Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Туррӑн ырӑ хыпарӗ

 2-МӖШ УРОК

Кам вӑл Турӑ?

Кам вӑл Турӑ?

1. Пирӗн мӗншӗн Турра пуҫҫапмалла?

Чӑн Турӑ вӑл — Пултаракан, пурне те вӑл пултарнӑ. Унӑн пуҫламӑшӗ пулман, вӗҫӗ те нихӑҫан та пулас ҫук (Псалом 89:2). Библире ҫырса хунӑ ырӑ хыпара пире шӑпах вӑл пӗлтернӗ (1 Тимофей 1:11). Турӑ пире пурнӑҫ парнеленӗ, ҫавӑнпа пирӗн ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла. (Ӳлӗмхине 4:11 вулӑр.)

2. Турӑ ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

Ҫынсенчен никам та нихӑҫан та Турра курман, мӗншӗн тесен вӑл Сывлӑш. Сывлӑш вӑл — пирӗн пурнӑҫран чылай ҫӳллӗ шайра тӑракан пурнӑҫ (Иоанн 1:18; 4:24). Турра курма ҫук пулин те, вӑл пултарнисене сӑнаса ун ҫинчен пӗлме пулать. Сӑмахран, улма-ҫырлапа чечексем тӗрлӗрен пулни унӑн юратӑвӗпе ӑслӑлӑхне кӑтартать. Вӗҫӗ-хӗррисӗр Ҫут тӗнче вара унӑн вӑйӗ ҫинчен пӗлтерет. (Рим 1:20 вулӑр.)

Турӑ ҫинчен ытларах Библи вуласа пӗлме пулать. Унта Турӑ мӗне юратни, мӗне юратманни ҫинчен, вӑл хӑйне ҫынсемпе тата тӗрлӗ лару-тӑрура мӗнле тытни ҫинчен каланӑ. (Псалом 102:7—10 вулӑр.)

3. Туррӑн ячӗ пур-и?

Иисус: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр»,— тенӗ (Матфей 6:9). Туррӑн титулсем нумай, анчах та ячӗ пӗрре кӑна. Тӗрлӗ чӗлхере ҫак ят тӗрлӗрен илтӗнет. Чӑвашла ытларах чухне «Иегова» теҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем «Яхве» теҫҫӗ. (Тухни 15:3 вулӑр.)

Библин нумай куҫарӑвӗнчен Туррӑн ятне кӑларса пӑрахнӑ та ӑна Ҫӳлхуҫа тата Турӑ титулсемпе улӑштарнӑ. Анчах та Библин пирвайхи алҫырӑвӗсенче Туррӑн ячӗ 7 000 хута яхӑн тӗл пулнӑ. Ҫынсене Турӑ ҫинчен вӗрентнӗ  чухне Иисус яланах Туррӑн ячӗпе усӑ курнӑ. (Иоанн 17:26 вулӑр.)

4. Иегова пирӗншӗн тӑрӑшать-и?

Ҫак юратакан ашшӗ пекех, Турӑ пуласлӑхра пире лайӑх пултӑр тесе пурне те тӑвать

Паян тӗнчере хӗн-хурпа асап питӗ нумай. Ҫакӑ Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшманнине тата пирӗн ҫинчен пачах шухӑшламаннине пӗлтерет-ши? Хӑшӗ-пӗрисем Турӑ пире тӗрӗслеме асап ярать теҫҫӗ. Анчах ҫакӑ тӗрӗс мар. (Иаков 1:13 вулӑр.)

Иегова пире суйласа илме ирӗк панӑ, ҫакӑншӑн эпир ӑна пархатарлӑ. Ҫак ирӗкпе усӑ курса эпир уншӑн ӗҫлеме пултаратпӑр (Иисус Навин 24:15). Анчах та нумайӑшӗ урӑх ҫула суйласа илет. Вӗсем усал ӗҫсем тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа тӗнчере хӗн-асап питӗ нумай. Ҫак тӗрӗсмарлӑх Иеговӑна питӗ кулянтарать. (Пултарни 6:5, 6 вулӑр.)

Иегова пирӗншӗн тӑрӑшать. Вӑл пире савӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Кӗҫех вӑл усаллӑха та, усал ӗҫ тӑвакансене те пӗтерӗ. Иегова хальлӗхе хӗн-асапа пулма парать пулин те, ҫакӑ вӑл вӑхӑтлӑха кӑна тата унӑн ҫакӑн валли витӗмлӗ сӑлтав пур. Мӗнле сӑлтав? Ун ҫинчен эпир 8-мӗш урокран пӗлӗпӗр. (2 Петр 2:9; 3:7, 13 вулӑр.)

5. Турӑпа мӗнле ҫывӑхланмалла?

Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑхлатасшӑн. Ҫакна тума пире кӗлтуни пулӑшать, пирӗн Турӑпа калаҫмалла. Вӑл кашни ҫынпа интересленет (Псалом 64:3; 144:18). Иегова каҫарма хатӗр. Пирӗн хӑш-пӗр чухне пулсах каймасть пулин те, Вӑл эпир ӑна савӑнтарма тӑрӑшнине асӑрхать. Ҫавӑнпа та эпир хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах Турӑпа туслӑ пулма пултаратпӑр. (Псалом 102:12—14; Иаков 4:8 вулӑр.)

Иегова пире пурнӑҫ парнеленӗ, ҫавӑнпа пирӗн пуринчен ытла ӑна юратмалла (Марк 12:30). Турра юратнине кӑтартас тесен малалла та ун ҫинчен пӗлсе пымалла тата унӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑмалла. Ҫапла тусан эсир Иеговӑпа ҫывӑхланма пултаратӑр. (1 Тимофей 2:4; 1 Иоанн 5:3 вулӑр.)