Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Туррӑн ырӑ хыпарӗ

 11-МӖШ УРОК

Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнни мӗншӗн усӑллӑ?

Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнни мӗншӗн усӑллӑ?

1. Мӗншӗн хамӑрӑн ӑс-тӑнпа кӑна пурӑнмалла мар?

Библири принципсем хамӑрӑн тата ыттисен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкересрен сыхланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (ПСАЛОМ 35:10.)

Пире Пултаракан пирӗнтен темӗн чухлӗ ӑслӑрах. Вӑл, юратакан Атте пекех, пирӗншӗн тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне, пирӗн пурнӑҫ Турӑран килет, мӗншӗн тесен вӑл пире ҫавӑн пек пултарнӑ (Иеремия 10:23). Пӗчӗк ачана ашшӗ-амӑшӗ пӑхни кирлӗ пекех пире пурне те Туррӑн ӑслӑ канашӗсем кирлӗ (Исаия 48:17, 18). Библи принципӗсем пире мӗнле пурӑнмаллине кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑ Туррӑн парни. (2 Тимофей 3:16 вулӑр.)

Иеговӑн саккунӗсемпе принципӗсем халех пире хамӑрӑн пурнӑҫа лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ. Унтан та ытларах, вӗсем пуласлӑхра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен мӗн тумаллине кӑтартаҫҫӗ. Пире Турӑ пултарнӑран тата вӑл пирӗн ҫинчен пурне те пӗлнӗрен унӑн канашӗсене итлени тата вӗсемшӗн пархатарлӑ пулни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. (Псалом 18:8, 12; Ӳлӗмхине 4:11 вулӑр.)

2. Библи принципӗсем — мӗнсем вӗсем?

Библире саккунсем те, принципсем те пур. Саккунсем вӗсем — мӗн тумаллине кӑтартакан йӗркесем (Саккуна астутарни 22:8). Принципсем вара — тӗрлӗ ҫӗрте усӑ курмалли тӗп чӑнлӑхсем. Пӗр-пӗр лару-тӑрура принциппа мӗнле усӑ курмаллине ӑнланас тесен тӗплӗн шухӑшламалла (Ытарӑшсем 2:10—12). Тӗслӗхрен, Библи пурнӑҫ вӑл Турӑ панӑ парне тесе вӗрентет. Ҫак тӗп принципа асра тытатпӑр пулсан эпир ӗҫре, килте тата отпускра хамӑр пурнӑҫа е ыттисен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкересрен сыхланӑпӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:28 вулӑр.)

 3. Мӗнле икӗ принцип чи кирли шутланать?

Иисус чи кирлӗ икӗ принцип пирки каланӑ. Пӗрремӗшӗ этемӗн пурнӑҫ тӗллевӗпе ҫыхӑннӑ — Турра пӗлмелле, ӑна юратмалла тата уншӑн пӗтӗм чунтан ӗҫлесе тӑмалла. Пурнӑҫра кирек мӗнле йышӑнусем тунӑ чухне те пирӗн яланах ҫак пӗрремӗш принципа шута илмелле (Ытарӑшсем 3:6). Ҫапла тӑвакансем Туррӑн тусӗсем пулма, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тата чӑннипех телейлӗ пулма пултараҫҫӗ. (Матфей 22:36—38 вулӑр.)

Иккӗмӗш принцип пире ыттисемпе мирлӗ пурӑнма пулӑшать (1 Коринф 13:4—7). Ҫак принциппа усӑ курас тесен, Турӑ хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытать, пирӗн те ҫавӑн пек пулма тӑрӑшмалла. (Матфей 7:12; 22:39, 40 вулӑр.)

4. Библи принципӗсем пире мӗнле усӑ параҫҫӗ?

Библи принципӗсем ҫемьерисене пӗр-пӗринпе ҫывӑхлантараҫҫӗ тата чӑн-чӑн юрату кӑтартма вӗрентеҫҫӗ (Эфес 4:32; Колоссӑ 3:12, 14). Турӑ Сӑмахӗнче ҫемьесене ҫирӗплетекен тата тепӗр питӗ кирлӗ принцип пур. Библи вӗрентнӗ тӑрӑх, мӑшӑрсен мӗн виличчен пӗрле пурӑнмалла. (Пултарни 2:24 вулӑр.)

Библи вӗрентнӗ тӑрӑх пурӑнсан хамӑра мӗн кирлипе тивӗҫтерме тата чун канӑҫлӑхне тупма пулать. Тӗслӗхрен, ӗҫ паракансем ытларах чухне суймасӑр-улталамасӑр пурӑнакан тата ӗҫчен ҫынсене ӗҫе илеҫҫӗ (Ытарӑшсем 10:4, 26; Еврейсем 13:18). Турӑ Сӑмахӗ ҫавӑн пекех пире мӗн пуррипе ҫырлахма тата Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑха кирек мӗнле пурлӑхран та ытларах хаклама вӗрентет. (Матфей 6:24, 25, 33; 1 Тимофей 6:8—10 вулӑр.)

Библи принципӗсемпе усӑ курни сывлӑха упрама пулӑшать (Ытарӑшсем 14:30; 22:24, 25). Тӗслӗхрен, Турӑ Сӑмахӗ эрех-сӑрапа иртӗхнине сивлет. Ҫак тӗлӗшрен Турра итлетпӗр пулсан, ҫакӑ пире вилмеллех чирлессинчен тата инкек-синкеке лекессинчен, сӑмахран, машинӑпа аварие лекессинчен хӳтӗлеме пултарать (Ытарӑшсем 23:20). Иегова эрех-сӑра ӗҫме чармасть, анчах та виҫине пӗлмелле (Псалом 103:15; 1 Коринф 6:10). Туррӑн принципӗсем пире хамӑра мӗнле тытнине те, хамӑрӑн шухӑшсене те тӗрӗслесе тӑма вӗрентеҫҫӗ (Псалом 118:97—100). Ҫакна палӑртмалла: чӑн христиансем Туррӑн нормисене хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех Турра мухтава кӑларас тесе тытса тӑраҫҫӗ. (Матфей 5:14—16 вулӑр.)