Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 1-МӖШ СЫПӐК

Турра юратни — мӗн вӑл?

Турра юратни — мӗн вӑл?

«Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» (1 ИОАНН 5:3).

1, 2. Мӗншӗн эсӗ Иегова Турра юрататӑн?

ЭСӖ Турра юрататӑн-и? Хӑвна Иегова Турра халалларӑн пулсан, эсӗ, паллах, хавассӑн: «Ҫапла!» — тесе калӑн. Иеговӑна юратса пурӑнма йывӑр мар, мӗншӗн тесен эпир Ӑна вӑл пире юратнӑран юрататпӑр. Библире ҫакӑн пирки ак ҫапла каланӑ: «Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр» (1 Иоанн 4:19).

2 Эпир мар, Иегова пире чи малтан юратма пуҫланӑ. Вӑл пире илемлӗ ҫурт, Ҫӗр, туса панӑ. Вӑл пире апат-ҫимӗҫпе тата пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать (Матфей 5:43—48). Пуринчен ытла вӑл пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма мӗн кирлипе ҫырлахтарать. Пирӗн унӑн Сӑмахӗ, Библи, пур. Ҫитменнине тата вӑл пире хӑйне кӗлтума чӗнет, ҫавӑн пекех пирӗн кӗлӗсене илтетӗп те пулӑшма святой сывлӑш паратӑп тесе сӑмах парать (Псалом 64:3; Лука 11:13). Кусемсӗр пуҫне вӑл хӑйӗн чи юратнӑ Ывӑлне пире тӳлесе илме тата ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма янӑ. Мӗн тери вӑйлӑ юратать пире Иегова! (Иоанн 3:16; Рим 5:8 вуласа пар.)

3. а) Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен пирӗн кашнин мӗн тумалла? ӑ) Пирӗн мӗнле питӗ кирлӗ ыйтӑва пӑхса тухмалла тата ҫав ыйтӑвӑн хуравне ӑҫта тупма пулать?

3 Хӑйӗн юратӑвӗ пире ӗмӗр-ӗмӗрӗпе усӑ парса тӑтӑр тет Иегова. Анчах та усӑ пулать-и е ҫук, пурте пирӗнтен килет. Турӑ Сӑмахӗ чӗнсе калать: «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ  патне илсе пыракан [шанчӑкпа]... хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» (Иуда 21, ҪТ). «Хӑвӑра... сыхласа усрӑр» тени Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен пирӗн кашнин вӑй хумаллине пӗлтерет. Унӑн юратӑвне хакланине пирӗн уҫҫӑн кӑтартмалла. Апла пулсан, пирӗн питӗ кирлӗ ыйтӑва пӑхса тухмалла: «Турра юратнине эпӗ мӗнле кӑтартма пултаратӑп?» Ҫак ыйтӑвӑн хуравне Иоанн апостол сӑмахӗсенче тупма пулать, вӑл Турӑ пӗлтернипе ҫапла ҫырнӑ: «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» (1 Иоанн 5:3). Ҫак сӑмахсен пӗлтерӗшне лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, мӗншӗн тесен эпир хамӑрӑн Туррӑмӑра ӑна ҫав тери юратнине кӑтартасшӑн.

 ТУРРА ЮРАТНИ — МӖН ВӐЛ?

4, 5. Хӑвӑн чӗрӳнте Иеговӑна юратасси мӗнле ӳсме пуҫлани ҫинчен каласа пар.

4 Иоанн апостол «Ӑна [Турра] юратни» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? Ҫак сӑмахсем Турӑ патне пирӗн тарӑн туйӑмсем пуррине кӑтартса параҫҫӗ. Санӑн чӗрӳнте Иеговӑна юратасси ӳсме пуҫланӑ вӑхӑта аса илме пултаратӑн-и эсӗ?

Хӑвна Турра халаллани тата шыва кӗни — Иеговӑна чун-чӗререн итлесе пурӑнассипе палӑрса тӑракан пурнӑҫӑн пуҫламӑшӗ

5 Иеговӑна пӗлме, вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлӳ илме тата Турра ӗненме пуҫланӑ вӑхӑта аса ил-ха. Эсӗ ҫуралсанах ҫылӑхлӑ, Турӑран ютшӑннӑ ҫын пулнине пӗлетӗн. Анчах Иегова Христос урлӑ сана Адам ҫухатнӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа тавӑрса пама тата ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнма май уҫса панине эсӗ ӑнланма пуҫларӑн (Матфей 20:28; Рим 5:12, 18). Иегова хӑйӗн чи юратнӑ Ывӑлне саншӑн вилме яни мӗн тери пысӑк парне пулнине те пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пытӑн. Ҫаксем пурте санӑн чӗрӳне витерчӗҫ, вара эсӗ хӑвна ҫав тери юратакан Турра юратма пуҫларӑн. (1 Иоанн 4:9, 10 вуласа пар.)

