Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?

 15-мӗш урок

Старейшинӑсем пухӑва мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

Старейшинӑсем пухӑва мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

Финлянди

Вӗрентни

Хавхалантарма киле пыни

Ырӑ хыпар сарни

Пирӗн организацире тӳлев илекен духовенство ҫук. Анчах та, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнчи пекех, пирӗн «Туррӑн ӗненекен ушкӑнне» пӑхса тӑма палӑртнӑ опытлӑ старейшинӑсем пур (Апостолсен ӗҫӗсем 20:28). Старейшинӑсем — Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ арҫынсем, вӗсем пухӑва ертсе пыраҫҫӗ тата Туррӑн «кӗтӗвне тимлӗн пӑх[аҫҫӗ], тивӗҫлипе мар, чӗри хушнипе... тӑрӑш[аҫҫӗ]... ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑх[аҫҫӗ]» (1 Петр 5:1—3). Пирӗн ырӑлӑхшӑн вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?

Вӗсем пухӑва хӳтӗлеҫҫӗ. Старейшинӑсем пухӑва ертсе-вӗрентсе пыраҫҫӗ тата Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ. Иегова хӑйсене питӗ яваплӑ задани шанса панине ӑнланнӑран вӗсем Унӑн халӑхӗпе хуҫаланмаҫҫӗ, пачах урӑхла, пире ырӑ тума, савӑнӑҫ кӳме тӑрӑшаҫҫӗ (2 Коринф 1:24). Хӑйӗн кӗтӗвӗнчи кашни сурӑха пӗлекен тӑрӑшуллӑ кӗтӳҫӗ пекех, старейшинӑсем хӑйсен пухӑвӗнчи кашни тӑванпа паллашма тӑрӑшаҫҫӗ (Ытарӑшсем 27:23).

Вӗсем пире Туррӑн ирӗкне туса тӑма вӗрентеҫҫӗ. Кашни эрнере старейшинӑсем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетме пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ирттереҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 15:32). Ҫак шанчӑклӑ арҫынсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пыраҫҫӗ, ҫак ӗҫе пирӗнпе пӗрле тӗрлӗ майпа туса пире ырӑ хыпар сарма вӗрентеҫҫӗ.

Вӗсем пирӗнпе кашнипе интересленеҫҫӗ. Старейшинӑсем пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Пире пулӑшас тесе тата Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса хавхалантарас тесе вӗсем пирӗн пата киле пыма пултараҫҫӗ е пирӗнпе Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче калаҫма пултараҫҫӗ (Иаков 5:14, 15).

Унсӑр пуҫне, нумай старейшина ҫемьеллӗ, ҫавӑнпа та пухури ӗҫсене тунисӗр пуҫне ӗҫе те ҫӳремелле тата ҫемьери тивӗҫлӗхсене туса тӑма вӑхӑт уйӑрмалла. Ҫак тӑрӑшса ӗҫлекен тӑвансем эпир юратса хисепленине тивӗҫлӗ (1 Фессалоника 5:12, 13).

  • Пухӑвӑн старейшинисем мӗнле пулӑшу параҫҫӗ?

  • Пирӗнпе интересленнине старейшинӑсем мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

Ытларах пӗлӗр

ҪЫНСЕМ ЧАС-ЧАСАХ ЫЙТАҪҪӖ

Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене мӗнле йӗркеленӗ?

Пухусем урлӑ пире мӗнле вӗрентсе-кӑтартса тӑни ҫинчен пӗлӗр.

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

Шыва кӗни тата Турӑпа туслӑ пуласси