахалтарах сӑпайлӑх» тенӗ. Модӑн тепӗр енӗ — тумтире тирпейсӗр тӑхӑнса ҫӳресси. Ҫавӑн пек ҫи-пуҫра ыттисене ним вырӑнне хуманни тата хӑйсене хӑйсем хисеплеменни курӑнса тӑрать.

12, 13. Тумтирпе ҫи-пуҫ тӗлӗшӗнчен пирӗн мӗнле принципсене тытса тӑмалла?

12 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир лайӑх тӑхӑнса ҫӳресшӗн. Ҫакӑ вӑл тирпейлӗ, таса, килӗшӳллӗ тата кирлӗ ҫӗрте кирлӗ тумтир тӑхӑнмаллине пӗлтерет. Пирӗн ҫи-пуҫра яланах эпир «ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ» пулни курӑнса тӑмалла тата хамӑра «ырӑ ӗҫ туса» капӑрлатмалла. Ҫак лайӑх енсем «Турра юраса пурӑнас» текенсен пурин те — арҫынсен те, хӗрарӑмсен те — пулмалла. Паллах ӗнтӗ, пирӗн тӗп тӗллев — эпир мӗнле тӑхӑнса ҫӳренипе хамӑр ҫине пӑхтарасси мар, хамӑра «Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрасси» (1 Тимофей 2:9, 10; Иуда 21, ҪТ). Эпир «чӗрере куҫа курӑнмасӑр тӑракан пӗтес ҫук илемпе» илемленесшӗн, мӗншӗн тесен «Турӑ умӗнче ҫавӑ хаклӑ» (1 Петр 3:3, 4).

13 Чӑн Турра тӗрӗс пуҫҫапасси ҫине ыттисем мӗнле пӑхни эпир мӗн тӑхӑнса ҫӳренинчен тата пирӗн ҫи-пуҫран килнине те асра тытар. Ҫынсен хӑйсене пӗр-пӗринпе  мӗнле тытмаллине кӑтартас тӗлӗшрен «сӑпайлӑ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ сума сунине, чысланине тата ыттисен туйӑмӗсемпе шухӑшӗсене хисепленине пӗлтерет. Мӗн тӑхӑнас килет, ҫавна тӑхӑнма пирӗн ирӗк пур тесе шутлас вырӑнне ыттисен совеҫне шута илни аванрах пулнӑ пулӗччӗ. Пуринчен ытла эпир «пурне те Турӑ мухтава тухмалла туса» Иеговӑна тата унӑн халӑхне чыс кӳресшӗн тата Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнине кӑтартасшӑн (1 Коринф 4:9; 10:31, ҪС; 2 Коринф 6:3, 4; 7:1).

Хамӑн ҫи-пуҫпа эпӗ Иеговӑна мухтава кӑларатӑп-и?

14. Ҫи-пуҫпа гигиена тӗлӗшӗнчен пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

14 Ырӑ хыпар сарнӑ е христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳренӗ чухне пирӗн тумтирпе ҫи-пуҫ йӗркеллӗ, таса тата тирпейлӗ пулни уйрӑмах кирлӗ. Хӑвӑнтан ыйт: «Манӑн ҫи-пуҫ тата гигиена тӗлӗшӗнчен хама таса мар тытни хам ҫине ытлашши пӑхтармасть-и? Ыттисем ман умра аванмарланса тӑмаҫҫӗ-и? Мӗн маншӑн чи кирли: мӗн тӑхӑнас килет, ҫавна тӑхӑнса ҫӳресси-и е пухура шанса панӑ ӗҫсене туса тӑмашкӑн юрӑхлӑ пуласси-и?» (Псалом 67:7; Филиппӑ 4:5; 1 Петр 5:6.)

15. Мӗншӗн Библире тумтир, ҫи-пуҫ тата гигиена енчен апла е капла тумалла тесе тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса паман?

15 Библире тумтир, ҫи-пуҫ тата гигиена енчен апла е капла тумалла тесе тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса паман. Иегова пирӗн суйласа илмелли ирӗклӗхе чарса тӑрасшӑн мар, вӑл пирӗншӗн пурне те шутласа хурасшӑн та мар. Ун вырӑнне  вӑл пире ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫынсем — Библи принципӗсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрекен тата «ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса ҫитнӗ» ҫынсем — тӑвасшӑн (Еврейсем 5:14). Пуринчен ытла унӑн пире кирек мӗне те ҫывӑх ҫынсене тата Турра юратса тутарас килет. (Марк 12:30, 31 вуласа пар.) Ҫав чикӗрен тухмасӑрах мӗн тӑхӑнас тата мӗнле ҫи-пуҫпа ҫӳрес тӗлӗшрен пирӗн суйласа илме нумай май пур. Ҫакӑ чӑнах та ҫавӑн пек пулнине тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан Иеговӑн халӑхӗ тӗрлӗрен тӑхӑннинчен курма пулать.

АНСАТ ПУРНӐҪПА ПУРӐН

16. Иисус мӗне вӗрентни тӗнче сывлӑшӗнчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑрать тата пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?

16 Тӗнче сывлӑшӗ миллионшар ҫынна илӗртсе улталаса тӑрать те вӗсене телее укҫа-тенкӗре тата япаласем туянассинче шырама хистет. Анчах та Иисус: «Этем пурӑнӑҫӗ унӑн пурлӑхӗ нумаййинчен килмест»,— тенӗ (Лука 12:15).  Ҫынсенчен ютшӑнса пурнӑҫри пур ырӑлӑха та сирсе ямалла тесе каламан Иисус. Ҫапах та, Иисус вӗрентнӗ тӑрӑх, ҫыннӑн чӑннипе телейлӗ пулас тесен «Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланмалла», ансат пурнӑҫпа пурӑнмалла тата хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене мала хумалла (Матфей 5:3, ҪТ; 6:22). Хӑвӑнтан ыйт: «Иисус мӗне вӗрентнине эпӗ чӑннипех ӗненетӗп-и е ман ҫине „ултав ашшӗ“ витӗм кӳрсе тӑрать?» (Иоанн 8:44.) «Манӑн сӑмахсем, тӗллевсем, пурнӑҫ йӗрки тата эпӗ мӗне мала хуни мӗн кӑтартса тӑрать?» (Лука 6:45; 21:34—36; 2 Иоанн 6.)

17. Ансат пурнӑҫпа пурӑнакансем мӗнле усӑ илсе тӑни ҫинчен каласа тух.

17 «Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ»,— тенӗ Иисус (Матфей 11:19). Ансат пурнӑҫпа пурӑнакансем мӗнле усӑ илсе тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха. Турӑ Патшалӑхӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнинче вӗсем чӑн-чӑн канлӗх тупаҫҫӗ (Матфей 11:29, 30). Вӗсем кирлӗ-кирлӗ маршӑн чӑрманса ҫӳремеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен чунӗ те ыратмасть, хуйхи те сахал. (1 Тимофей 6:9, 10 вуласа пар.) Пурӑнма мӗн кирлипе ҫырлахнине пула вӗсен хӑйсен ҫемйи валли те, христиан туссем валли те ытларах вӑхӑт юлать. Вӗсем ҫывӑрасса та лайӑх ҫывӑраҫҫӗ (Екклесиаст 5:11). Парса тӑни, мӗн тума пултарнине пурне те туни вӗсене пысӑк савӑнӑҫ кӳрет (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35). Вӗсен иксӗлми шанчӑк пур, чӗринче те канӑҫ, кӑмӑлӗ те ҫырлахнӑ (Рим 15:13; Матфей 6:31, 32). Ҫак пиллӗхсем калама ҫук паха!

