Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 8-МӖШ СЫПӐК

Турӑ таса ҫынсене юратать

Турӑ таса ҫынсене юратать

«Таса ҫыншӑн таса пулатӑн» (ПСАЛОМ 17:27).

1—3. а) Мӗншӗн амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗ таса та тирпейлӗ тумтир тӑхӑннине тӗрӗслет? ӑ) Мӗншӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем таса пулччӑр тет тата мӗн пире таса пулма хавхалантарать?

АМӐШӖ хӑйӗн пӗчӗк ачине уҫӑлма илсе тухма пуҫтарать. Вӑл ача ҫӑвӑннине, таса та тирпейлӗ тумтир тӑхӑннине тӗрӗслет. Гигиенӑна тытса тӑни ача сывлӑхӗшӗн усӑллӑ пулнине вӑл пӗлет. Тата вӑл ҫакна ӑнланать: ачан ҫи-пуҫне кура ашшӗ-амӑшне хак параҫҫӗ.

2 Иегова, пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, хӑйӗн ӗҫлекенӗсем таса пулччӑр тет. Библире Турӑ ҫинчен каланӑ: «[Эсӗ] таса ҫыншӑн таса пулатӑн» (Псалом 17:27) *. Иегова пире юратать; тасалӑха тытса тӑни пире нумай усӑ панине вӑл пӗлет.  Унӑн Свидетелӗсем пулнӑ май, пире кура ытти ҫынсем ун пирки лайӑх шутлама пуҫласса вӑл кӗтет. Тӗрӗссипе вара, пирӗн таса ҫи-пуҫ тата хамӑра лайӑх тытни Иеговӑна тата унӑн сӑваплӑ ятне намӑса мар, мухтава кӑларать (Иезекииль 36:22; 1 Петр 2:12 вуласа пар).

3 Турӑ таса ҫынсене юратнине пӗлни пире таса пулма хавхалантарать. Эпир ӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа та пурнӑҫра кирек мӗн тусан та ӑна чыс кӳресшӗн. Эпир унӑн юратӑвӗнче те тӑрса юласшӑн. Мӗншӗн пирӗн таса пулмаллине, таса пулмалла тени мӗне пӗлтернине тата таса пулас тесен эпир мӗн тума пултарнине пӑхса тухар. Ҫавӑн пек тӗрӗслени пире хӑш енчен улшӑнусем тумаллине курма пулӑшӗ.

МӖНШӖН ПИРӖН ТАСА ПУЛМАЛЛА?

4, 5. а) Мӗнле тӗп сӑлтава пула пирӗн таса пулмалла? ӑ) Иегова тасалӑха юратни хӑй пултарнӑ куҫа курӑнакан япаласенче мӗнле палӑрса тӑрать?

4 Иегова пире тӗслӗх кӑтартса ертсе пырать. Ҫавӑнпа та унӑн Сӑмахӗнче ҫапла чӗнсе каланӑ: «Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр» (Эфес 5:1). Мӗншӗн пирӗн таса пулмаллине кӑтартакан тӗп сӑлтав — Иегова, эпир пуҫҫапакан Турӑ, пур тӗлӗшрен те таса тата сӑваплӑ. (Левит 11:44, 45 вуласа пар.)

5 Иегова тасалӑха юратни, ҫавӑн пекех унӑн лайӑх енӗсемпе ӗҫӗсем хӑй пултарнӑ куҫа курӑнакан япаласенче палӑрса тӑрать (Рим 1:20). Вӑл шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫӗр — ҫынсемшӗн таса кил-ҫурт пулмалла пулнӑ. Сывлӑшпа шыва тасатса тӑмашкӑн Иегова ҫутҫанталӑкри пулӑмсем вӗҫӗмсӗр ҫаврӑнса тӑрассине йӗркелесе янӑ. Хӑш-пӗр микробсем, санитарсем пекех, каяшсенчен сиенсӗр япаласем туса хураҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсен эгоизмне тата ҫӑткӑнлӑхне пула ҫӗре нефть тӑкса тата ытти тасамарлӑхпа варалаҫҫӗ, ученӑйсем вара ҫавсене тасатас тесе ҫав тӑрана пӗлмен микроорганизмсенчен хӑш-пӗрисемпе усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗре Пултараканшӑн тасалӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни уҫҫӑн курӑнса тӑрать (Иеремия 10:12). Пирӗн те тасалӑх ҫине ҫавӑн пек пӑхмалла.

6, 7. Турра пуҫҫапса пурӑнас текенсен таса пулмаллине Моисей саккунӗнче мӗнле палӑртнӑ?

 6 Мӗншӗн таса пулмаллине кӑтартакан тепӗр сӑлтавӗ вара — Иегова, пирӗн Аслӑ Патша, хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен таса пулма ыйтать. Иегова Израиле панӑ Саккун тӑрӑх, тасалӑхпа Турра пуҫҫапса пурӑнасси пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнӑ. Саккунра тасалмалли кун ҫинчен каланӑ чухне, аслӑ священникӑн пӗр хутчен мар, икӗ хутчен ҫӑвӑнмалла тесе ятарласа каланӑ (Левит 16:4, 23, 24). Хӑйсен тивӗҫне туса тӑракан священниксен парне кӳрес умӗн аллисемпе урисене ҫумалла пулнӑ (Тухни 30:17—21; 2 Ҫулсеренхи 4:6). Саккунра каланӑ тӑрӑх, пӗр 70 сӑлтава пула ҫын ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен тата пуҫҫапас тӗлӗшрен таса мар пулса тӑма пултарнӑ. Израиль ҫынни хӑйӗн тасамарлӑхӗнчен тасалмасан, Турра пуҫҫапнинче хутшӑнма пултарайман, хӑш-пӗр чухне ӑна ҫакӑншӑн вӗлерме те пултарнӑ (Левит 15:31). Кам та пулин Саккун хунӑ йӗрке тӑрӑх тасалма килӗшмесен, сӑмахран, вӑл хӑй ҫӑвӑнмасан тата тумтирне ҫумасан, ӑна «халӑх хушшинчен пӗтермелле» пулнӑ (Йыша шутлани 19:17—20).

7 Эпир Моисей саккунне тытса тӑмастпӑр пулин те, ҫав саккун пире Иегова тӗрлӗ ыйту ҫине мӗнле пӑхнине пӗлме пулӑшать. Турра пуҫҫапса пурӑнас текенсен таса пулмаллине Саккун уҫҫӑн палӑртнӑ. Иегова улшӑнмасть (Малахия 3:6). Эпир «таса, пӗр айӑпсӑр» пуҫҫапса пурӑнни кӑна Турра юрӑхлӑ (Иаков 1:27). Ҫавӑнпа та вӑл пирӗнтен ҫав тӗлӗшрен мӗн кӗтнине пирӗн пӗлмелле.

ТУРӐ УМӖНЧЕ ТАСА ПУЛАССИ — МӖН ВӐЛ?

8. Иегова пирӗнтен хӑш-хӑш енчен таса пуласса кӗтет?

8 Библире таса тесе калани вӑл — ӳт-пӳпе хамӑр япаласем таса пулнине кӑна пӗлтермест. Турӑ куҫӗ умӗнче таса пулас тесен пурнӑҫра пур тӗлӗшрен те таса пулмалла. Иегова пирӗнтен тӑватӑ енчен: Турра пуҫҫапнӑ чухне, мораль тӗлӗшӗнчен, шухӑшсемпе тата ӳт-пӳпе — таса пулассине кӗтет. Айтӑр вӗсенчен кашнине уйрӑммӑн пӑхса тухар.

9, 10. Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен таса пулни мӗн вӑл тата чӑн христиансем мӗнрен пӑрӑнаҫҫӗ?

 9 Турра пуҫҫапнӑ чухнехи тасалӑх. Кӗскен каласан, Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен таса пулни вӑл — суя тӗнпе чӑн тӗне пӗр-пӗринпе хутӑштарманни. Вавилонран Иерусалима таврӑннӑ чухне Израиль ҫыннисен Турӑ вӗсене: «Тухӑр унтан; таса маррине ан тӗкӗнӗр... хӑвӑра тасатӑр»,— тесе чӗнсе каланине итлемелле пулнӑ (Исаия 52:11). Израиль ҫыннисем тӑван ҫӗршывне, тӗпрен илсен, Иеговӑна пуҫҫапассине пуҫарса яма таврӑннӑ. Вӗсен пуҫҫапни таса пулмалла пулнӑ, урӑхла каласан, Вавилон тӗнӗн вӗрентӗвӗсемпе, ӗҫӗсемпе тата йӑлисемпе вараланмалла пулман.

10 Паян пирӗн, чӑн христиансем пулнӑ май, суя пуҫҫапассипе хамӑра вараламалла мар. (1 Коринф 10:21 вуласа пар.) Ҫав енчен пирӗн питӗ асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен суя тӗн пур ҫӗрте те витӗм кӳрсе тӑрать. Нумай ҫӗршывра тӗрлӗ йӑла-йӗркесемпе ӗҫсем суя тӗнӗн вӗрентӗвӗсемпе ҫыхӑннӑ, сӑмахран, ҫын вилсен те ун ӑшӗнче темскер вилмест, пурӑнать тесе вӗрентни (Екклесиаст 9:5, 6, 10). Чӑн христиансем суя тӗн ӗненӗвӗсемпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесенчен пӑрӑнаҫҫӗ *. Ыттисем пире хӗссе тӑрсан та, эпир Турра тасалӑхпа пуҫҫапса пурӑнмалли Библи йӗркисене пӑсмӑпӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 5:29).

11. Мораль тӗлӗшӗнчен таса пулни тени мӗне пӗлтерет тата мӗншӗн пире ҫав енчен таса пулни питӗ кирлӗ?

11 Мораль тӗлӗшӗнчен таса пулни. Мораль тӗлӗшӗнчен таса пулас тесен, тӗрлӗ аскӑн ӗҫрен пӑрӑнмалла. (Эфес 5:5 вуласа пар.) Мораль тӗлӗшӗнчен таса пулни пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, пирӗн «аскӑнлӑхран» тармаллине тепӗр сыпӑка пӑхса тухсан пӗлӗпӗр. Аскӑн ӗҫ тӑвакансем ӳкӗнмесен «Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (1 Коринф 6:9, 10, 18). Ҫавӑн пеккисем, Турӑ шутланӑ тӑрӑх, «ирсӗррисем» шутне кӗреҫҫӗ. Вӗсем  мораль тӗлӗшӗнчен тасалмасан, вӗсен тӳпи — «иккӗмӗш вилӗм» (Ӳлӗмхине 21:8).

12, 13. Шухӑшсемпе ӗҫсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ тата шухӑшсем таса пулччӑр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр?

12 Шухӑшсен тасалӑхӗ. Пӗр-пӗр ӗҫ тӑвас умӗн эпир малтан ун ҫинчен шухӑшлатпӑр. Тӗрӗс мар шухӑшсене хамӑр ӑстӑнра тата чӗрере тымар яма паратпӑр пулсан, ҫийӗнчех е каярахпа таса мар ӗҫсем тӑватпӑрах (Матфей 5:28; 15:18—20). Анчах пирӗн шухӑшсем таса пулсан, хамӑра та таса тытма ҫӑмӑлтарах пулӗ. (Филиппӑ 4:8 вуласа пар.) Шухӑшсем таса пулччӑр тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн шухӑшсене ирсӗрлетме пултаракан пур вӑйӑ-кулӑран та пӑрӑнмалла *. Иккӗмӗшӗнчен, кашни кун Турӑ Сӑмахне вӗреннипе хамӑр ӑстӑна таса шухӑшсемпе тултарма пултаратпӑр (Псалом 18:9, 10).

13 Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, Турра пуҫҫапас, мораль тата шухӑшсем тӗлӗшӗнчен таса пулни питӗ кирлӗ. Ҫав енчен таса пуласси ҫинчен ҫак кӗнекен ытти сыпӑкӗсенче нумайрах сӳтсе явнӑ. Халӗ вара тасалӑхӑн тӑваттӑмӗш енне пӑхса тухар — ӳт-пӳпе хамӑр япаласен тасалӑхне.

ӲТ-ПӲПЕ ХАМӐР ЯПАЛАСЕНЕ ТАСА МӖНЛЕ ТЫТМА ПУЛТАРАТПӐР?

14. Хамӑра тата хамӑр япаласене таса тытасси вӑл мӗн тӑвас килнине тумаллине пӗлтерет-и?

