Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать

 2-МӖШ ПАЙӖ

Пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӑр

Пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пулӑр

«Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр» (Марк 10:9).

Иегова пире «ултавлӑ ӗҫ ан тӑвӑр» тет (Малахия 2:16). Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра шанчӑклӑ пулни уйрӑмах кирлӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑра улталакан шанчӑкран тухать. Пӗр-пӗрне шанмасан вара юрату та сӳнет.

Паян нумайӑшӗ мӑшӑра шанчӑклӑ пулмасан та юрать теҫҫӗ. Ҫемьене упраса хӑварма икӗ усӑллӑ канаш пулӑшать.

 1. МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪ ҪИНЕ ҪӐМӐЛТТАЙЛӐН АН ПӐХӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? Библи пире «ӑслисем пек пулӑр» тет (Эфес 5:15). Эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хаклатпӑр пулсан, ӑслӑ ҫынсем пек пулатпӑр. Пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар.

Иегова мӑшӑрсем килӗштерсе, савӑнса пурӑнччӑр тет (Екклесиаст 9:9). Вӑл упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрин валли ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрмаллине тата иккӗшӗн те пӗр-пӗрне савӑнтарма майсем шырамаллине уҫҫӑн кӑтартать (1 Коринф 10:24). Мӑшӑр хӑй кирлӗ ҫын пулнине тата хӑйне хакланине туйма пултартӑр тесе пурне те тӑвӑр.

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Кулленех вӑхӑта пӗрле ирттерӗр, мӑшӑрӑн шухӑш-туйӑмӗпе интересленӗр

  • «Эпӗ» вырӑнне «эпир» теме хӑнӑхӑр

 2. ХӐВӐРӐН ЧӖРЕНЕ УПРӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матфей 5:28). Аскӑн ӗҫсем ҫинчен шухӑшланипе ҫын хӑйӗн мӑшӑрне шанчӑклӑ пулманнине кӑтартать.

Иегова пирӗн хамӑрӑн чӗрене упрамалла тет (Ытарӑшсем 4:23; Иеремия 17:9). Ҫавӑнпа та сирӗн хӑвӑрӑн куҫ ӑҫталла пӑхнине асӑрхаса тӑмалла (Матфей 5:29, 30). Ҫак тӗлӗшрен Иов патриарх лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, вӑл хӗрарӑм ҫине аскӑн шухӑшпа нихӑҫан та пӑхмастӑп тесе хӑйӗн куҫӗпе сӑмах татнӑ (Иов 31:1). Порнографирен сыхланма ҫирӗп шут тытӑр. Мӑшӑра улталас шухӑш та ан пултӑр.

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ытти ҫынсем эсир хӑвӑрӑн мӑшӑра пур енчен те шанчӑклӑ пулнине курса тӑччӑр

  • Мӑшӑрӑн туйӑмӗсене шута илӗр. Вӑл эсир урӑх хӗрарӑмпа е урӑх арҫынпа мӗнле хутшӑнни ӑна хумхантарать терӗ пулсан, ҫав ҫынпа тӳрех ҫывӑх хутшӑнма пӑрахӑр