«ТУРРӐН ВӐРҪӐ ХАТӖРӖСЕНЕ ПУРНЕ ТЕ» ТӐХӐНСА ҪӲРЕ

18. Библи пирӗн тӑшмана, унӑн меслечӗсене тата эпир хутшӑнакан ҫапӑҫӑва мӗнле сӑнласа парать?

18 Камсем Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлаҫҫӗ, ҫавсене Турӑ хӳтлӗх парать. Ҫавӑнпа Сатана — христиансене телейсӗр тӑвас, ӗмӗрлӗх пурнӑҫсӑр та хӑварас текен — вӗсене Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма чараймасть (1 Петр 5:8). «Пирӗн ӳтпе те юнпа — ҫынсемпе — кӗрешмелле мар, пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери  усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле» (Эфес 6:12). «Кӗрешмелле» текен сӑмах хӳтлӗхе пытанса ларса пӗр-пӗринчен аякра тӑрса ҫапӑҫнине мар, хире-хирӗҫ тӑрса пӗр-пӗринпе алӑ вӗҫҫӗн кӗрешнине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех «пуҫлӑхсем», «хӑватсем» текен сӑмахсем усал сывлӑшсем ҫапӑҫӑва ҫирӗп тӗллев тытса, лайӑх йӗркеленсе тухнине кӑтартса тӑраҫҫӗ.

19. Турӑ христианина панӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсем шутне мӗн-мӗн кӗнине каласа тух.

19 Вӑй ҫитменнине тата пурне те тума пултарайманнине пӑхмасӑрах эпир ҫӗнтерме пултаратпӑр. Мӗнле майпа? «Туррӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене пурне те» илнипе (Эфес 6:13, ҪС). Ҫав хатӗрсем пирки Эфес 6:14—18 сӑвӑ йӗркисенче ак ҫапла ҫырса панӑ: «Хатӗрленӗр, пилӗкӗре чӑнлӑх ҫыхӑр, тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне тӑхӑнӑр, канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн урӑра сырса хатӗр тӑрӑр; кирек хӑҫан ӗненӗвӗн хулканне тытса тӑрӑр; унпа эсир шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме пултарӑр; тата ҫӑлӑнӑҫӑн калпакне, Сывлӑш паракан хӗҫе — Турӑ Сӑмахне — илӗр. Кирек хӑш вӑхӑтра та эсир, хӑвӑра Сывлӑш хистенӗ пек, тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтӑвӑр».

20. Пирӗн лару-тӑру ахаль салтакӑннинчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑрать?

20 Турӑ панӑ пирки ҫав сӑнарлӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсем пире хӳтӗлӗҫ, анчах пирӗн вӗсене яланах тӑхӑнса ҫӳремелле. Ахаль салтаксене илес пулсан, вӗсем вӑрҫӑ пыман чухне нумай вӑхӑт хушши нимле ҫапӑҫӑва та хутшӑнмаҫҫӗ, анчах христиансем пурнӑҫпа вилӗм ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫапӑҫура пӗр вӗҫӗмсӗр кӗрешеҫҫӗ. Ҫав кӗрешӳ вара Сатанан тӗнчине пӗтериччен те, усал сывлӑшсене тӗпсӗр вырӑна пӑрахиччен те чарӑнмасть (Ӳлӗмхине 12:17; 20:1—3). Ҫавӑнпа та эсӗ хӑвӑн ҫитменлӗхӳсемпе е тӗрӗс мар тӑвасси патне туртнипе кӗрешетӗн пулсан, ан парӑн, мӗншӗн тесен Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесе пирӗн пурин те хамӑра тытса «чарса» тӑма тивет (1 Коринф 9:27). Тӗрӗссипе каласан, эпир кӗрешме пӑрахрӑмӑр пулсан — вӑт ҫавӑн чухне пирӗн пӑшӑрханмалла!

21. Ҫав ҫапӑҫура эпир мӗнле ҫӗнтерме пултаратпӑр?

