Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр»

 4-МӖШ СЫПӐК

Мӗншӗн влаҫа хисеплемелле?

Мӗншӗн влаҫа хисеплемелле?

«Пурне те хисеплӗр» (1 ПЕТР 2:17).

1, 2. а) Влаҫа хисеплес тӗлӗшрен пирӗн мӗнпе кӗрешме тивет? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

ПӖЧӖК ачана тӑвас килмен ӗҫе тума хушсан, вӑл хӑйне мӗнле тытнине курма тӳр килнӗ-и санӑн? Ҫакна тӑвас килменни ачан пит-куҫӗнче курӑнса тӑрать. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ мӗн каланине те илтет, вӗсене пӑхӑнса тӑмаллине те пӗлет. Анчах та ку хутӗнче унӑн итлес килмест. Ҫак арҫын ача пекех, хӑш-пӗр чухне пирӗнпе те ҫавӑн пекки пулса тухать.

2 Влаҫа хисеплесе пурӑнма яланах ҫӑмӑл мар. Камӑн та пулин санпа пуҫ пулма ирӗк пур пулсан, ҫав ҫынсене хисеплеме хӑш-пӗр чухне сана йывӑр мар-и? Йывӑр пулсан, ҫав енчен эсӗ пӗччен мар. Влаҫа паянхи пек хисеплеменни унччен нихӑҫан та пулман. Ҫапах та Библире пирӗнпе пуҫ пулма власть пуррисене хисеплемелле тесе каланӑ (Ытарӑшсем 24:21). Чӑнах та, Туррӑн юратӑвӗнче тӑрса юлас тесен, ҫакна туни питӗ кирлӗ. Хӑйне хӑех хӑш-пӗр ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ. Мӗншӗн влаҫа хисеплеме питӗ йывӑр пулма пултарать? Мӗншӗн Иегова пирӗнтен ҫакна тума ыйтать тата итлесе пурӑнма пире мӗн пулӑшма пултарать? Эпир влаҫа хисепленине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

МӖНШӖН ВЛАҪА ХИСЕПЛЕМЕ ЙЫВӐР

3, 4. Ҫылӑхпа ҫитменлӗхсем мӗнле пуҫланса кайнӑ тата мӗншӗн ҫылӑхлӑ пулнӑ пирки влаҫа хисеплесе пурӑнма йывӑр?

3 Влаҫа тытса тӑракан ҫынсене хисеплесе пурӑнма мӗншӗн пире йывӑр пулма пултарнине кӑтартакан икӗ сӑлтава кӗскен пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн пурин  те ҫитменлӗхсем пур, иккӗмӗшӗнчен, пирӗнпе пуҫ пулса власть тытса тӑракан ҫынсен те ҫитменлӗхсем пур. Ҫынсен ҫылӑхӗпе ҫитменлӗхӗ ӗлӗк-авалах, Эдем пахчинче Адампа Ева Туррӑн влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ чухнех, пуҫланнӑ. Ҫавӑнпа пӑлхав ҫылӑх патне илсе ҫитернӗ. Паянхи кун та пирӗн мӗн ҫуралсанах пӑлхав ҫӗклес кӑмӑл пур (Пултарни 2:15—17; 3:1—7; Псалом 50:7; Рим 5:12).

4 Эпир ҫылӑхлӑ пулнӑ пирки пирӗнтен нумайӑшӗ ҫӑмӑллӑнах мӑнкӑмӑлланса каяҫҫӗ. Хамӑра кӗҫӗне хурасси вара пирӗн ҫитсех каймасть, ҫавӑнпа та ҫав лайӑх ене аталантарса упраса хӑварма питӗ нумай вӑй хума тивет. Чылай ҫул хушши Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнӑ хыҫҫӑн та эпир кутӑнланса, мӑнкӑмӑлланса кайма пултаратпӑр. Сӑмахран, Корей тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иеговӑн халӑхӗпе пӗрле нумай йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернӗ. Ҫапах та вӑл власть илесшӗн ҫуннӑ та Моисее, хӑй вӑхӑтӗнчи чи йӑваш ҫынна, хирӗҫ ҫӗкленӗ пӑлхава чӑрсӑррӑн ертсе пынӑ (Йыша шутлани 12:3; 16:1—3). Озия патша ҫинчен те шухӑшласа пӑх. Вӑл хӑйне мӑнкӑмӑллӑ тытса Иеговӑн храмне сӑваплӑ ӗҫ тума кӗнӗ, анчах та ҫак ӗҫе священниксен ҫеҫ тумалла пулнӑ (2 Ҫулсеренхи 26:16—21). Ҫав ҫынсемшӗн пӑлхав ҫӗклени хакла ларнӑ. Чӑнах та, ҫак япӑх тӗслӗхсем пире асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ. Пирӗн мӑнкӑмӑллӑхпа кӗрешмелле, мӗншӗн тесен ҫак япӑх ен пире влаҫа хисеплеме чӑрмантарса тӑрать.

5. Ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑйсен влаҫӗпе мӗнле иртӗхнӗ?

5 Унсӑр пуҫне, влаҫа тытса тӑракан ҫынсем хӑйсемех власть ятне яраҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйне хаяррӑн тытнӑ, ыттисене пусмӑрланӑ. Чӑнах та, этемлӗхӗн историйӗнче влаҫпа иртӗхни яланах пулнӑ. (Екклесиаст 8:9 вуласа пар.) Сӑмахран, Саула илес пулсан, Иегова ӑна патшана лартнӑ чухне вӑл ырӑ та сӑпайлӑ ҫын пулнӑ. Анчах та мӑнкӑмӑлланса тата кӗвӗҫекен пулса кайсан, вӑл Давида, Турра шанчӑклӑ ҫынна, хӑвалама, хӗсӗрлеме пуҫланӑ (1 Патшасен 9:20, 21; 10:20—22; 18:7—11). Каярахпа Давид Израильти чи лайӑх патшасенчен пӗри пулнӑ, анчах вӑл та влаҫпа иртӗхнӗ — Урийӑн, хет ҫыннин, арӑмне хӑйне валли ултавпа илнӗ те ним айӑпсӑр упӑшкине вара  вӗлермешкӗн ҫапӑҫӑва янӑ (2 Патшасен 11:1—17). Чӑнах та, ҫылӑхлӑ ҫынсене влаҫпа тӗрӗс усӑ курма йывӑр. Иеговӑна хисеплемен ҫынсем влаҫа тытса тӑраҫҫӗ пулсан, влаҫпа тата ытларах иртӗхеҫҫӗ. Католик чиркӗвӗн паписем анлӑн хӗсӗрлеме пуҫлани ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн Британи патшалӑхӗн пӗр ӗҫченӗ: «Влаҫа тытса тӑни ҫынна пӑсать, пӗтӗм влаҫа тытса тӑни вара пӗтӗмпех пӑсса ярать»,— тенӗ. Влаҫпа иртӗхнине асра тытнӑ май, айтӑр ҫак ыйтӑва пӑхса тухар: мӗншӗн влаҫа пирӗн хисеплемелле?

МӖНШӖН ВЛАҪА ХИСЕПЛЕМЕЛЛЕ?

6, 7. а) Иеговӑна юратни пире мӗн тума хавхалантарать тата мӗншӗн? ӑ) Пӑхӑнса тӑрасси шутне мӗн кӗрет тата эпир мӗнле ҫакна кӑтартма пултаратпӑр?

