Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?

 9-мӗш урок

Тӗлпулусене лайӑхрах мӗнле хатӗрленмелле?

Тӗлпулусене лайӑхрах мӗнле хатӗрленмелле?

Камбоджа

Украина

Эсир Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренетӗр пулсан, паллах, вӗренӗве маларах хатӗрленме тӑрӑшатӑр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленни те кирлӗ. Ҫакна йӑлана кӗртсен эсир нумай усӑ илме пултаратӑр.

Хӑҫан тата ӑҫта хатӗрленесси пирки шутласа хурӑр. Хӑш вӑхӑтра сире тимлӗ пулма ҫӑмӑлрах? Ирхине, ӗҫ кунӗ пуҫланас умӗн-и? Е каҫхине, ачасем ҫывӑрнӑ чухне-и? Хатӗрленме вӑхӑт сахал пулсан та, мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрма пултарнине палӑртса хурӑр та ҫав вӑхӑтра тимлӗ пулма тӑрӑшӑр. Лӑпкӑ, нимӗн те чӑрмантарман вырӑн тупӑр. Радиона, телевизора тата сотовӑй телефона сӳнтерӗр. Вӗренес умӗн кӗлтуни пӑшӑрханусене вӑхӑтлӑха манса Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен тимлӗ шухӑшлама пулӑшӗ (Филиппӑ 4:6, 7).

Материала тишкерсе тухӑр та сӳтсе явнӑ чухне хутшӑнма хатӗрленӗр. Малтан материала кӗскен пӑхса тухӑр. Статья е сыпӑк ячӗ пирки шухӑшласа пӑхӑр. Кашни подзаголовок тӗп темӑпа мӗнле ҫыхӑнса тӑни ҫинчен шухӑшлӑр. Тӗп шухӑшсене палӑртакан аса илмелли ыйтусемпе ӳкерчӗксене пӑхса тухӑр. Ун хыҫҫӑн кашни абзаца вуласа тухӑр та аяларах илсе панӑ ыйтӑвӑн хуравне тупӑр. Библие уҫса скобкӑра кӑтартнӑ сӑвӑ йӗркисене вулӑр. Ҫак шухӑшсем материалпа мӗнле ҫыхӑнни ҫинчен шухӑшлӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 17:11). Мӗнле хуравласси пирки шухӑшланӑ хыҫҫӑн хӑвӑрӑн шухӑша хӑвӑрт аса илме пулӑшакан темиҫе тӗп сӑмаха е сӑмах ҫаврӑнӑшне палӑртӑр е аялтан туртса хурӑр. Вара эсир пухура алӑ ҫӗклесе хӑвӑрӑн сӑмахсемпе кӗске комментари пама пултарӑр.

Кашни эрнере тӗлпулусенче сӳтсе явакан тӗрлӗ темӑсене тишкерсе эсир Библие тата та лайӑхрах ӑнланма пуҫлатӑр (Матфей 13:51, 52).

  • Эсир тӗлпулусене хӑш вӑхӑтра тата ӑҫта хатӗрленме пултаратӑр?

  • Мӗнле хатӗрленни пухура лайӑх комментарисем пама пулӑшӗ?

Ытларах пӗлӗр

ТӖЛПУЛУСЕМ

Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем мӗнле иртеҫҫӗ?

Эпир Турра мӗнле пуҫҫапнине пӗлӗр.