Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать

 4-МӖШ ПАЙӖ

Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене мӗнле татса памалла?

Укҫа-тенкӗ ыйтӑвӗсене мӗнле татса памалла?

«Пуҫӑннӑ ӗҫ сӳтсе явсассӑн вӑй илет» (Ытарӑшсем 20:18).

Ҫемьене мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерме укҫа кирлӗ (Ытарӑшсем 30:8). Библире каланӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ хӳтлӗх парать (Екклесиаст 7:12). Мӑшӑрсене укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма йывӑр пулма пултарать, апла пулин те ҫемьере укҫа-тенкӗ пирки хирӗҫесси пулмалла мар (Эфес 4:32). Упӑшкипе арӑмӗн укҫана мӗнле тӑкакласси ҫинчен калаҫнӑ чухне пӗр-пӗрне шанмалла тата пӗр-пӗрин шухӑшӗсене шута илмелле.

 1. ШУХӐШЛАСА ХУРӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Эсир кам та пулин пашне лартас тесен, малтан вӑл мӗн хака ӳкессине, ӑна туса пӗтерме хатӗрӗ ҫитесси-ҫитмессине шутласа пӑхмӑр-и?» (Лука 14:28.) Укҫана мӗнле тӑкакласси пирки сирӗн йышӑну пӗрле тумалла (Амос 3:3). Хӑвӑра чӑннипе мӗн кирлине тата хӑвӑр мӗн чухлӗ тӑкаклама пултарнине палӑртса хурӑр (Ытарӑшсем 31:16). Укҫа пулнӑран ҫеҫ мӗн те пулин туянма кирлӗ мар. Кивҫене кӗрес мар тесе тӑрӑшӑр. Хӑвӑрӑн укҫа-тенке кура пурӑнӑр (Ытарӑшсем 21:5; 22:7).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Уйӑх вӗҫӗнче укҫа юлчӗ пулсан, унпа мӗн тӑвасси пирки пӗрле шутлӑр

  • Хӑвӑр палӑртса хунинчен ытларах тӑкакларӑр пулсан, тӑкаксене мӗнле пӗчӗклетмелли пирки шухӑшлӑр. Тӗслӗхрен, лавккаран ҫурма фабрикатсем илес вырӑнне апат-ҫимӗҫе килте хатӗрлеме пулать, ҫакӑ йӳнӗрех ларӗ, тен

 2. ТӲРӖ КӐМӐЛЛӐ ТАТА ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Иегова умӗнче ҫеҫ мар, ҫынсем умӗнче те яланах «чӑннине» каламалла (Эфес 4:25). Хӑвӑр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине тата мӗн чухлӗ тӑкакланине мӑшӑртан ан пытарӑр.

Укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ пысӑк йышӑнусене тӑвас умӗн яланах мӑшӑрпа канашлӑр (Ытарӑшсем 13:10). Укҫа пирки уҫҫӑн калаҫни упӑшкипе арӑмне килӗштерсе пурӑнма пулӑшать. Хӑвӑрӑн ӗҫ укҫи пирки манӑн укҫа тесе мар, ҫемье укҫи тесе шутлӑр (1 Тимофей 5:8).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Сирӗнтен кашни хӑй тӗллӗн мӗн чухлӗ укҫа тӑкаклама пултарассине палӑртӑр

  • Укҫа-тенкӗ ҫинчен калаҫма йывӑрлӑхсем сиксе тухасса кӗтмелле мар