Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?

 16-мӗш урок

Пулӑшакан ӗҫченсем мӗнле пулӑшу параҫҫӗ?

Пулӑшакан ӗҫченсем мӗнле пулӑшу параҫҫӗ?

Мьянма

Пухура

Ырӑ хыпар сармалли тӗлпулу

Турӑ Патшалӑхӗн залне тирпейлени

Библире христиансен пухӑвӗшӗн тӑрӑшакан арҫынсен икӗ ушкӑнӗ пирки каланӑ. Иегова Свидетелӗсем вӗсене «надзирательсем» тата «пулӑшакан ӗҫченсем» теҫҫӗ (Филиппӑ 1:1, ҪТ). Ытларах чухне кашни пухурах ҫакӑн пек темиҫе тӑван пур. Пулӑшакан ӗҫченсем мӗнле ӗҫ туса тӑраҫҫӗ?

Вӗсем старейшинӑсен советне пулӑшаҫҫӗ. Пулӑшакан ӗҫченсем Иеговӑпа ҫирӗп хутшӑнусем аталантарнӑ, вӗсем шанӑҫа тивӗҫлӗ. Вӗсем кирлӗ ӗҫсене, ытларах чухне пухура тата Патшалӑх залӗнче йӗрке-тирпей кӗртес ӗҫсене тӑвасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем пулӑшса тӑнине пула старейшинӑсем пухури тӑвансене вӗрентес тата пулӑшас-хавхалантарас ӗҫ валли ытларах вӑхӑт уйӑрма пултараҫҫӗ.

Вӗсем пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Пулӑшакан ӗҫченсенчен хӑшӗ-пӗрисем йӗрке пӑхса тӑракансен тивӗҫне туса тӑраҫҫӗ — пухӑва килекенсене ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Теприсен тивӗҫӗ шутне сасӑ аппаратурине пӑхасси, литература парасси, пухӑвӑн счечӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӑвасси тата ырӑ хыпар сарма участоксем уйӑрасси кӗрет. Ҫавӑн пекех вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн залне пӑхса-тирпейлесе тӑма пулӑшаҫҫӗ. Старейшинӑсем вӗсене пухури ватӑ тӑвансене пулӑшма ыйтма пултараҫҫӗ. Пулӑшакан ӗҫченсем кирек мӗнле тивӗҫсене туса тӑрсан та, вӗсем ыттисемшӗн тӑрӑшма хатӗр пулни хисепе тивӗҫлӗ (1 Тимофей 3:13).

Вӗсем лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Христиансен паха енӗсене кӑтартакан арҫын тӑвансене пулӑшакан ӗҫченсем пулма лартаҫҫӗ. Тӗлпулӑвӑн программине хутшӑннӑ чухне вӗсем яланах пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетме тӑрӑшаҫҫӗ. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пырса вӗсем хӑйсен хастарлӑхӗпе пире те хастарлӑ пулма хавхалантараҫҫӗ. Вӗсем старейшинӑсен совечӗпе пӗрле ӗҫлеме хатӗр пулни пухури савӑнӑҫа тата пӗрлӗхе упрама пулӑшать (Эфес 4:16). Каярахпа вӗсем старейшина тивӗҫӗсене туса тӑма юрӑхлӑ пулма пултараҫҫӗ.

  • Пулӑшакан ӗҫченсем камсем вӗсем?

  • Пуху йӗркеллӗ ӗҫлесе тӑтӑр тесе пулӑшакан ӗҫченсем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ?

Ытларах пӗлӗр

ҪЫНСЕМ ЧАС-ЧАСАХ ЫЙТАҪҪӖ

Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене мӗнле йӗркеленӗ?

Пухусем урлӑ пире мӗнле вӗрентсе-кӑтартса тӑни ҫинчен пӗлӗр.