Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Туррӑн ырӑ хыпарӗ

Туррӑн ырӑ хыпарӗ мӗн ҫинчен? Ҫак хыпара мӗншӗн ӗненме юрать? Ҫак брошюрӑра Библипе ҫыхӑннӑ анлӑ сарӑлнӑ ыйтусен хуравӗсене илсе панӑ.

Ҫак брошюрӑпа мӗнле усӑ курмалла

Ҫак брошюра сире Турӑ ҫинчен тӳрех унӑн Сӑмахӗнчен, Библирен, пӗлме пулӑшӗ. Хӑвӑрӑн Библире сӑвӑ йӗркисене мӗнле тупмаллине пӑхӑр.

Ырӑ хыпар мӗн ҫинчен?

Туррӑн хыпарӗ мӗн ҫинчен каланине, мӗншӗн вӑл паян питӗ кирлине тата сирӗн мӗн тумаллине пӗлӗр.

Кам вӑл Турӑ?

Туррӑн ячӗ пур-и тата вӑл пире юратать-и?

Библи Турӑран пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Библире ҫырса пани чӑнлӑх тесе ӗненме мӗнле сӑлтавсем пур?

Кам вӑл Иисус Христос?

Иисус мӗншӗн вилнине, тӳлесе илни мӗн иккенне тата Иисус халӗ мӗн тунине пӗлӗр.

Ҫӗрпе мӗн пулӗ?

Турӑ ҫӗре мӗншӗн тунине, хӗн-асап хӑҫан яланлӑхах пӗтессине тата ҫӗрпе ун ҫинче пурӑнакансене пуласлӑхра мӗн кӗтнине Библи ӑнлантарса парать.

Вилнӗ ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?

Эпир вилсен пирӗнпе мӗн пулать? Вилнӗ ҫывӑх ҫынсемпе эпир каллех тӗл пулӑпӑр-ши?

Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?

Турӑ Патшалӑхӗн Патши кам тата ҫак Патшалӑх мӗн туса парӗ?

Турӑ мӗншӗн усаллӑха тата хӗн-асапа пулма ирӗк парать?

Усаллӑх мӗнле пуҫланса кайнӑ тата мӗншӗн Турӑ ӑна паянхи кунчченех пулма ирӗк парать? Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-и?

Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?

Иегова, телейлӗ Турӑ, ҫемьесене савӑнӑҫлӑ пурӑнтарасшӑн. Библи упӑшкасене, арӑмсене, ашшӗ-амӑшӗсене тата ачасене мӗнле усӑллӑ канашсем панине пӗлӗр.

Чӑн тӗне мӗнле тупмалла?

Чӑн тӗн пӗрре-и е темиҫе? Чӑн тӗне уйӑрса илме пулӑшакан пиллӗк паллӑ ҫинчен пӗлӗр.

Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнни мӗншӗн усӑллӑ?

Мӗншӗн хамӑрӑн ӑспа кӑна пурӑнмалла маррине тата Библири мӗнле икӗ принцип чи кирлине Иисус ӑнлантарса панӑ.

Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?

Турӑ пур кӗлле те итленипе итлеменнине, мӗнле кӗлтумаллине тата Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумаллине пӗлӗр.

Тӗнсемпе мӗн пулӗ?

Хӑҫан та пулин пурте пӗртен-пӗр чӑн Турра пӗрлӗхре пуҫҫапӗҫ-ши?

Туррӑн организацийӗ мӗншӗн кирлӗ?

Библи Турӑ чӑн христиансен пухӑвне мӗншӗн йӗркеленине тата пуху мӗнле ӗҫлесе тӑнине каласа парать.

Мӗншӗн малалла та Иегова ҫинчен пӗлсе пымалла?

Эсир Турӑпа унӑн Сӑмахӗ ҫинчен пӗлни ыттисене мӗнле пулӑшма пултарать? Библи вӗренни Турӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусене мӗнле витӗм кӳрӗ?