Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?

 13-мӗш урок

Кам вӑл пионер?

Кам вӑл пионер?

Канада

Килтен киле ырӑ хыпар сарни

Библи вӗренӗвӗ

Библие хамӑр тӗллӗн вӗренни

Ҫӗнӗ территорисем уҫакансене тата ҫӗнӗ ҫул хывакансене час-часах пионерсем теҫҫӗ. Ҫак пӗлтерӗшпе илсен, Иисус та пионер пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗр ҫине ҫынсемшӗн ӗҫлеме-тӑрӑшма тата вӗсене ҫӑлӑнӑҫ паракан ҫула уҫса пама килнӗ (Матфей 20:28). Унран тӗслӗх илсе Иегова Свидетелӗсем вӗренекенсене хатӗрлеме нумай вӑхӑт уйӑраҫҫӗ (Матфей 28:19, 20). Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пионерсем пулса ӗҫлеме пултараҫҫӗ.

Пионер вӑл — тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑракан. Иегова Свидетелӗсем пурте ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫак ӗҫе тума кашни уйӑхрах 70 сехет уйӑрас тесе хӑйсен ӗҫӗсене йӗркелеме пултараҫҫӗ. Вӗсене тулли пионерсем теҫҫӗ. Пионер нормине тӑвас тесе вӗсенчен нумайӑшӗ тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлеме пуҫлать. Хӑшӗ-пӗрисене хыпарҫӑсем ҫитсех кайман территорисенче ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ятарлӑ пионерсем кашни уйӑхрах 130 сехет е унтан та ытларах вӑхӑт ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Пионерсем ансат пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Иегова хӑйсене хӑварманнине тата пурӑнмашкӑн мӗн кирлине пурне те парассине вӗсем ҫирӗп ӗненеҫҫӗ (Матфей 6:31—33; 1 Тимофей 6:6—8). Кама лару-тӑрӑвӗ тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме памасть, ҫавсем уйӑхра ырӑ хыпара 30 е 50 сехет сарса пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултараҫҫӗ.

Пионерсене Турра тата ҫынсене юратни хавхалантарса тӑрать. Иисус пекех, эпир те паян нумайӑшӗ Турӑ ҫинчен тата вӑл мӗн тума шутласа хуни ҫинчен пачах пӗлменнине асӑрхатпӑр (Марк 6:34). Анчах эпир ҫынсене пуласлӑх шанчӑкӗ ҫинчен каласа парса пулӑшма пултаратпӑр. Ҫынсене юратнӑран пионерсем вӑхӑчӗпе вӑйне шеллемесӗр Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтереҫҫӗ (Матфей 22:39; 1 Фессалоника 2:8). Ҫакӑ пионерсене хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме, Иеговӑпа ҫывӑхланма тата пысӑк савӑнӑҫ илме пулӑшать (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35).

  • Пионер кам пулнине эсир мӗнле ӑнлантарнӑ пулӑттӑр?

  • Хӑшӗ-пӗрисене тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме мӗн хавхалантарать?