6 Влаҫа хисеплесси юратуран пуҫланать: Иеговӑна, ҫывӑх ҫынсене тата хамӑра юратнинчен. Иеговӑна пуринчен ытла юратнӑран пирӗн унӑн чӗрине савӑнтарас килет. (Ытарӑшсем 27:11; Марк 12:29, 30 вуласа пар.) Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑнах Иеговӑн аслӑ влаҫӗ, урӑхла каласан, унӑн Ҫут тӗнче Патши пулма ирӗк пурри, пирки ҫӗр ҫинче иккӗлентернине тата ҫынсенчен чылайӑшӗ Иеговӑн влаҫне сирсе ярса Сатана майлӑ тӑнине эпир пӗлетпӗр. Эпир вара савӑнсах Иегова майлӑ тӑтӑмӑр. Ӳлӗмхине 4:11-мӗш сӑвӑ йӗркинчи мухтаса каланӑ сӑмахсене вуланӑ чухне пирӗн чӗрере пархатарлӑ туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ. Иегова Ҫут тӗнче Патши пулма тивӗҫлине питӗ лайӑх ӑнланатпӑр. Эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ пулнине унӑн влаҫне куллен пӑхӑнса тӑнипе кӑтартатпӑр.

7 Ҫавӑн пек хисеплени ахаль итлесе пурӑнни кӑна мар. Эпир Иеговӑна кӑмӑл тусах итлесе тӑратпӑр, мӗншӗн тесен ӑна юрататпӑр. Анчах та хӑш-пӗр чухне итлесе пурӑнма пире питӗ йывӑр пулма пултарать. Ҫавӑн чухне пирӗн, сыпӑк пуҫламӑшӗнче каласа панӑ пӗчӗк арҫын ача пекех, пӑхӑнса тӑма вӗренме тивет. Хӑйӗн Ашшӗн ирӗкне туса тӑма ҫав тери йывӑр пулнӑ чухне те Иисус пӑхӑнса  тӑнине эпир астӑватпӑр. «Манӑн ирӗкӗм мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр»,— тенӗ вӑл хӑйӗн Ашшӗне (Лука 22:42).

8. а) Иеговӑн влаҫне пӑхӑнса тӑни час-часах мӗнпе ҫыхӑннӑ тата Иегова ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхать? ӑ) Канаш панине итлеме тата ӑс панине йышӑнма мӗн пулӑшӗ? (Рамкӑна пӑх, 46—47 страницӑсем.)

8 Паллах ӗнтӗ, Иегова хальхи вӑхӑтра кашни ҫынпа уйрӑммӑн калаҫмасть, анчах вӑл хӑй мӗн калассине хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ тата хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ҫыннисем урлӑ пӗлтерсе тӑрать. Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑн влаҫне пӑхӑнса тӑнине ялан тенӗ пекех вӑл лартнӑ ҫынсене е вӑл пирӗнпе пуҫ пулма ирӗк панӑ ҫынсене хисепленипе кӑтартатпӑр. Ҫав ҫынсене хирӗҫ тӑратпӑр пулсан,— сӑмахран, вӗсем Библи тӑрӑх панӑ канашсемпе ӑса вӗрентнине сирсе яратпӑр пулсан,— эпир вара Турра хурлантарнӑ пулӑттӑмӑр. Израиль халӑхӗ Моисее ӳпкелесе хирӗҫ тӑнӑ чухне Иегова ҫакна хӑйне хирӗҫ ҫӗкленӗ пӑлхав тесе шутланӑ (Йыша шутлани 14:26, 27).

9. Мӗншӗн ҫывӑх ҫынна юратни влаҫа хисеплеме хавхалантарать? Тӗслӗх илсе кӑтарт.