6. Чӑн-чӑн юратӑва мӗнле кӑтартатпӑр тата Турра юратни сана мӗн тума хавхалантарчӗ?

6 Анчах ҫав туйӑм Иеговӑна чун-чӗререн юратассин пуҫламӑшӗ кӑна пулнӑ. Вӗт юрату вӑл — туйӑм ҫеҫ мар. Турра чун-чӗререн юратас тесен: «Эпӗ Иеговӑна юрататӑп»,— тесе калани ҫителӗксӗр. Чӑн-чӑн юрату вӑл, ӗненӳ пекех, ӗҫсенче курӑнса тӑрать (Иаков 2:26). Эпир хамӑр юратӑва юратакан ҫынсен кӑмӑлне каякан ӗҫсем тунипе кӑтартатпӑр. Чӑнах та, Иеговӑна пӗтӗм чӗрӳпе юратнӑран эсӗ хӑвӑн ҫӳлти Аҫун кӑмӑлне юраса пурӑнасшӑн пултӑн. Эсӗ шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗ-и? Ку ҫапла пулсан, Турра чун-чӗререн юратни тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнни сана хӑвӑн пурнӑҫунта чи кирлӗ утӑм тума хавхалантарчӗ. Эсӗ хӑвна Иеговӑна унӑн ирӗкне туса тӑма халалларӑн, вара халалланине шыва  кӗнипе кӑтартрӑн. (Рим 14:7, 8 вуласа пар.) Хамӑра Иеговӑна халалланӑ чухне чун-чӗререн сӑмах панине пурнӑҫлас тесен, Иоанн апостол малалла мӗн каланине шута илмелле.

ЭПИР ТУРРӐН ӲКӖЧӖСЕНЕ ТЫТСА ТӐРАТПӐР

7. Туррӑн хӑш-пӗр ӳкӗчӗсене каласа тух. Ҫав ӳкӗтсене тытса тӑни шутне мӗн кӗрет?

7 Турра юратни «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни» пулать тесе ӑнлантарса парать Иоанн. Мӗнле ӳкӗтсене? Хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ Иегова хӑй мӗн тума хушнине тӳррӗн калать. Сӑмахран, вӑл ӗҫкӗпе иртӗхме, аскӑн ӗҫ тума, йӗрӗхсене пуҫҫапма, вӑрлама тата суйма юрамасть тет (1 Коринф 5:11; 6:18; 10:14; Эфес 4:28; Колоссӑ 3:9). Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑрас тесен, мораль тӗлӗшӗнчен таса пулмалли ҫинчен Библире мӗн каланӑ, ҫавна та тытса пурӑнмалла.

8, 9. Библире мӗн тумаллине тӳррӗн калакан закон ҫук пулин те, тӗрлӗ лару-тӑрура Иегова мӗн кӑмӑлланине мӗнле пӗлме пулать? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

8 Иеговӑн кӑмӑлне юрас тесен вӑл мӗн тума хушнине туса тӑни ҫителӗксӗр. Кашни кун мӗн тумаллипе тумалла маррине калакан законсем парса Иегова пирӗн пурнӑҫа хӗссе тӑмасть. Кун каҫиччен пирӗн тӗрлӗ ҫӗрте пулма, тӗрлӗ ӗҫсем тума тивет, Библире вара ҫавсенче кашнинче мӗн тумалли ҫинчен ятарласа нимӗн те каламан. Иегова мӗн кӑмӑлланине эпир вара мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Турӑ мӗнле шухӑшлани ҫинчен Библире уҫҫӑн каласа панӑ. Библие вӗреннӗҫемӗн эпир Иегова мӗн юратнипе мӗн курайманнине пӗлсе пыратпӑр. (Псалом 96:10 вуласа пар; Ытарӑшсем 6:16—19.) Вӑл мӗнле ӗҫсемпе шухӑшсене ырланипе ырламаннине тавҫӑрса илме тытӑнатпӑр. Иеговӑн лайӑх енӗсемпе ҫулӗсем ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ нумайрах ун пек шухӑшлама пуҫлӑпӑр, ҫакӑ вара эпир мӗн тума шут тытни ҫине тата пирӗн ӗҫсем  ҫине витӗм кӳрсе тӑрӗ. Ҫавӑнпа та Библире мӗн тумаллине тӳррӗн калакан закон ҫук пулин те, эпир тӗрлӗ лару-тӑрура та «Турӑ ирӗкне пӗлсе» ҫитме пултаратпӑр (Эфес 5:17).

9 Сӑмахран, тискеррӗн пусмӑрланине е аскӑн ӗҫсем тунине кӑтартакан фильмсемпе телепередачӑсене пӑхма юрамасть тесе Библире тӳррӗн ниҫта та каламан. Ҫавӑн пек япаласене пӑхма чаракан ятарлӑ закон кирлӗ-ши пире? Иегова ҫакӑн пек ӗҫсем ҫине мӗнле пӑхнине эпир пӗлетпӗр. Унӑн Сӑмахӗнче уҫҫӑн каланӑ: «Пусмӑрлама юратакана Унӑн [Иеговӑн] чунӗ кураймасть» (Псалом 10:5). Ҫавӑн пекех Библире ҫырса хунӑ: «Ясаррисене, аскӑнчӑксене Турӑ сут тӑвать» (Еврейсем 13:4). Библире каланӑ ҫак сӑмахсем пирки шухӑшланӑ май эпир Иеговӑн ирӗкне лайӑх ӑнланса илме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та вӑйӑ-кулӑ передачисенче Иегова курайман ӗҫсене кӑтартаҫҫӗ пулсан, эпир вӗсене пӑхмастпӑр. Ирсӗр ӗҫсенчен пӑрӑнни — ҫавнашкал ӗҫсене ҫак тӗнче сиен кӳмен вӑйӑ-кулӑсем пек кӑтартма тӑрӑшать пулин те — Иеговӑн кӑмӑлне кайнине эпир пӗлетпӗр *.

10, 11. Мӗншӗн эпир Иеговӑна итлесе пурӑнма шутларӑмӑр тата пирӗн ӑна мӗнле итлесе пурӑнмалла?

10 Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑма пуринчен ытла пире мӗн хавхалантарать? Мӗншӗн пирӗн кашни кун Туррӑн шухӑшӗсем ҫинчен пӗлсе пырса вӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнас килет? Турӑ ирӗкне ним вырӑнне те хуман ҫынсемпе пулакан наказани е инкек-синкек пирӗнпе те ан пултӑр тесе хӑранӑран мар эпир Турра итлесе пурӑнма шутларӑмӑр (Галати 6:7). Ун вырӑнне, Иеговӑна итлесе пурӑнни ӑна юратнине кӑтартмалли чаплӑ май тесе шутлатпӑр эпир. Пӗчӗк ача ашшӗ кӑмӑлне юрас тесе чунтан тӑрӑшнӑ пекех, эпир те Иегова кӑмӑлне юрас тесе тӑрӑшатпӑр (Псалом 5:13). Вӑл пирӗн Аттемӗр,  эпир ӑна юрататпӑр. Эпир мӗнле пурӑннипе Иегова кӑмӑллӑ пулнине пӗлни пире калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать тата кӑмӑла ҫырлахтарать, ҫак телейпе ним те танлашма пултараймасть (Ытарӑшсем 12:2).

11 Турра эпир никам хӗтӗртмесӗрех итлесе пурӑнатпӑр *. Хӑш ӳкӗте тытса тӑрас, хӑшне тытса тӑрас мар тесе эпир суйласа тӑмастпӑр. Май килмерӗ е йывӑр пулсан, Турра итлеме кирлӗ мар теместпӗр. Пачах урӑхла, эпир Турра чунтан итлесе тӑратпӑр (Рим 6:17). Эпир псалом юрлакан: «Санӑн ӳкӗтӳсене юратса, вӗсемпе лӑпланса пурӑнӑп»,— тесе ҫырнипе килӗшетпӗр (Псалом 118:47). Ҫапла, пирӗн Иеговӑна итлесе пурӑнас килет. Турӑ пирӗнтен пӗтӗм чун-чӗререн итлесе тӑма ыйтнине тата ҫавӑн пек итлесе-пӑхӑнса тӑрассине вӑл тивӗҫлӗ пулнине эпир ӑнланатпӑр (Саккуна астутарни 12:32). Иегова хӑйӗн Сӑмахӗнче Ной пирки мӗн каланӑ, пирӗн ӑна хамӑр пирки те ҫавнах калаттарас килет. Турра юратнӑран нумай ҫулсем хушши итлесе пурӑннӑ ҫав патриарх пирки Библире ҫапла каланӑ: «Ной пӗтӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ» (Пултарни 6:22).