 21 Унсӑр пуҫне, ҫав кӗрешӳре хамӑр вӑйпа кӑна ҫӗнтерейместпӗр. Ҫавӑнпа та Павел пире Иеговӑна «тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтума» кирлине аса илтерет. Ҫав вӑхӑтрах, Иеговӑна итлесе тӑрас тесен пирӗн унӑн Сӑмахне вӗренсе пымалла тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе яланах хутшӑнса пурӑнмалла, мӗншӗн тесен эпир ҫав кӗрешӳре пӗччен мар! (Филимон 2; Еврейсем 10:24, 25.) Маларах мӗн каланисене ҫирӗп тытса тӑракансем ҫеҫ ҫӗнтерӗҫ. Ҫакна тӑвас тесен, кирлӗ пулсан, хамӑр ӗненӗве хытӑ хӳтӗлемелле.

ХӐВӐН ӖНЕНӖВЕ ХӲТӖЛЕМЕ ХАТӖР ПУЛ

22, 23. а) Мӗншӗн пирӗн хамӑр ӗненӗве хӳтӗлеме яланах хатӗр пулмалла тата пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла? ӑ) Тепӗр сыпӑкра эпир мӗн ҫинчен пӑхса тухӑпӑр?

22 «Эсир — тӗнченӗн мар...— тенӗ Иисус,— тӗнче сире ҫавӑнпа кураймасть» (Иоанн 15:19). Ҫавӑнпа та христиансен хӑйсен ӗненӗвне хӳтӗлеме яланах хатӗр пулмалла, ҫакна вара вӗсен ӑшшӑн, е хисеплӗн, тата йӑвашшӑн тумалла. (1 Петр 3:15 вуласа пар.) Хӑвӑнтан ыйт: «Иегова Свидетелӗсем тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсемпе хӑш-пӗр чухне мӗншӗн килӗшменнине ӑнланатӑп-и эпӗ? Манӑн та ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, Библи тата шанчӑклӑ та ӑслӑ чура чӑннине калать тесе хытӑ ӗненетӗп-и? (Матфей 24:45; Иоанн 17:17.) Иегова куҫӗ умӗнче мӗн тӗрӗс, ҫавна тумалла чухне эпӗ ыттисенчен уйӑрӑлса тӑма кӑна мар, ҫавӑн пек уйрӑлса тӑнине пысӑк чыс тесе йышӑнма хатӗр-и?» (Псалом 33:3; Матфей 10:32, 33.)

23 Тӗнчерен уйрӑм тӑма пирӗн кӑмӑл пуррипе ҫуккине питӗ чее меслетсемпе тӗрӗслеҫҫӗ. Маларах каланӑччӗ ӗнтӗ, Иеговӑн ӗҫлекенӗсене Шуйттан хӑйӗн тӗнчи майлӑ илӗртсе ҫавӑрас тесе ҫак тӗнчери вӑйӑ-кулӑсемпе усӑ курать. Совеҫе вараламасӑр кӑмӑла уҫӑлтаракан вӑйӑ-кулӑна эпир мӗнле суйласа илме пултаратпӑр? Ҫакӑн ҫинчен тепӗр сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.

^ 3 абз. Пирӗн эрӑри 33 ҫулта Аллӑмӗш кунхи уяв вӑхӑтӗнче Христос хӑйӗн ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсен пухӑвӗн Патши пулса тӑнӑ (Колоссӑ 1:13, 14). Христос 1914 ҫулта «тӗнчери патшалӑхӑн» Патши пулма власть илнӗ. Ҫавӑнпа та святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем Мессианла Патшалӑх ячӗпе янӑ посолсем пулса ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (Ӳлӗмхине 11:15).

^ 8 абз. Иегова Свидетелӗсем вырӑс чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ «Рассуждение с помощью Писаний» ятлӑ кӗнекери 135—139 страницӑсене пӑх.

^ 65 абз. Хыҫсӑмаха пӑх, 212—215 страницӑсем.