Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Туррӑн ырӑ хыпарӗ

 12-МӖШ УРОК

Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

1. Турӑ пур кӗлле те итлет-и?

Турӑ пур ҫынна та кӗлӗ урлӑ хӑйӗнпе ҫывӑхлантарасшӑн (Псалом 64:3). Анчах та вӑл пур кӗлле те итлемест. Тӗслӗхрен, хӑйне арӑмӗпе япӑх тытакан арҫыннӑн кӗллисем хуравсӑр юлма пултараҫҫӗ (1 Петр 3:7). Израиль халӑхӗ усал ӗҫсем туса тӑнӑ чухне Турӑ вӗсене итлемен. Анчах та вӑл хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсене итлеме хатӗр. Ҫакна асра тытмалла: Турра кӗлтӑвасси — пысӑк чыс. (Исаия 1:15; 55:7 вулӑр.)

2. Мӗнле кӗлтумалла?

Иеговӑна кӑна кӗлтумалла, мӗншӗн тесен вӑл Пултаракан тата пӗртен-пӗр чӑн Турӑ (Матфей 4:10; 6:9). Анчах эпир ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ пирки пирӗн Иисус Христос урлӑ кӗлтумалла, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ҫылӑхсемшӗн вилнӗ (Иоанн 14:6). Иегова пире пӑхмасӑр калама вӗреннӗ кӗлӗсене калаттарасшӑн мар е вӗсене кӗлӗ кӗнекинчен вулаттарасшӑн мар. Кӗлтунӑ чухне вӑл пире хамӑрӑн шухӑшсемпе туйӑмсем ҫинчен калаттарасшӑн. (Матфей 6:7; Филиппӑ 4:6, 7 вулӑр.)

Пултаракан эпир хамӑр ӑшра калакан кӗлӗсене те илтет (1 Патшасен 1:12, 13). Вӑл пире кирек хӑш вӑхӑтра та кӗлтума хавхалантарать. Куна кӗлӗпе пуҫлани тата вӗҫлени, апат умӗн, ҫавӑн пекех йывӑрлӑхсем сиксе тухсан кӗлтуни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. (Псалом 54:23; Матфей 15:36 вулӑр.)

3. Христиансен мӗншӗн пӗрле пухӑнмалла?

Турӑпа ҫывӑхланма ҫӑмӑлах мар, мӗншӗн тесен пирӗн таврари ҫынсем нумайӑшӗ Турра ӗненмеҫҫӗ тата вӑл ҫӗр  ҫинче рай туса парать тенинчен кулаҫҫӗ (2 Тимофей 3:1, 4; 2 Петр 3:3, 13). Ҫавӑнпа пӗрле ӗненекенсемпе хутшӑнни тата пӗр-пӗрне пулӑшни питӗ кирлӗ. (Еврейсем 10:24, 25 вулӑр.)

Турра юратакансемпе хутшӑнни пире унпа ҫывӑхланма пулӑшать. Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетме питӗ лайӑх май параҫҫӗ. (Рим 1:11, 12 вулӑр.)

4. Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

Эсир Туррӑн Сӑмахӗнчен мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан унпа ҫывӑхланма пултаратӑр. Ҫавӑнпа унӑн ӗҫӗсем, саккунӗсем тата вӑл сӑмах панисем ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакӑ пире Туррӑн юратӑвӗ мӗн тери пысӑк тата вӑл ҫав тери ӑслӑ пулнине ӑнланса илме пулӑшать. (Иисус Навин 1:8; Псалом 1:1—3 вулӑр.)

Эсир Турра шанатӑр тата ӗненетӗр пулсан кӑна унпа ҫывӑхланма пултаратӑр. Ӗненӗве ӳсен-тӑранпа танлаштарма пулать: вӑл ӳстӗр тесен ӑна шӑвармалла. Ӗненӗве те ҫирӗплетсе тӑмалла. Ҫакна тӑвас тесен Библири вӗрентӳсем чӑн пулнине сире мӗн ӗнентерни пирки шухӑшламалла. (Матфей 4:4; Еврейсем 11:1, 6 вулӑр.)

5. Турӑпа ҫывӑхланни мӗнле усӑ парать?

Иегова хӑйне юратакансемшӗн тӑрӑшать. Пирӗн ӗненӗве мӗн аркатма пултарать тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка мӗн пӗтерме пултарать, вӑл пире ҫавсенчен пуринчен те хӳтӗлет (Псалом 90:1, 2, 7—10). Турӑ пире сывлӑха сиен кӳме, телейсӗр тума пултаракан пурнӑҫпа пурӑнассинчен асӑрхаттарать. Иегова пире чи лайӑх ҫулпа пыма пулӑшать. (Псалом 72:27, 28; Иаков 4:4, 8 вулӑр.)