12. Эпир итлесе пурӑнни Иеговӑн чӗрине хӑҫан савӑнтарать?

12 Эпир Иеговӑна чун-чӗререн итлесе пурӑнатпӑр пулсан, вӑл мӗн туять-ши? Турӑ Сӑмахӗнче хамӑра ҫапла тытнипе эпир унӑн чӗрине савӑнтаратпӑр тенӗ (Ытарӑшсем 27:11). Эпир итлесе пурӑнни Ҫут тӗнче Патшин чӗрине чӑнах та савӑнтарать-ши? Паллах, савӑнтарать! Иегова пире пултарнӑ чухне ирӗклӗх панӑ. Ҫакӑ пирӗн суйласа илме ирӗк пуррине пӗлтерет: эпир Турра итлесе е итлемесӗр пурӑнассине суйласа илме пултаратпӑр (Саккуна астутарни 30:15, 16, 19, 20). Иеговӑна  итлесе пурӑнассине суйласа илтӗмӗр пулсан тата ҫакна тума пире Турра чун-чӗререн юратни хавхалантарса тӑрать пулсан, эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре калама ҫук савӑнтаратпӑр (Ытарӑшсем 11:20). Ҫавӑн пекех эпир чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне суйласа илетпӗр.

«УНӐН ӲКӖЧӖСЕНЕ ПУРӐНӐҪЛАМА ЙЫВӐР МАР»

13, 14. Мӗншӗн Туррӑн «ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» теме пулать? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

13 Иеговӑн ӳкӗчӗсем пирки Иоанн апостол кӑмӑла ҫӗклентерекен сӑмахсем каланӑ: «Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» (1 Иоанн 5:3). Иегова хушнине тума йывӑр мар тата вӑл пире эпир пултарайманнине тума ыйтмасть *. Ҫынсен ҫитменлӗхсем пур пулсан та, вӗсем унӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнма пултараҫҫӗ.

14 Ҫакӑн пек тӗслӗх илсе кӑтартма пулать. Ҫывӑх тусу урӑх ҫӗре куҫса каясшӑн, ҫавӑнпа та вӑл сана пулӑшма ыйтать. Нумай япала йӑтса куҫармалла. Хӑш-пӗрисене пӗр ҫын йӑтма пултарать, теприсене вара йывӑр пулнӑран иккӗн йӑтмалла. Йӑтса куҫармалли япаласене тусу сан валли суйласа хурать. Эсӗ йӑтма пултарайман япаласене вӑл пӗлсе тӑрсах сана ҫӗклеме ыйтнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫук ӗнтӗ. Эсӗ йывӑр йӑтса пилӗке тапратасран хӑрать вӑл. Ҫавӑн пекех юратакан тата ырӑ Турӑ та пирӗнтен эпир тума пултарайман йывӑр ӳкӗтсене тытса тӑма ыйтмасть (Саккуна астутарни 30:11—14). Вӑл пире ҫав тери йывӑр ҫӗклеме йӑтса ҫӳреме нихӑҫан та ыйтман пулӗччӗ. Иегова эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманнине ӑнланать, мӗншӗн тесен «Вӑл эпир мӗнрен  пулнине [лайӑх] пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать» (Псалом 102:14).

15. Мӗншӗн Иеговӑн ӳкӗчӗсем пире пысӑк усӑ парса тӑнине шанса тӑма пултаратпӑр?

15 Иеговӑн ӳкӗчӗсем пирки ҫав тери йывӑр ҫӗклем темелли ҫук, пачах урӑхла, вӗсем пире пысӑк усӑ параҫҫӗ. (Исаия 48:17 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та Моисей Израиль ҫыннисене ҫапла калама пултарнӑ: «Хӑйӗнчен хӑраса тӑччӑр тесе, пире ӗмӗр тӑршшӗпех ырӑ пултӑр тесе тата, хальхи пекех, пирӗн пурӑнӑҫа упраса хӑварас тесе, Ҫӳлхуҫа пире ҫак йӗркесене пурне те тытса пурӑнма хушнӑ» (Саккуна астутарни 6:24). Хӑйӗн законӗсене панипе Иегова пирӗншӗн тӑрӑшнине, пире ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ырлӑх туса тӑрасшӑн пулнине эпир те шанса тӑма пултаратпӑр. Урӑхла пулма пултарать-и вара? Иеговӑн — вӗҫӗмсӗр ӑслӑлӑх (Рим 11:33). Ҫавӑнпа та пирӗншӗн мӗн лайӑххине вӑл пӗлет. Унсӑр пуҫне, Иегова юратас енчен чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать (1 Иоанн 4:8). Юрату — Туррӑн лайӑх енӗсенчен чи пахи — унӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем ҫине яланах витӗм кӳрсе тӑрать. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене панӑ ӳкӗтсенче пуринче те юрату тӗп вырӑн йышӑнать.