9 Влаҫа хисепленине ҫывӑх ҫынсене юратнипе те кӑтартатпӑр. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Калӑпӑр, эсӗ ҫар ҫынни. Ҫар ҫӗнтересси кӑна мар, тӑрса юласси те ялан тенӗ пекех кашни салтак пӗр-пӗрне пулӑшса тӑнинчен, ҫар пуҫлӑхӗсене итлесе, хисеплесе тӑнинчен килет. Эсӗ влаҫа пӑхӑнса тӑманнипе ҫав ҫар йӗркине пӑсса тӑратӑн пулсан, ытти салтаксем хӑрушлӑха лекме пултараҫҫӗ. Шел пулин те, ҫынсем йӗркеленӗ ҫарсем паян сахал мар сиен кӳреҫҫӗ. Анчах Иеговӑн та ҫарсем пур, вӗсем яланах усӑ параҫҫӗ. Библире Иегова пирки «ҫӳлти ҫарсенӗн Ҫӳлхуҫи» тесе нумай хут каланӑ (Псалом 23:10). Вӑл хӑватлӑ ангелсен шутласа кӑларма ҫук ҫарӗн Пуҫлӑхӗ. Хӑш-пӗр чухне Иегова хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсем пирки те ҫар ҫыннисем тет (Иезекииль 37:1—10; 2 Тимофей 2:3). Пирӗнпе пуҫ пулса власть тытса тӑма Иегова лартнӑ ҫынсене хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗмӗр пулсан, пухури тӑвансем пире пула хӑрушлӑха лекмӗччӗҫ-ши?  Христианин Турӑ лартнӑ старейшинӑсене хирӗҫ кайсан, ҫакӑ пухура ыттисене те сиен кӳме пултарать (1 Коринф 12:14, 25, 26). Ача никама та итлемест пулсан, пӗтӗм ҫемье хӗн курать. Эпир ҫывӑх ҫынсене юратнине хисепленипе тата пӗр-пӗрне пулӑшас кӑмӑллӑ пулнипе кӑтартатпӑр.

10, 11. Мӗншӗн влаҫа хисеплени пире хамӑрах усӑ парать тесе калама пулать?

10 Эпир влаҫа тытса тӑракан ҫынсене хисеплетпӗр, мӗншӗн тесен ҫакӑ пире хамӑрах усӑллӑ. Иегова пире влаҫа хисеплеме ыйтнӑ чухне ҫакӑ пире мӗнле усӑ панине час-часах аса илтерсе тӑрать. Сӑмахран, вӑл ачасене лайӑх пултӑр тата вӗсен кунҫулӗ вӑрӑма пытӑр тесе ашшӗ-амӑшне итлеме хушать (Саккуна астутарни 5:16; Эфес 6:2, 3). Вӑл пире пухури старейшинӑсене хисеплемелле тет, мӗншӗн тесен ҫакна туманни пирӗнпе Иегова Турӑ хушшинчи туслӑха аркатма пултарать (Еврейсем 13:7, 17). Хамӑра ырӑ пултӑр тесе вӑл ҫавӑн пекех пире патшалӑх влаҫне пӑхӑнса тӑма хушать (Рим 13:4).

 11 Иегова мӗншӗн итлесе пурӑнма ыйтнине пӗлетпӗр пулсан, ҫакӑ пире влаҫа хисеплеме пулӑшать, ҫапла мар-и? Влаҫа хисепленине эпир виҫӗ енчен мӗнле кӑтартма пултарнине пӑхса тухар.

ҪЕМЬЕРЕ ПӖР-ПӖРНЕ ХИСЕПЛЕНИ

12. Иегова упӑшкине тата ашшӗне ҫемьере мӗнле тивӗҫ панӑ тата ҫак тивӗҫе вӑл мӗнле туса тӑма пултарать?

12 Иегова — ҫемье Никӗслевҫи. Вӑл — йӗрке тытса тӑракан Турӑ, ҫавӑнпа та Иегова ҫемьене йӗркеленӗ чухне, унта мирпе килӗшӳ пултӑр тесе пурне те тунӑ (1 Коринф 14:33). Вӑл упӑшкине тата ашшӗне ҫемье пуҫӗ пулма власть парать. Упӑшки хӑйӗн Пуҫлӑхне, Иисус Христоса, хисепленине хӑйне Иисус пухӑвӑн пуҫӗ пулса мӗнле ертсе пырать, ҫавӑн пек тытнипе кӑтартать (Эфес 5:23). Апла пулсан, упӑшкин хӑйӗн тивӗҫне туса тӑрассинчен пӑрӑнма кирлӗ мар, ун вырӑнне унӑн хӑйӗн тивӗҫне хӑюллӑн туса тӑмалла; упӑшкин пурне те хӑратса хӑйне пӑхӑнтарса тӑракан хаяр ҫын та пулмалла мар, пачах урӑхла, унӑн юратакан, ырӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пулмалла. Хӑйӗн влаҫӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр маррине упӑшки асра тытать — вӑл Иеговӑн влаҫне нихӑҫан та ирттереймест вӗт.

Христосран тӗслӗх илсе ашшӗ ҫемье пуҫӗн тивӗҫне туса тӑрать

13. Мӗнле майпа арӑмӗ тата амӑшӗ ҫемьери хӑйӗн тивӗҫне Иеговӑна юрӑхлӑ туса тӑма пултарать?

13 Арӑмӗ тата амӑшӗ — упӑшкине пулӑшаканӗ. Унӑн та ҫемьере власть  пур, мӗншӗн тесен Библире «аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле» тенӗ (Ытарӑшсем 1:8). Паллах ӗнтӗ, арӑмӗн влаҫӗн чикки пур: вӑл упӑшкине пӑхӑнса тӑрать. Упӑшкине ҫемье пуҫӗн тивӗҫне туса тӑма пулӑшнипе арӑм христианка упӑшкин влаҫне хисепленине кӑтартать. Вӑл упӑшки пирки ниме тӑман ҫын темест, хӑйӗнне тӑвас тесе вӑл упӑшкипе хуҫаланмасть, ҫемье пуҫӗ пулас тесе хапсӑнмасть. Вӑл упӑшкине пур енчен те пулӑшса тӑрать. Упӑшки мӗн тума шут тытнипе килӗшмесен, арӑмӗ ҫакна хисеплӗн хӑй мӗн шутлани ҫинчен пӗлтерме пултарать, анчах та вӑл унчченхи пекех упӑшкине пӑхӑнса тӑрать. Упӑшки Иегова Турра ӗненмест пулсан, арӑмне йывӑр пулма пултарать, ҫапах вӑл хӑйне лайӑх тытнипе, тен, упӑшкине Иеговӑна ӗненме пулӑшӗ. (1 Петр 3:1, 2 вуласа пар.)

14. Ачасем ашшӗ-амӑшне тата Иеговӑна мӗнле савӑнтарма пултараҫҫӗ?

14 Ачасем ашшӗ-амӑшне итлесе тӑнипе Иеговӑн чӗрине савӑнтараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен ашшӗ-амӑшне те савӑнӑҫпа  чыс кӳреҫҫӗ (Ытарӑшсем 10:1). Ҫемьере ашшӗ е амӑшӗ кӑна пулсан, ачисен ҫавӑн пекех итлесе тӑмалла, мӗншӗн тесен ашшӗне е амӑшне тата ытларах пулӑшу кирлине ӑнланмалла вӗсен. Турӑ мӗн тума хушнине ҫемьере кашни туса тӑрать пулсан, вара килӗшӳпе савӑнӑҫ пулӗ. Ҫакӑ ҫемье Никӗслевҫине, Иегова Турра, чыс кӳрет.

ПУХУРА ПӖР-ПӖРНЕ ХИСЕПЛЕНИ

15. а) Иеговӑн влаҫне хисепленине эпир пухура мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Ертсе пырассине хӑйсем ҫине илекенсене итлесе пурӑнма пире мӗнле принципсем пулӑшма пултараҫҫӗ? (Рамкӑна пӑх, 48—49 страницӑсем.)