14 Тасалӑх шутне хамӑра та, хамӑр кил-ҫурта та таса тытни кӗрет. Тасалӑха тытса тӑрас тӗлӗшрен кашнин хӑй мӗн тӑвас тенине тумалла-и е хамӑнне хам пӗлетӗп темелле-и? Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ун пек шухӑшламаҫҫӗ. Малтанах каланӑччӗ ӗнтӗ, хамӑра усӑ панӑшӑн кӑна мар Иегова пире таса пулма ыйтать, ҫакӑ ӑна хӑйне те пырса тивет. Ҫак сыпӑк пуҫламӑшӗнче илсе панӑ тӗслӗхе аса ил-ха. Тирпейсӗр, таса мар ача ҫине пӑхнӑ май ирӗксӗрех унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен шухӑшлама пуҫлатӑн, ҫапла мар-и? Эпир хамӑр ҫи-пуҫпа  тата хамӑра мӗнле тытнипе хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре намӑс кӑтартасшӑн мар е пӗлтерсе ҫӳрекен хыпара итлеме чӑрмантарасшӑн мар. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Ӗҫӗмӗре хурламалла ан пултӑр тесе, эпир никама та нихӑҫан та такӑнмалла тумастпӑр. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр» (2 Коринф 6:3, 4). Хамӑра тата хамӑр япаласене таса мӗнле тытса тӑмалла?

15, 16. Мӗнле йӑласем пурри питӗ лайӑх тата пирӗн мӗнле тумтир тӑхӑнса ҫӳремелле?

15 Харпӑр хӑй гигиени тата ҫи-пуҫ. Кашни ҫӗршыв пӗр-пӗринчен культурӑпа тата пурнӑҫ шайӗпе уйрӑлса тӑрать пулин те, эпир кунсерен ҫӑвӑнмашкӑн, хамӑра тата хамӑр ачасене таса тытмашкӑн супӑньпе шыв ҫителӗклӗ тупма пултаратпӑр. Апат ҫиес е хатӗрлес умӗн, туалета кайса килнӗ хыҫҫӑн тата ачана ҫуса пиеленӗ хыҫҫӑн алла супӑньпе ҫӑвас йӑла пурри питӗ лайӑх. Алла супӑньпе ҫуни пире  чирсенчен те, пурнӑҫа та сыхлать. Ҫакӑ хӑрушӑ вируссемпе бактерисене сарӑлма памасть, ҫапла вара ҫынсене диарея чирӗпе чирлессинчен хӑтарать. Кил-ҫуртсене канализаци кӗртмен ҫӗршывсенче каяшсене, авалхи Израильти пекех, тен, ҫӗр айне чавса хума пулать (Саккуна астутарни 23:12, 13).

16 Тирпейлӗ те таса пулас тесен хамӑр тумтире яланах ҫуса тӑмалла. Христианин хаклӑ йышши е юлашки модӑпа ҫӗленӗ тумтир тӑхӑнса ҫӳремесен те унӑн тумтирӗ тирпейлӗ, таса тата сӑпайлӑ пулмалла. (1 Тимофей 2:9, 10 вуласа пар.) Кирек ӑҫта пулсан та, эпир хамӑр ҫи-пуҫпа «Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине... илем кӳрсе» тӑрасшӑн (Тит 2:10).

17. Мӗншӗн пирӗн кил-ҫуртпа кил хушши тирпейлӗ те таса пулмалла?

17 Пирӗн кил-ҫуртпа кил хушши. Пирӗн кил-ҫурт чаплӑ та капӑр пулмасан та пултарать, анчах май ҫитнӗ таран ӑна тирпейлӗ те таса тытса тӑмалла. Ҫавӑн пекех эпир пухӑва е ырӑ хыпар калама машинӑпа кайрӑмӑр пулсан, ӑна кирлӗ таран шалтан та, тултан та таса тытмалла. Ҫакна манса каяр мар: кил-ҫуртпа кил хушши таса пулни ним каламасӑрах хамӑр Турӑ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать. Иегова — таса Турӑ, вӑл «ҫӗре пӗтерекенсене» пӗтерет тата кӗҫех унӑн Патшалӑхӗ ертсе пынипе ҫӗр рай пулса тӑрать тесе эпир ҫынсене вӗрентетпӗр (Ӳлӗмхине 11:18; Лука 23:43). Паллах ӗнтӗ, хамӑр кил-ҫурта тата пурлӑха мӗнле пӑхса усрани пирӗн тасалӑха тытса тӑрас йӑла пуррине ыттисене паянах кӑтартса тӑрать, ҫакӑ вара пулас ҫӗнӗ тӗнчере те кирлӗ пулать.