16. Мӗншӗн эпир ҫак ирсӗр тӗнче витӗм кӳнине тата хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах Турра итлесе пурӑнма пултаратпӑр?

16 Ҫапах та Турра итлесе пурӑнма ҫӑмӑл тесе калама ҫук. Пирӗн ҫак ирсӗр тӗнче витӗм кӳнине хирӗҫ тӑмалла, мӗншӗн тесен «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ] тӑрать» (1 Иоанн 5:19). Туррӑн законӗсене пӑсма хӗтӗртсе тӑракан хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе те пирӗн кӗрешмелле (Рим 7:21—25). Анчах та Турра юратнипе эпир ҫӗнтерме пултаратпӑр. Иегова хӑйне юратнине итлесе-пӑхӑнса пурӑннипе кӑтартас текенсене пиллесе тӑрать. Вӑл хӑйӗн святой сывлӑшне «Хӑйне пӑхӑнса тӑракансене» парать (Апостолсен ӗҫӗсем 5:32). Ҫав сывлӑш пирӗнте илемлӗ ҫимӗҫ ӳстерет теме пулать —  итлесе пурӑнма пулӑшакан лайӑх енсене аталантарать (Галати 5:22, 23).

17, 18. а) Ҫак кӗнекере эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр тата ҫавна тунӑ чухне мӗне асра тытмалла? ӑ) Тепӗр сыпӑкра мӗн ҫинчен пӑхса тухӑпӑр?

17 Ҫак кӗнекере эпир Иеговӑн принципӗсене тата ҫынсен хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен вӑл мӗн каланине пӑхса тухӑпӑр, ҫавӑн пекех унӑн ирӗкне мӗнле тумаллине кӑтартакан ытти енӗсене сӳтсе явӑпӑр. Ҫаксене пӑхса тухнӑ чухне хӑш-пӗр япаласене асра тытмалла. Ҫакна астуса тӑрар: Иегова хӑйӗн законӗсемпе принципӗсене никама та вӑйпа итлеттересшӗн мар; итлесе пурӑнасси чӗререн пултӑр тет вӑл. Иеговӑна юраса пурӑнни паянах нумай усӑ панине тата пуласлӑхра вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе ҫитернине манса каяр мар. Эпир чун-чӗререн итлесе пурӑннипе Иеговӑна хытӑ юратнине кӑтартма пултарнине те астуса тӑрар.

18 Ыррипе усаллине уйӑрса илме пулӑшас тесе Иегова пире юратса совесть парнеленӗ. Ҫапах та совесть тӗрӗс кӑтартса тӑтӑр тесен ӑна вӗрентмелле. Ҫавӑн ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.

^ 9 абз. Усӑ паракан вӑйӑ-кулӑ мӗнле суйласа илмелли ҫинчен ҫак кӗнекен 6-мӗш сыпӑкӗнче сӳтсе явнӑ.

^ 11 абз. Усал сывлӑшсен те хӑш-пӗр чухне ирӗксӗрех итлеме тивет. Иисус демонсене хӑйсем ярса илнӗ ҫынсен ӑшӗнчен тухма хушсан, вӗсен Иисусӑн влаҫне йышӑнса ирӗксӗрех ӑна итлеме тивнӗ (Марк 1:27; 5:7—13).

^ 13 абз. Матфей 23:4-мӗш сӑвӑ йӗркинче «йывӑр... ҫӗклеме» — урӑхла каласан, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ахаль халӑх ҫине тиесе хунӑ тем тӗрлӗ правилӑсемпе ҫынсен йӑли-йӗркисене — сӑнласа памашкӑн 1 Иоанн 5:3-мӗш сӑвӑ йӗркинче «йывӑр» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе усӑ курнӑ. Ҫав сӑмахах Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30 сӑвӑ йӗркисенче «тискер» тесе куҫарнӑ, вара унта чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ хаяр ҫынсем — «урӑх майлӑ калаҫакансем» тата ыттисене улталама тӑрӑшакансем — пирки «тискер» тенӗ.