15 Иегова хӑйӗн Ывӑлне христиансен пухӑвӗн Пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ (Колоссӑ 1:13, 14). Иисус вара «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» ҫӗр ҫинчи Туррӑн халӑхне Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗн пулӑшать, ҫавна парса тӑма хушнӑ (Матфей 24:45—47). Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ — ҫав «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура». Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчи пекех, Ертсе пыракан совет паракан канашсене тата вӗрентсе каланисене паян старейшинӑсем тӳрех вӗсенчен е ҫав совет янӑ ҫынсем, сӑмахран, ҫулҫӳрекен надзирательсем, урлӑ илсе тӑраҫҫӗ. Старейшинӑсен влаҫне хисепленипе пирӗнтен кашни Иеговӑна итлесе тӑнине кӑтартать. (1 Фессалоника 5:12; Еврейсем 13:17 вуласа пар.)

16. Арҫын тӑвансене старейшина пулма святой сывлӑшпа лартнӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?

16 Старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсен ҫитменлӗхсем пур. Вӗсем те, пирӗн пекех, йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ. Ҫапах та старейшинӑсем «парне пек панӑ» ҫынсем, вӗсем пухупа Иегова хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗп пулма пулӑшаҫҫӗ (Эфес 4:8, ҪТ). Арҫын тӑвансене старейшина пулма святой сывлӑшпа лартнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 20:28). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Чи малтан вӗсен Турӑ святой сывлӑшӗ урлӑ хӑйӗн Сӑмахӗнче мӗн тума хушнӑ, ҫавӑнпа килӗшӳллӗ пурӑнмалла (1 Тимофей 3:1—7, 12; Тит 1:5—9). Унсӑр пуҫне тата, арҫын тӑван мӗн таран Библи тӑрӑх  пурӑннине пӗлме старейшинӑсем святой сывлӑш ертсе пытӑр тесе Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтӑваҫҫӗ.

17. Мӗншӗн христианкӑсен пухури хӑш-пӗр ӗҫсене тунӑ чухне пуҫне ҫыхмалла е мӗн те пулин тӑхӑнмалла?

17 Хӑш-пӗр чухне пухура старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем — хӑйсене хушнӑ ӗҫе тума, сӑмахран, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерме пултаракансем — ҫук. Ҫавӑн пек чухне вӗсем вырӑнне ҫак ӗҫе шыва кӗнӗ ытти арҫын тӑвансем тума пултараҫҫӗ. Арҫын тӑвансем ҫук пулсан, ҫак ӗҫе юрӑхлӑ хӗрарӑм тӑвансем тума пултараҫҫӗ. Анчах та ҫак ӗҫе тунӑ чухне — ӑна вара ялан тенӗ пекех шыва кӗнӗ арҫын тӑвансем туса тӑраҫҫӗ — хӗрарӑмӑн хӑйӗн пуҫне ҫыхмалла е мӗн те пулин тӑхӑнмалла (1 Коринф 11:3—10) *. Ҫакӑн пек тума ыйтни хӗрарӑмсене хисеплеменнине пӗлтермест. Ун вырӑнне ҫакӑ ҫемьере те, пухура та Иегова хунӑ пуҫлӑх йӗркине хисепленине кӑтартма май парать.

ПАТШАЛӐХ ВЛАҪНЕ ХИСЕПЛЕНИ

18, 19. а) Рим 13:1—7 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ принципа эсӗ мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑн? ӑ) Патшалӑх влаҫне хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

