Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 2-МӖШ СЫПӐК

Совеҫе таса мӗнле тытса тӑмалла?

Совеҫе таса мӗнле тытса тӑмалла?

«Совесть таса пултӑр» (1 ПЕТР 3:16, ҪТ).

1, 2. Мӗншӗн компас питӗ кирлӗ хатӗр тата мӗншӗн ӑна совеҫпе танлаштарма пулать?

МОРЯК вӗҫӗ-хӗррисӗр океан тӑрӑх карапа тытса пырать; ҫулҫӳревҫӗ пушхирпе утать; тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗрри таранах сарӑлса выртакан пӗлӗтсем ҫийӗпе лётчик хӑйӗн самолётне тытса пырать. Вӗсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур? Компас пулмасан вӗсенчен кашни инкеке лекме пултарать — уйрӑмах хальхи вӑхӑтра усӑ куракан ҫӗнӗ техника ал айӗнче пулмасан.

2 Компас — ансат япала, ун ҫине виҫмелли йӗрсене палӑртса хунӑ, ҫавӑн пекех унӑн ҫурҫӗрелле кӑтартса тӑракан магнитлӑ йӗп пур. Компас лайӑх ӗҫлет пулсан тата ӑна тӗп-тӗрӗс карттӑпа пӗрле усӑ куратпӑр пулсан, ҫакӑ вилӗмрен те хӑтарма пултарать. Компаса Иегова панӑ хаклӑ парнепе — совеҫпе — танлаштарма пулать (Иаков  1:17). Совесть пулман пулсан, эпир ҫӗтсе кайнӑ пулӑттӑмӑр. Совесть каланине итлесе тӑрсан, вӑл пире пурнӑҫра тӗрӗс ҫул тупса ун тӑрӑх пыма пулӑшӗ. Совесть мӗн иккенне тата вӑл мӗнле ӗҫлесе тӑнине пӑхса тухар. Ун хыҫҫӑн вара ҫак ыйтусене сӳтсе явӑпӑр: 1) совеҫе мӗнле вӗрентме пулать, 2) мӗншӗн ытти ҫынсен совеҫне шута илмелле тата 3) совеҫе таса тытса тӑни мӗнле усӑ парать.

МӖН ВӐЛ СОВЕСТЬ ТАТА ВӐЛ МӖНЛЕ ӖҪЛЕСЕ ТӐРАТЬ?

3. «Совесть» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ мӗне пӗлтерет тата вӑл ҫынсен мӗнле хӑйне евӗрлӗ пултарулӑх пуррине кӑтартса парать?

3 Библире «совесть» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ сӑмахран сӑмаха куҫарсан «хӑвна ху пӗл» тенине пӗлтерет. Ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗтӗм чӗрӗ чунпа танлаштарсан, пирӗн хамӑра хамӑр пӗлмешкӗн Турӑ панӑ пултарулӑх пур. Эпир, сӑнарлӑ каласан, чарӑнса тӑрса хамӑр ҫине айккинчен пӑхса тӗрӗс турӑмӑр-и е ҫук тесе хамӑра хамӑр тӗрӗслеме пултаратпӑр. Ӑшра ларакан свидетель е судья пек, совесть пирӗн ӗҫсене, туйӑмсене тата эпир мӗн суйласа илнине хак пама пултарать. Мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне совесть пире тӗрӗссине мӗнле тумаллине кӑтартать е тӗрӗс мар тӑвассинчен асӑрхаттарать. Юлашкинчен вара совесть пире тӗрӗс тунӑшӑн савӑнтарма е тӗрӗс мар тунӑшӑн хытӑ асаплантарма пултарать.

4, 5. а) Адамӑн та, Евӑн та совесть пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр тата Туррӑн законне пӑснӑ хыҫҫӑн вӗсемпе мӗн пулнӑ? ӑ) Христиансен тӗнӗ пуҫланичченех шанчӑклӑ ҫынсем хӑйсен совеҫӗ тӑрӑх пурӑннине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?