Тасалӑх шутне хамӑр ӳт-пӳпе япаласене таса тытни кӗрет

18. Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Тӗлпулусене ирттермелли вырӑнсем. Иеговӑна юратни пире Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене хисеплесе тӑма хавхалантарать, мӗншӗн тесен хамӑр патӑмӑрти ҫав залсем — Турра пуҫҫапмалли тӗп вырӑнсем. Ҫынсем пирӗн зала пӗрремӗш хут пырсан, эпир вӗсен пирӗн зал пирки лайӑх шухӑшсем юлччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. Зал яланах тирпейлӗ пултӑр тесен, ӑна куллен тасатса тата пӑхса-юсаса тӑмалла. Эпир  Турӑ Патшалӑхӗн залне хисепленине ӑна тирпейлӗ тытса усрас тесе май ҫитнӗ таран пурне те туса тӑнипе кӑтартатпӑр. Хамӑр зала тасатас, юсас тесе вӑхӑт уйӑрни пирӗншӗн пысӑк чыс (2 Ҫулсеренхи 34:10). Конгресс залӗсенче тата конгрессем ирттерекен ытти вырӑнсенче тӗл пулнӑ чухне те ҫав принципсемпех усӑ курмалла.

ИРСӖР ЙӐЛАСЕМПЕ ӖҪСЕНЧЕН ПӐРӐНАТПӐР

19. Таса пулас тесен, пирӗн мӗнрен пӑрӑнмалла тата Библи пире ҫав енчен мӗнле пулӑшать?

19 Хамӑра таса тытас тесен, ирсӗр йӑласемпе ӗҫсенчен пӑрӑнмалла, сӑмахран: чӗлӗм туртмалла мар, ӗҫкӗпе иртӗхмелле мар тата сипленес тесе мар, киленес тесе пуҫа минретме пултаракан препаратсене ӑша яма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ҫав препаратсене ҫынсем хӑнӑхаҫҫӗ те вара вӗсемсӗр пурӑнма пултараймаҫҫӗ. Паян анлӑ сарӑлнӑ кашни таса мар, ирсӗр йӑлапа ӗҫ ҫинчен Библире ятарласа каласа тухман, анчах та унти принципсене пула эпир Иегова ҫав йӑласемпе ӗҫсем ҫинчен мӗн шутланине пӗлме пултаратпӑр. Эпир Иегова ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхнине пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та ӑна юратни пире вӑл ырлакан ҫулпа пыма хистесе тӑрать. Айтӑр Библири пилӗк принципа пӑхса тухар.

20, 21. Иегова пире мӗнле ӗҫсенчен пӑрӑнтарасшӑн тата мӗнле витӗмлӗ сӑлтав ҫинчен пирӗн асра тытмалла?

20 «Эй савнӑ тӑванӑмсем, хамӑра ҫавӑн пек пама пулнине [«сӑмах панине», ҪТ] пӗле тӑркач, Турӑран хӑраса, ырӑ ӗҫсем туса, ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар» (2 Коринф 7:1). Пире Иегова ӳте ирсӗрлетекен тата пирӗн шухӑш-кӑмӑл ҫине япӑх витӗм кӳрекен ӗҫсен чури тӑвасшӑн мар. Ҫавӑнпа та пирӗн ӑстӑна тата сывлӑха сиен кӳме пултаракан ӗҫсене хамӑра ярса илме памалла мар.

21 Мӗншӗн пирӗн «пур тӗрлӗ ирсӗрлӗх[рен] хамӑра хамӑр тасатма» кирлине кӑтартмашкӑн Библире витӗмлӗ сӑлтав илсе панӑ. Ҫакна асӑрха: 2 Коринф 7:1-мӗш сӑвӑ йӗрки ак ҫапла пуҫланать: «Хамӑра ҫавӑн пек пама пулнине [«сӑмах панине», ҪТ] пӗле тӑркач». Мӗн ҫинчен сӑмах  панӑ? Маларах ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисенче Иегова ҫакӑн пек сӑмах парать: «Эпӗ вара йышӑнӑп сире... Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулӑп» (2 Коринф 6:17, 18). Шухӑшласа пӑх кӑна: Иегова сана хӳтӗлеме, саншӑн тӑрӑшма тата сана, ашшӗ хӑйӗн ывӑлне е хӗрне юратнӑ пек, юратма сӑмах парать. Анчах эсӗ ӳте тата шухӑшсене мӗн ирсӗрлетет, ҫавсенчен тасалсан кӑна Иегова хӑй сӑмах панине пурнӑҫлӗ. Ирсӗр йӑласемпе ӗҫсене пула Иеговӑпа пирӗн хушӑри хаклӑ та ҫывӑх хутшӑнусене аркатни калама ҫук ӑссӑр пулнӑ пулӗччӗ!