18 Чӑн христиансем Рим 13:1—7 сӑвӑ йӗркисенчи принципсене чунтан тӑрӑшса тытса тӑраҫҫӗ. (Вуласа пар.) Ҫав сӑвӑ йӗркисене вуланӑ май, унта «аслӑ пуҫлӑхсем» тени патшалӑх влаҫне пӗлтернине асӑрхама пулать. Иегова ҫак патшалӑхсен влаҫне пулма ирӗк панӑ вӑхӑтра, вӗсем мӗнле те пулин йӗрке тытса тӑнипе тата кирлипе тивӗҫтерсе тӑнипе кирлӗ ӗҫсене туса тӑраҫҫӗ. Ҫав влаҫа хисепленине эпир законсене тытса тӑнипе кӑтартатпӑр. Эпир тӳлеме кирлӗ налогсене тӳлесе тӑратпӑр, патшалӑх ыйтакан документсемпе бланксене тӗрӗс ҫырса паратпӑр тата пирӗн ҫемьепе, ӗҫпе, пурлӑхпа ҫыхӑннӑ законсене тытса тӑратпӑр. Анчах та патшалӑх влаҫӗ пире Туррӑн законне пӑсма хушать пулсан, эпир пӑхӑнмастпӑр. Ун вырӑнне  эпир апостолсем каланӑ пек калатпӑр: «Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Апостолсен ӗҫӗсем 5:28, 29; «Хӑш влаҫа манӑн пӑхӑнса тӑмалла?» текен рамкӑна пӑх, 42-мӗш страница).

19 Хамӑра ыттисемпе мӗнле тытнипе те эпир влаҫа хисепленине кӑтартатпӑр. Хӑш-пӗр чухне пирӗн патшалӑх чиновникӗсемпе ӗҫ тума тивет. Павел апостолӑн Ирод Агриппа патшапа тата Фест ятлӑ пуҫлӑхпа тӗл пулма тивнӗ. Ҫав ҫынсен ҫитменлӗхӗсем самаях пулнӑ пулин те, Павел вӗсемпе хисеплӗн калаҫнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 26:2, 25). Пирӗн хӑватлӑ пуҫлӑхпа е ахаль полицейскипе калаҫма тивет-и, эпир хамӑра Павел пекех тытатпӑр. Шкулта ҫамрӑк христиансем учительсене, шкулти пуҫлӑхсемпе ӗҫлекенсене ҫавӑн пек хисеплеме тӑрӑшаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, эпир хамӑр ӗненӳпе килӗшекеннисене ҫеҫ мар, Иегова Свидетелӗсене хирӗҫ пыракансене те хисеплетпӗр. Иегова Турра ӗненменнисен, пӗтӗмӗшле илсен, эпир вӗсене хисепленине туймалла (1 Петр 3:15; Рим 12:17, 18 вуласа пар).

20, 21. Влаҫа тивӗҫлипе хисеплени мӗнле пиллӗхсем парать?

20 Айтӑр ыттисене кӑмӑлтан хисеплесе пурӑнар. Петр апостол ҫырнӑ: «Пурне те хисеплӗр» (1 Петр 2:17). Ҫынсем эпир вӗсене чун-чӗререн хисепленине туяҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсен кӑмӑлне питӗ вӑйлӑ хускатма пултарать. Чӑнах та, паян пӗр-пӗрне хисеплесси сайра хутра тӗл пулать. Ҫынсене хисеплетпӗр пулсан, эпир Иисусӑн ӳкӗтне тытса тӑратпӑр: «Сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр» (Матфей 5:16).

21 Тӗттӗмлӗхе путнӑ ҫак тӗнчере ырӑ чӗреллӗ ҫынсем Турӑ паракан ҫутӑ патне туртӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир ҫемьере, пухура тата ытти вырӑнсенче хисепленине кӑтартатпӑр пулсан, кам та пулин, тен, пирӗнпе пӗрле ҫав ҫутӑра ҫӳреме килӗшӗ. Мӗн тери паха шанчӑк! Ҫынсем килӗшмесен те, эпир ҫакна шанса тӑратпӑр: эпир ҫынсене хисеплесе пурӑнни Иегова Турра савӑнтарать тата пире унӑн юратӑвӗнче тӑрса юлма пулӑшать. Ҫакӑнтан лайӑхраххи урӑх мӗн те пулин пур-и вара?

^ 17 абз. Ҫак принципа мӗнле тытса тӑмаллине кӑтартакан хӑш-пӗр тӗслӗхсене Хыҫсӑмахра, 209—212 страницӑсенче, пӗлме пулать.