4 Ҫав пултарулӑха пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма тунӑ чухнех вӗсен ӑшне хывнӑ. Адамӑн та, Евӑн та совесть пулни курӑнса тӑнӑ. Сӑмахран, ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн вӗсене намӑс пулнӑ (Пултарни 3:7, 8). Анчах та таса мар совеҫӗ вӗсене нимле усӑ та пама пултарайман. Вӗсем пӗлсех  Турӑ законне пӑснӑ. Ҫапла вӗсем пӗлсе тӑрсах пӑлхавҫӑсем, Турра хирӗҫ тӑракансем, пулса тӑнӑ. Ҫылӑхсӑр ҫынсем пулнӑ пирки вӗсем хӑйсем мӗн тунине питӗ лайӑх ӑнланнӑ, ҫавӑнпа вӗсене нимле каҫару та пулман.

5 Адампа Ева пек пулас вырӑнне ҫылӑхлӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсен совеҫӗн сассине итлесе пурӑннӑ. Сӑмахран, Иов ятлӑ шанчӑклӑ ҫын: «Эпӗ хамӑн тӳрӗлӗхӗме ҫирӗп тытса тӑтӑм, ӑна вӗҫертессӗм ҫук; чӗрем мана ӗмӗрӗм тӑршшӗнче те ӳпкелемӗ»,— тесе калама пултарнӑ (Иов 27:6) *. Чӑнах та, Иовӑн совеҫӗ таса пулнӑ. Вӑл хӑйӗн совеҫӗ мӗн каланине тимлӗ итленӗ: мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне тата кирек мӗнле ӗҫре те хӑйӗн совеҫӗ тӑрӑх тунӑ. Ҫавӑнпа вӑл совесть ӑна ӳпкелемен, урӑхла каласан, намӑслантарман тата айӑпламан тесе пӗр иккӗленмесӗр калама пултарнӑ. Иовпа танлаштарсан, Давидӑн туйӑмӗсем пачах урӑхла пулнине асӑрха-ха. Давид Саула, Иегова лартнӑ патшана, хисеп туман чухне «Давидӑн чӗри ыратса кайнӑ [«ӑна кӑшлама пуҫланӑ», ҪТ]» (1 Патшасен 24:6). Совесть асаплантарни Давида чӑннипех усӑ панӑ: ӳлӗмрен ҫынна ҫавнашкал хисеплеменни унӑн урӑх пулман.

6. Пур ҫыннӑн та совесть пурри ӑҫтан курӑнса тӑрать?

6 Иеговӑн ӗҫлекенӗсен кӑна совесть пур-и? Павел апостолӑн сӑмахӗсене пӑхса тухар: «Саккунсӑр пурӑнакан суя тӗнлӗ ҫынсем, чунӗ систернипех йӗркеллӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ пулсассӑн, саккун ҫук пулсан та, вӗсем хӑйсемшӗн хӑйсем саккун: вӗсем саккун хушнине хӑйсен чӗри ӑшне ҫырса хунине кӑтартаҫҫӗ; ун ҫинчен вӗсене чунӗ [«совеҫӗ», ҪТ] пӗлтерсе тӑрать, тата пӗрне-пӗри айӑплакан е ырӑлакан шухӑшӗсем те пӗлтерсе тӑраҫҫӗ» (Рим  2:14, 15). Иеговӑн законӗсене пачах пӗлмен ҫынсем те вӑхӑтран вӑхӑта совесть пӗлтерсе тӑнипе хӑйсене Туррӑн принципӗсемпе килӗшӳллӗ тытма пултараҫҫӗ.

7. Мӗншӗн совесть хӑш-пӗр чухне тӗрӗс мар кӑтартма пултарать?

7 Анчах совесть хӑш-пӗр чухне тӗрӗс мар кӑтартма пултарать. Мӗншӗн? Компаса тимӗр япала ҫумне хурсан унӑн йӗппи ҫурҫӗрелле кӑтартма пӑрахать. Тӗп-тӗрӗс карттӑ пулмасан компасран усси ҫукпа пӗрех. Ҫавӑн пекех чӗрери ҫылӑхлӑ, йӗркесӗр шухӑшсем вӑйлӑ витӗм кӳнипе совесть пире тӗрӗс мар ҫул ҫине пӑрса яма пултарать. Совесть Турӑ Сӑмахӗнчи канашсене шута илмест пулсан, пире чи кирлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ чухне ыррипе усаллине уйӑрса илме йывӑр пулӗ. Чӑнах та, пирӗн совесть тӗрӗс кӑтартса тӑтӑр тесен пире Иеговӑн святой сывлӑшӗ ертсе пыни кирлӗ. Павел ҫырнӑ: «Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та [«совесть», ҪТ] пӗлтерсе тӑрать» (Рим 9:1). Анчах та пирӗн совесть Иеговӑн святой сывлӑшӗ ертсе пынипе килӗшӳллӗ пулнине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр? Пирӗн ӑна вӗрентмелле.

СОВЕҪЕ МӖНЛЕ ВӖРЕНТМЕ ПУЛАТЬ?

8. а) Пирӗн чӗре совесть ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать тата мӗн те пулин тӑвас умӗн пирӗн мӗне шута илмелле? ӑ) Мӗншӗн христианиншӑн совесть таса пулни ҫителӗксӗр? (Сноскӑна пӑх.)

8 Мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне совесть каланӑ пек мӗнле тумалла? Хӑш-пӗрисем малтан хӑйсен туйӑмӗсем мӗн каланине итлеҫҫӗ те унтан мӗнле тумалли ҫинчен шутлаҫҫӗ, кайран вара: «Манӑн совесть таса»,— теҫҫӗ. Чӗрери ӗмӗт-шухӑшсем совесть ҫине ҫав тери вӑйлӑ витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Библире каланӑ: «Этем чӗри пек ултавли нимӗн те ҫук, питех те пӑсӑк вӑл; кам пӗлсе пӗтерӗ ӑна?» (Иеремия 17:9.) Ҫавӑнпа та пирӗн яланах чӗрери ӗмӗт-шухӑшсем тӑрӑх тумалла мар. Ун  вырӑнне пирӗн Иегова Турра мӗн юрӑхлӑ пулни ҫинчен шухӑшламалла *.

9. Турӑран хӑрани мӗн вӑл тата ҫакӑ пирӗн совесть ҫине мӗнле витӗм кӳрсе тӑмалла?

9 Мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне вӗрентнӗ совеҫе шута илетпӗр пулсан, ҫакӑ эпир хамӑршӑн тӑрӑшнине мар, Турӑран хӑранине кӑтартса тӑрать. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Неемия ятлӑ шанчӑклӑ пуҫлӑх Иерусалимра пурӑнакан ҫынсенчен налог пуҫтарма пултарнӑ. Ҫапах та вӑл ҫакна туман. Мӗншӗн? Туррӑн халӑхне хӗсӗрлесе Иеговӑна кӑмӑлсӑр тума пултарни уншӑн ҫав тери ирсӗр шухӑш пулнӑ. Вӑл каланӑ: «Эпӗ вара Турӑран хӑранӑран ун пек туман» (Неемия 5:15). Турӑран чун-чӗререн хӑрани, урӑхла каласан, хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре юрӑхсӑр пуласран хӑрани, питӗ кирлӗ. Ҫавӑн пек хӑраса-хисеплесе тӑни пире мӗн те пулин тӑвас умӗн ҫав ӗҫпе ҫыхӑннӑ канашсене Турӑ Сӑмахӗнче шырама хистесе тӑрӗ.

10, 11. Сӑра-эрех ӗҫес тӗлӗшрен Библири мӗнле принципсене шута илмелле тата ҫав принципсене епле тытса пымаллине Турӑ кӑтартса тӑтӑр тесен мӗн тумалла?

10 Сӑмахран, сӑра-эрех ӗҫессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухар. Туссемпе, пӗртӑвансемпе е паллакан ҫынсемпе пӗрле пухӑннӑ чухне нумайӑшӗн хӑйсене ҫакӑн пек ыйту памалла: «Сӑра-эрех ӗҫмелле-и е ҫук?» Чи малтан хӑш-пӗр япаласене шута илмелле. Библири мӗнле принципсем ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ? Библи сӑра-эрехе виҫине пӗлсе ӗҫме чармасть. Унта Иеговӑна ҫавӑн пек парне, эрех, панӑшӑн мухтаса ҫырнӑ (Псалом 103:14, 15). Анчах та Библи сӑра-эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнине тата шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ туса иртӗхнине  сивлет (Лука 21:34; Рим 13:13). Унсӑр пуҫне, Библи ӗҫкӗпе иртӗхни пирки аскӑн ӗҫ туни пекех йывӑр ҫылӑх тет (1 Коринф 6:9, 10) *.

11 Ҫав принципсене пула христианинӑн совеҫӗ вӗренсе пырать тата лайӑхрах туйма пуҫлать. Ҫавӑнпа та туссемпе, паллакан ҫынсемпе пӗрле пуҫтарӑнсан, унта сӑра-эрех ӗҫесси пирки шухӑшланӑ май пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем памалла: «Ҫынсем мӗнле тӗллевпе пухӑннӑ? Йӗркерен тухса кайса ӗҫкӗпе алхасма пуҫламӗҫ-ши? Мана мӗн патне туртать? Сӑра-эрех ӗҫес килсех тӑрать-и манӑн е ӗҫмесӗр пурӑнма пултаратӑп-и эпӗ? Кӑмӑла ҫӗклес е хӑюллӑрах пулас тесе ӗҫетӗп-и? Сӑра-эрех ӗҫес тӗлӗшрен эпӗ хама тытса чарма пултараятӑп-и?» Библири принципсем тата вӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен шухӑшланӑ чухне тӗрӗс тумаллине кӑтарттӑр тесе Иеговӑна пирӗн кӗлтумалла. (Псалом 138:23, 24 вуласа пар.) Ҫапла тунипе эпир Иеговӑна пире хӑйӗн святой сывлӑшӗпе ертсе пыма паратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир хамӑр совеҫе Туррӑн принципӗсемпе килӗшӳллӗ пулма вӗрентетпӗр. Анчах та мӗн те пулин тӑвас умӗн тата тепӗр япалана шута илмелле.

МӖНШӖН ПИРӖН ЫТТИСЕН СОВЕҪНЕ ШУТА ИЛМЕЛЛЕ?

Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть сана сӑра-эрех ӗҫмеллипе ӗҫмелле маррине пӗлме пулӑшӗ

12, 13. Мӗншӗн христиансен совеҫӗ пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрать тата пирӗн ҫак уйрӑмлӑх ҫине мӗнле пӑхмалла?

12 Христиансен совеҫӗ пӗр-пӗринчен ҫав тери уйрӑлса тӑни сана, тен, тӗлӗнтерет. Пӗр-пӗр ӗҫ е йӑла пирки пӗри тума юрамасть теме пултарать, тепри вара унта ним япӑххине те курмасть. Сӑмахран, каҫхине туссемпе пӗрле пухӑнса ларса кӑштах ӗҫни пӗрне килӗшет, теприне вара ҫакӑ пӑшӑрхантарать. Мӗншӗн ҫынсем пӗр япала ҫинех тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ тата ҫакӑ пирӗн йышӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

 13 Тӗрлӗ сӑлтава пула ҫынсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫынсем тӗрлӗ ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ тата пурнӑҫра вӗсем тӗрлӗ лару-тӑрура пулнӑ. Калӑпӑр, хӑш-пӗрисем унччен хӑйсен ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешнӗ — тен, ҫак кӗрешӳ яланах ӑнӑҫлӑ пулман (3 Патшасен 8:38, 39). Ҫавӑнпа та сӑра-эрех тӗлӗшӗнчен совеҫӗ вӗсене уйрӑмах асӑрхануллӑ пулма хистет. Ҫавӑн пек ҫын сан пата хӑнана пычӗ пулсан, эсӗ ӑна эрех ӗҫме сӗнсен, совеҫӗ хистенипе вӑл ӗҫмесен те пултарать. Ҫакӑншӑн санӑн кӳренмелле-и? Ҫине тӑрсах ӗҫме сӗнмелле-и? Ҫук. Вӑл мӗншӗн ӗҫменнине пӗлетӗн-и эсӗ е ҫук,— тен, вӑл халӗ ҫавӑн пирки калаҫасшӑн та мар — пӗр-пӗрне тӑванла юратни сана ҫав ҫыннӑн туйӑмӗсене шута илме пулӑшӗ.

14, 15. Мӗнле ыйту пирки пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑнакан христиансен совеҫӗ тӗрлӗрен кӑтартнӑ тата Павел мӗн сӗннӗ?

14 Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансен совеҫӗ пӗр-пӗринчен ҫав тери уйрӑлса тӑнине Павел апостол курнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӑш-пӗр христиансене йӗрӗхсене, суя турӑсене, чӳкленӗ апат-ҫимӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйту пӑшӑрхантарнӑ (1 Коринф 10:25). Йӗрӗхсене чӳкленӗ хыҫҫӑн каярахпа пасарта сутнӑ апат-ҫимӗҫе ҫиме Павела совеҫӗ чарса тӑман. Уншӑн йӗрӗхсем ниме тӑман япаласем пулнӑ; йӗрӗхсем апат-ҫимӗҫ пама пултарайман, чӑннипе вара пурте — Туррӑн. Ҫапах та ҫак ыйту ҫине ыттисем урӑхла пӑхнине Павел ӑнланнӑ. Хӑш-пӗрисем, христиансем пуличчен, йӗрӗхсене чун-чӗререн пуҫҫапса пурӑннӑ, тен. Халӗ вара мӗн те пулин йӗрӗхсене пуҫҫапнипе кӑштах та пулин ҫыхӑннӑ пулсан, ҫакӑ вӗсене питӗ килӗшмен. Ҫак ыйтӑва мӗнле татса панӑ?

15 Павел каланӑ: «Эпир, вӑйлисем, вӑйсӑррисен халсӑрлӑхне ҫӗклемелле, хамӑра юраса пурӑнмалла мар. Христос та Хӑйне юраса пурӑнман» (Рим 15:1, 3, ҪС). Павел пире Христос евӗрлӗ пулма тата хамӑртан ытларах пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшма хавхалантарать. Тепрехинче, ҫавнашкал ыйтӑва сӳтсе явнӑ чухне, Павел аш ҫинипе ҫынна (уншӑн та Христос хӑйӗн пурнӑҫне панӑ) такӑнтарас мар тесе ӗмӗрне те аш ҫимӗп тенӗ. (1 Коринф 8:13; 10:23, 24, 31—33 вуласа пар.)

16. Камӑн та пулин совеҫӗ хӑш-пӗр япаласене тума чарса тӑрать пулсан, мӗншӗн вӗсен ыттисем пирки, совеҫӗпе вӗсенчен уйрӑлса тӑракансем пирки, хурласа калаҫмалла мар?

 16 Тепӗр енчен пӑхсан, теприсене совеҫӗ хӑш-пӗр япаласене тума чарса тӑрать пулсан, вӗсен ыттисем пирки хурласа калаҫмалла мар тата совеҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче пурне те хӑйсем каланӑ пек тума хистемелле мар. (Рим 14:10 вуласа пар.) Чӑнах та, ҫыннӑн совеҫӗ ыттисене айӑпласа тӑриччен, хӑйне айӑплани аванрах. Иисусӑн сӑмахӗсене асра тытар: «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ» (Матфей 7:1). Совеҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче пухура никамӑн та хӑйӗнне тутарттарас тесе ҫине тӑмалла мар. Ун вырӑнне эпир пӗр-пӗрне кӳрентерес тесе мар, хавхалантарас тесе юратма тата пӗрлештерме пулӑшакан майсем шыратпӑр (Рим 14:19).

 ТАСА СОВЕСТЬ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?

Таса совесть пире савӑнӑҫ кӳрекен, чуна канӑҫлӑх паракан пурнӑҫ ҫулӗпе ертсе пыма пултарать

17. Паян нумай ҫыннӑн совеҫӗпе мӗн пулнӑ?

17 Петр апостол ҫырнӑ: «Совесть таса пултӑр» (1 Петр 3:16, ҪТ). Иегова Турӑ куҫӗ умӗнче совесть таса пулни — питӗ пысӑк пиллӗх. Анчах хальхи вӑхӑтри нумай ҫыннӑн совеҫӗ пирки таса тесе калама май ҫук. «Совеҫӗ ҫине хӗртнӗ тимӗрпе паллӑ лартнӑпа пӗрех» текен ҫынсем пирки каланӑ Павел (1 Тимофей 4:2, ҪТ). Хӗртнӗ тимӗрпе паллӑ лартсан, ӳт кушӑрханса хытса ларать те туйма пӑрахать. Нумайӑшӗн совеҫӗ пирки вилнӗ теме пулать: вӑл ҫав тери кушӑрханса хытса ларнӑ та ним туйми пулса ҫитнӗ. Ҫавӑнпа та совеҫӗ вӗсене асӑрхаттарса тӑмасть, ҫылӑх тунӑшӑн айӑпламасть те, намӑслантармасть те. Ҫынсенчен нумайӑшӗ паян намӑса ҫухатнӑ.

18, 19. а) Айӑпа туйни тата намӑс пулни мӗнле усӑ пама пултарать? ӑ) Унчченхи ҫылӑхсемшӗн ӳкӗннӗ хыҫҫӑн та совесть пире айӑпласа тӑрать пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

 18 Тӗрӗссипе каласан, совесть пире айӑпланипе тӗрӗс мар тунине кӑтартать. Айӑпа туйни ҫылӑх тунӑ ҫынна ӳкӗнме хистет, вара чи йывӑр ҫылӑх та каҫарӑнма пултарать. Сӑмахран, Давид патша питӗ хӑрушӑ ҫылӑх тунӑ пулнӑ, ҫапах та ӑна каҫарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл чун-чӗререн ӳкӗннӗ. Хӑй тунӑ ҫылӑха курайми пулса ҫитни тата Иеговӑн законӗсене тытса пыма ҫирӗп шут тытни каярахпа Давида Иегова «ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ», е ҫылӑхсене каҫарма хатӗр, пулнине ӑнланма пулӑшнӑ (Псалом 50:3—21; 85:5). Ӳкӗннӗ тата ҫылӑхсене каҫарнӑ хыҫҫӑн та пире намӑс пулсан тата хамӑра айӑплӑ туятпӑр пулсан, вара мӗн тумалла?

19 Хӑш-пӗр чухне совесть ҫылӑх тунӑ ҫынна айӑплӑ тесе чылай вӑхӑт хушши асаплантарса тӑма пултарать, анчах ҫакӑн пек айӑплани халӗ ӗнтӗ нимле усӑ та памасть. Ҫавӑн пек чухне пирӗн хамӑра айӑплакан чӗрене Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах тата эпир мӗн туйнине пӗлет тесе шантарса тӑмалла. Турӑ юратнине тата ҫылӑхсене каҫарнине пирӗн ӗненсе тӑмалла, вӗт эпир хамӑр та ыттисене ҫавна ӗненме хавхалантаратпӑр: «Ҫапла эпир чӑнлӑхран пулнине пӗлӗпӗр, вӑл пире ырлать тесе хамӑр чӗрене ӗнентерӗпӗр — хамӑр чӗре пире кирек мӗнле айӑпласан та — мӗншӗн тесен Турӑ пирӗн чӗререн аслӑрах тата пурне те пӗлет» (1 Иоанн 3:19, 20, ҪТ). Тасалнӑ совесть вара чуна канӑҫ парать, лӑплантарать тата пысӑк савӑнӑҫ кӳрет — ҫаксем паянхи тӗнчере сайра хутра тӗл пулаҫҫӗ. Унччен йывӑр ҫылӑх тунисенчен нумайӑшӗ хӑйсем валли чӑн-чӑн канлӗх тупнӑ та халӗ вара Иегова Турӑшӑн таса совеҫпе ӗҫлесе тӑма пултараҫҫӗ (1 Коринф 6:11).

20, 21. а) Ҫак кӗнеке сана мӗнле пулӑшма пултарать? ӑ) Христиансен мӗнле ирӗклӗх пур тата унпа вӗсен мӗнле усӑ курмалла?

20 Ҫак кӗнекене — Сатанан тӗнчин канӑҫсӑр юлашки кунӗсен вӗҫӗнче сана савӑнӑҫ тупма тата совеҫе таса упраса тӑма пулӑшас тӗллевпе кӑларнӑ. Паллах ӗнтӗ, кунсерен шухӑшламалли тата усӑ курмалли Библи законӗсемпе  принципӗсене пурне те ҫак кӗнекере пӑхса тухма май ҫук. Кунсӑр пуҫне, совеҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусенче куна ҫапла, ӑна апла тумалла тесе калассине те кӗтмелле мар. Ҫак кӗнекепе усӑ курса Турӑ Сӑмахне хамӑр пурнӑҫра мӗнле тытса пымаллине пӗлсе пыни пире хамӑр совеҫе вӗрентме, ҫивӗчрех тума пулӑшать. Моисей саккунӗпе танлаштарсан, «Христос саккунӗ» ҫырса хунӑ правилӑсемпе пурӑнас вырӑнне ытларах совесть тата принципсем тӑрӑх пурӑнма чӗнет (Галати 6:2). Апла пулсан, Иегова христиансене питӗ пысӑк ирӗклӗх парать. Анчах та унӑн Сӑмахӗ ҫав ирӗклӗхпе «усала тӳрре кӑларас» тесе усӑ курмалла мар тесе асӑрхаттарать (1 Петр 2:16). Ҫавнашкал ирӗклӗх пире Иеговӑна юратнине кӑтартма питӗ лайӑх май парать.

21 Библири принципсем тӑрӑх пурӑнас тӗлӗшрен мӗнле лайӑхланмалли ҫинчен кӗлтуса шухӑшланипе, унтан ҫав шухӑшсене пурнӑҫа кӗртсе пынипе эсӗ Иеговӑна пӗлме пуҫланӑранпа пыракан кирлӗ ӗҫе малалла туса тӑрӑн — «ырӑпа усала уйӑрма хӑнӑхса» пырӑн (Еврейсем 5:14). Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть сана кашни кун усӑ парса тӑрӗ. Компас ҫулҫӳревҫӗне ҫул кӑтартса тӑнӑ пекех, совесть те сана ҫӳлти Аттемӗре юрӑхлине тума пулӑшӗ. Ҫапла тунипе эсӗ хӑвна Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑн.

^ 5 абз. Еврей Ҫырӑвӗсенче «совесть» текен сӑмах тӗл пулмасть пулин те, илсе панӑ тӗслӗхсенче сӑмах совесть ҫинчен пыни курӑнать. Ялан тенӗ пекех «чӗре» текен сӑмах ҫын шал енчен мӗнлерех пулнине кӑтартать. Анчах та ҫак тӗслӗхре те, ыттисенче те «чӗре» текен сӑмах ҫыннӑн шалти уйрӑм пайне — совеҫе — пӗлтерет. Христианла Грек Ҫырӑвӗсенче «совесть» тесе куҫарнӑ сӑмах пӗр 30 хутчен тӗл пулать.

^ 8 абз. Библире кӑтартнӑ тӑрӑх, совесть таса пулни хӑш-пӗр чухне ҫителӗксӗр. Сӑмахран, Павел апостол каланӑ: «Эпӗ хам тӗлӗшпе нимӗнле айӑп та курмастӑп, ҫавах хама айӑпсӑр теместӗп; мана сут тӑваканни — Ҫӳлхуҫа» (1 Коринф 4:4). Христиансене хӗсӗрлекенсен те (Павел та унччен христиансене хӗсӗрлекен пулнӑ) таса совесть пулма пултарать, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ хӑйсен ӗҫӗсене ырлать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та совесть пирӗн куҫ умӗнче анчах мар, Турӑ куҫӗ умӗнче те таса пулни питӗ кирлӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 23:1; 2 Тимофей 1:3).

^ 10 абз. Ҫакна палӑртма пулать: тухтӑрсенчен нумайӑшӗ алкоголиксен сӑра-эрехе виҫине пӗлсе ӗҫме юрамасть теҫҫӗ, вӗсемшӗн «виҫине пӗлсе» ӗҫни ӑша пӗр тумлам та ямалла маррине пӗлтерет.