Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать

 7-МӖШ ПАЙӖ

Ачасене мӗнле вӗрентсе ӳстермелле?

Ачасене мӗнле вӗрентсе ӳстермелле?

«Эпӗ паян сана каласа хӑваракан ҫак сӑмахсем санӑн чӗрӳнте... пулччӑр; вӗсене хӑвӑн ачусене вӗрент» (Саккуна астутарни 6:6, 7).

Иегова, ҫемьене никӗслекен, ашшӗ-амӑшӗсене ачасене вӗрентес тивӗҫлӗхе шанса панӑ (Колоссӑ 3:20). Ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫлӗхӗ шутне ачасене Иеговӑна юратма вӗрентесси тата вӗсене яваплӑха туякан ҫынсем пулма пулӑшасси кӗрет (2 Тимофей 1:5; 3:15). Сирӗн ҫавӑн пекех хӑвӑрӑн ывӑлӑн е хӗрӗн чӗринче мӗн пуррине пӗлме тӑрӑшмалла. Унсӑр пуҫне, сирӗн вӗсемшӗн тӗслӗх пулмалла. Иеговӑн сӑмахӗ сирӗн чӗрере пулсан сире хӑвӑрӑн ачасене унӑн сӑмахне вӗрентме ҫӑмӑлрах пулӗ (Псалом 39:9).

 1. АЧӐРСЕНЕ СИРӖНПЕ КАЛАҪМА ҪӐМӐЛ-И?

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр» (Иаков 1:19). Паллах ӗнтӗ, ачан сирӗнпе кирек мӗн ҫинчен те калаҫма хӑрамалла маррине эсир ӑнланатӑр. Ачасен эсир вӗсене яланах итлеме хатӗр пулнине курса тӑмалла. Сирӗн ҫемьери лару-тӑру лӑпкӑ та туслӑ пулсан, ачӑрсене хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене уҫса пама йывӑр пулмӗ (Иаков 3:18). Вӗсем эсир ятласран е тӑн парасран хӑраҫҫӗ пулсан, сире хӑйсен чӗрине уҫса памасан та пултараҫҫӗ. Ачасемпе тӳсӗмлӗ пулни тата вӗсене юратни ҫинчен час-часах шантарса калани питӗ кирлӗ (Матфей 3:17; 1 Коринф 8:1).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ача калаҫасшӑн пулсан, ӑна тимлӗ итлӗр

  • Ачасемпе кулленех калаҫӑр, йывӑрлӑхсем сиксе тухсан анчах мар

2. СӐМАХСЕМ ХЫҪӖНЧЕ МӖН ТӐНИНЕ ӐНЛАНМА ТӐРӐШӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Ӗҫе ӑспа туса пыракан ырӑлӑх тупать» (Ытарӑшсем 16:20). Хӑш-пӗр чухне ачасем мӗншӗн унашкал е кунашкал каланине ҫийӗнчех ӑнланма йывӑр. Яш ачасен хӑйсем мӗн шухӑшланинчен урӑхларах е ӳстерсе каласси пур. «Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын» (Ытарӑшсем 18:13). Тӳрех кулянса ан ӳкӗр (Ытарӑшсем 19:11).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ачасем кирек мӗн каласан та, вӗсене пӳлмесӗр, лӑпкӑн итлеме тӑрӑшӑр

  • Хӑвӑр ҫамрӑк чухне мӗнле шухӑшланине тата сирӗншӗн мӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илӗр

 3. ПӖРЛЕ ӖҪЛӖР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла, аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле» (Ытарӑшсем 1:8). Ачасене вӗрентессине Иегова ашшӗне те, амӑшне те шанса панӑ. Ачӑрсене хӑвӑра хисеплеме тата итлеме вӗрентӗр (Эфес 6:1—3). Ашшӗ-амӑшӗ «пӗр шухӑшлӑ» пулмасан, ачасем ҫакна тӳрех асӑрхӗҫ (1 Коринф 1:10). Пӗрешкел шухӑшламанни пулчӗ пулсан, ҫавна ачасем умӗнче мар, мӑшӑрупа иксӗр кӑна чухне сӳтсе явӑр, ҫапла тумасан ачасем сире хисеплеме пӑрахма пултараҫҫӗ.

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Ачасене мӗнле пӑхса ӳстересси тата наказани парасси пирки калаҫса татӑлӑр

  • Ачасене мӗнле вӗрентесси ҫине эсир мӑшӑрупа пӗрешкел пӑхмастӑр пулсан, унӑн шухӑшӗсене ӑнланма тӑрӑшӑр

 4. ТӖПЛӖН ШУХӐШЛАСА ТӐВӐР

БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент» (Ытарӑшсем 22:6). Ача йӗркеллӗ ҫын пултӑр тесен ӑна вӗрентсе тӑмалла. Ӑна мӗнле пӑхса ӳстересси пирки тӗплӗн шухӑшламалла тата вӗрентесси шутне тӳрлетни те кӗнине асра тытмалла (Псалом 126:4; Ытарӑшсем 29:17). Анчах тӳрлетни вӑл пур чухне те наказани памаллине пӗлтермест. Ачасене вӑл е ку правилӑна мӗншӗн тытса тӑмаллине ӑнланма пулӑшмалла (Ытарӑшсем 28:7). Унсӑр пуҫне, ачӑрсене Иеговӑн Сӑмахне юратма тата унти принципсене ӑнланма вӗрентӗр (Псалом 1:2). Ҫакӑ вӗсен совеҫне тӗрӗс вӗрентсе пырӗ (Еврейсем 5:14).

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

  • Хӑвӑрӑн ачасене Турӑ чӑнах та пуррине тата ӑна шанма юранине ӑнланма пулӑшӑр

  • Вӗсене хӑрушлӑхсемпе илӗртӳсене, сӑмахран, Интернетпа социаллӑ сетьсенче тӗл пулаканнисене, курма вӗрентӗр. Ар ҫыхӑнӑвне кӗме явӑҫтаракан ҫынсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине вӗсене ӑнлантарса парӑр

«Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент»