Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать

 8-МӖШ ПАЙӖ

Инкек пулса тухсан

Инкек пулса тухсан

«Савӑнӑр... халӗ пӗр вӑхӑт кӑштах асап тӳсмелле пулсассӑн — тӳсӗр» (1 Петр 1:6).

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесе эсир питӗ нумай тӑрӑшатӑр пулин те, пурнӑҫра кӗтмен ҫӗртен мӗнле те пулин йывӑрлӑх пулса тухса сирӗн канӑҫлӑха пӗтерсе хума пултарать (Екклесиаст 9:11). Йывӑрлӑхсем пулса тухрӗҫ пулсан, Турӑ сире юратса пулӑшӗ. Эсир сасартӑк пысӑк инкекпе тӗл пултӑр пулсан та, ҫакӑнта илсе панӑ Библири принципсем сире те, сирӗн тӑванӑрсене те ҫак йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме пулӑшӗҫ.

 1. ИЕГОВӐНА ШАНСА ТӐРӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр» (1 Петр 5:7). Сирӗн пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулса тухнӑшӑн Турӑ айӑплӑ маррине яланах асра тытӑр (Иаков 1:13). Унпа ҫывӑхланма тӑрӑшӑр, вара вӑл сире чи лайӑх майпа пулӑшӗ (Исаия 41:10). «Чӗрӗрте мӗн пуррине Унӑн умӗнче уҫса парӑр» (Псалом 61:9).

Кунсерен Библи вуланипе вӗренни сире чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшӗ. Эсир Иегова «пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та» лӑплантарнине туйса илӗр (2 Коринф 1:3, 4; Рим 15:4). Вӑл пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» парӗ (Филиппӑ 4:6, 7, 13).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Иеговӑран кӗлӗре лӑпкӑ пулма тата тӗрӗс шухӑшлама пулӑш тесе ыйтӑр

  • Мӗн-мӗн тума пулать, ҫавӑн пирки тӗрлӗ енчен шухӑшласа пӑхӑр та чи лайӑххине суйласа илӗр

2. ХӐВӐРШӐН ТА, КИЛТИСЕМШӖН ТЕ ТӐРӐШӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри пӗлӳ пухать, тӑнлӑ ҫыннӑн хӑлхи те пӗлӳ шырать» (Ытарӑшсем 18:15). Лару-тӑрӑва лайӑхрах пӗлес тесе май килнӗ таран ытларах информаци пухӑр. Ҫемьере кашнинех мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшӑр. Вӗсемпе калаҫӑр. Тимлӗ итлӗр (Ытарӑшсем 20:5).

Ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вилчӗ пулсан мӗн тумалла? Хӑвӑрӑн туйӑмсене кӑтартма ан вӑтанӑр. Ҫавнашкал лару-тӑрура «Иисусӑн [та] куҫӗсем шывланнӑ» (Иоанн 11:35; Екклесиаст 3:4). Ҫавӑн пекех ҫителӗклӗ канмалла тата ҫывӑрса тӑранмалла (Екклесиаст 4:6). Ҫакӑ сире хуйха чӑтса ирттерме вӑй парӗ.

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ҫемьере пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн калаҫас йӑла пур пулсан, ҫакӑ инкек сиксе тухсан пысӑк усӑ парӗ — ҫемьерисене сирӗнпе калаҫма ҫӑмӑлрах пулӗ

  • Ҫавӑн пекрех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнисемпе калаҫса пӑхӑр

 3. ПУЛӐШМА СӖНСЕН КИЛӖШӖР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать, инкекре вара, тӑван пек, вӑхӑтра килсе ҫитет» (Ытарӑшсем 17:17). Туссем пулӑшма яланах хатӗр, анчах та вӗсем ҫакна мӗнле тумаллине пур чухне те пӗлмеҫҫӗ. Хӑвӑра мӗн кирли пирки вӗсене калама ан вӑтанӑр (Ытарӑшсем 12:25). Унсӑр пуҫне, Турӑ Сӑмахне лайӑх пӗлекенсенчен пулӑшу ыйтӑр. Вӗсем Библирен кӑтартнӑ шухӑшсем сире пулӑшаҫҫех (Иаков 5:14).

Турра ҫирӗп ӗненекен тата Вӑл сӑмах панисене шанакан ҫынсемпе кулленех хутшӑнни сире пулӑшӗ. Хуйха ӳкнисене хавхалантарнипе эсир хӑвӑр та сахал мар савӑнӑҫ илӗр. Эсир Турра тата Вӑл сӑмах панисене ӗненнине вӗсем курса тӑччӑр. Ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пӗтӗм вӑйран пулӑшма тӑрӑшӑр тата хӑвӑра юратакан, хӑвӑршӑн тӑрӑшакан ҫынсенчен ан пӑрӑнӑр (Ытарӑшсем 18:1; 1 Коринф 15:58).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ҫывӑх туспа калаҫӑр, ӑна хӑвӑра пулӑшма ан чарӑр

  • Хӑвӑра мӗнле пулӑшу кирли ҫинчен калама ан вӑтанӑр