22—25. Библири мӗнле принципсем пире таса мар йӑласемпе ӗҫсенчен пӑрӑнма пулӑшаҫҫӗ?

22 «Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат» (Матфей 22:37). Иисус ҫак ӳкӗт пирки чӑн аслӑ, е чи кирлӗ, ӳкӗт тенӗ (Матфей 22:38). Иегова ҫавӑн пек юратӑва тивӗҫлӗ. Ӑна пӗтӗм чӗрепе, чунпа тата ӑспа юратас тесен, пирӗн хамӑр пурнӑҫа кӗскетме тата Турӑ панӑ ӑстӑн пултарулӑхне пӗтерме пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнмалла.

23 «Вӑл [Иегова] Хӑй пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать» (Апостолсен ӗҫӗсем 17:24, 25). Пурнӑҫ — Турӑ панӑ парне. Эпир Пурнӑҫ Паракана юрататпӑр, ҫавӑнпа вӑл панӑ парнене хисепленине кӑтартасшӑн. Сывлӑха сиен кӳрекен кирек мӗнле йӑласемпе ӗҫсенчен эпир пӑрӑнатпӑр, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек ӗҫсем пурнӑҫа — Турӑ панӑ парнене — пачах хисеплеменнине кӑтартса панине эпир ӑнланатпӑр (Псалом 35:10).

24 «Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» (Матфей 22:39). Таса мар йӑласемпе ӗҫсем ҫавна тӑвакан ҫын ҫине кӑна мар, час-часах ыттисем ҫине те витӗм кӳреҫҫӗ. Сӑмахран, чӗлӗм туртакан ҫын хӑйне кӑна мар, ыттисен сывлӑхне те сиен кӳрет. Ыттисене сиен кӳрекен ҫын ҫывӑх ҫынна юратма хушакан Туррӑн ӳкӗтне пӑсать. Ҫавӑнпа та вӑл Турра юрататӑп тесе тем пек каласан та ҫакна тӗрӗс тесе калаймӑн (1 Иоанн 4:20, 21).

25 «Пуҫлӑхсене итлесе-пӑхӑнса тӑччӑр» (Тит 3:1). Нумай ҫӗршывра хӑш-пӗр наркотиксене усрасси тата ӑша ярасси закона хирӗҫлекен ӗҫ шутланать. Ҫавӑнпа та чӑн  христиансем наркотиксене усраса, ӑша ярса закона пӑсмаҫҫӗ (Рим 13:1).

26. а) Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Мӗншӗн Турӑ куҫӗ умӗнче таса пулни пирки чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ теме пулать?

26 Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен пирӗн хӑш-пӗр чухне кӑна мар, яланах пур енчен те таса пулмалла. Ирсӗр йӑласемпе ӗҫсенчен хӑтӑлма ҫӑмӑлах мар пулин те, эпир тасалма пултаратпӑрах *. Чӑннипе вара, ҫакӑ чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ, мӗншӗн тесен Иегова пире усӑллине кӑна вӗрентет. (Исаия 48:17 вуласа пар.) Чи пахи вара вӑл — хамӑра таса тытнине кура ыттисем пирӗн юратнӑ Турӑ ҫинчен лайӑххине калаҫнине пӗлни кӑмӑла ҫырлахтарать, ҫапла вара эпир унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пултарӑпӑр.

^ 2 абз. «Таса» тесе куҫарнӑ сӑмах хӑш-пӗр чухне ӳт-пӳпе хамӑр япаласен тасалӑхне пӗлтерет, анчах та ытларах чухне ҫак сӑмах мораль тӗлӗшӗнчен тата Турра пуҫҫапнӑ чухне таса пулнине пӗлтерет.

^ 10 абз. Чӑн христиансем мӗнле уявсемпе йӑла-йӗркесене сирсе янине пӗлмешкӗн ҫак кӗнекен 13-мӗш сыпӑкне пӑх.

^ 26 абз. Рамкӑсене пӑх: «Эпӗ тӗрӗс тума тӑрӑшатӑп-и?», 94-мӗш страница тата «Турӑ пурне те пултарать», ҫӳлте илсе панӑ.

^ 67 абз. Ятне улӑштарнӑ.