Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Туррӑн ырӑ хыпарӗ

 15-МӖШ УРОК

Мӗншӗн малалла та Иегова ҫинчен пӗлсе пымалла?

Мӗншӗн малалла та Иегова ҫинчен пӗлсе пымалла?

1. Библие малалла вӗренни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

Библин тӗп вӗрентӗвӗсене кӗскен пӑхса тухни сире Иеговӑна хытӑрах юратма пулӑшрӗ пулӗ. Юратӑва ҫирӗплетсех тӑмалла (1 Петр 2:2). Эсир малалла та Турӑ ҫинчен пӗлсе пыратӑр тата унӑн Сӑмахне вӗренетӗр пулсан ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑр. (Иоанн 17:3; Иуда 21 вулӑр.)

Турӑ ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратӑр, сирӗн ӗненӳ ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпленсе пырӗ. Ӗненӳ сире Турра юрӑхлӑ пулма пулӑшӗ (Еврейсем 11:1, 6). Вӑл сире ӳкӗнме тата пурнӑҫра кирлӗ улшӑнусем тума хавхалантарӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19 вулӑр.)

2. Эсир Турӑ ҫинчен пӗлни ыттисене мӗнле усӑ пама пултарать?

Иеговӑна унӑн тусӗ пулас килни ҫинчен калӑр

Паллах ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑр мӗн пӗлни ҫинчен ыттисене каласа парас килӗ, вӗт пире пурне те ыттисене лайӑх хыпар пӗлтерме килӗшет. Турӑ ҫинчен малалла та пӗлсе пырсан эсир хӑвӑр мӗне ӗненнине Библи тӑрӑх ӑнлантарса пама вӗренсе ҫитӗр. (Рим 10:13—15 вулӑр.)

Нумайӑшӗ ырӑ хыпара малтан тусӗсемпе хурӑнташӗсене каласа парать. Сӑпайлӑ пулӑр. Ҫынсене вӗсен тӗнӗ тӗрӗс мар тесе ан калӑр. Вӗсене Турӑ мӗн туса пама сӑмах пани ҫинчен калани лайӑхрах. Асра тытӑр: сирӗн ӗҫӗрсем ҫынсене сӑмахӑрсенчен те ытларах витӗм кӳме пултараҫҫӗ. (2 Тимофей 2:24—26 вулӑр.)

3. Библи вӗренни Турӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрӗ?

Библи вӗренни сире Турӑ ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн сирӗн Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталанӗҫ. Эсир унӑн ҫемйинчи ҫын пулса тӑма та пултарӑр. (2 Коринф 6:18 вулӑр.)

 4. Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума сире мӗн пулӑшӗ?

Библири принципсемпе пурнӑҫра усӑ курма вӗренес тесен малалла та Турӑ Сӑмахне лайӑхрах пӗлме тӑрӑшӑр (Еврейсем 5:13, 14). Иегова Свидетелӗсенчен кама та пулин хӑвӑрпа ҫак кӗнекепе Библи вӗренме ыйтӑр: «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?». Турӑ Сӑмахне эсир мӗн чухлӗ ытларах вӗренсе пыратӑр, сирӗн пурнӑҫ ҫавӑн чухлӗ савӑнӑҫлӑрах пулӗ. (Псалом 1:1—3; 72:27, 28 вулӑр.)

Ырӑ хыпара Иегова, «телейлӗ Турӑ», пӗлтернӗ (1 Тимофей 1:11, ҪТ). Эсир Туррӑн халӑхӗпе пӗрлешсен Турӑпа ҫывӑхланма пултаратӑр (Еврейсем 10:24, 25). Иеговӑна хӑвӑрӑн ырӑ ӗҫӗрсемпе савӑнтарса эсир чӑн-чӑн пурнӑҫ — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ — патне ҫывӑхаратӑр. Турӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетсе тӑрӑр. Ҫакӑ ҫыннӑн мӗн пулма пултарнинчен чи хакли. (1 Тимофей 6:19 вулӑр.)

 

Ытларах пӗлӗр

ТӖЛПУЛУСЕМ

Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?

Килӗр, вара хӑвӑрах курма пултарӑр.

БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ЫЙТӐР

Мӗншӗн Библи вӗренмелле?

Библи пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫынна пурнӑҫри тӗп ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшать. Сирӗн вӗсенчен пӗри пулас килет-и?

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан