Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?

 22-мӗш урок

Филиалта мӗнле ӗҫ туса тӑраҫҫӗ?

Филиалта мӗнле ӗҫ туса тӑраҫҫӗ?

Соломон утравӗ

Канада

КАР (ЮАР)

Вефилецсем тӗрлӗ отделсенче ӗҫлесе пӗр е темиҫе ҫӗршывра ырӑ хыпар сарас ӗҫе пурнӑҫлама пулӑшса тӑраҫҫӗ. Вӗсем публикацисем куҫараҫҫӗ, журналсем пичетлеҫҫӗ, хуплашкаллӑ кӗнекесем хатӗрлеҫҫӗ, литература складӗнче ӗҫлеҫҫӗ, аудио- тата видеопродукци туса кӑлараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ытти кирлӗ ӗҫсене тӑваҫҫӗ.

Филиал комитечӗ пӑхса тӑрать. Ертсе пыракан совет виҫӗ е ытларах опытлӑ старейшинӑран тӑракан филиал комитетне филиала пӑхса тӑма шанса панӑ. Филиал пӑхса тӑракан ҫӗршывсенче Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ мӗнле пыни ҫинчен тата тухса тӑракан йывӑрлӑхсем ҫинчен комитет Ертсе пыракан совета пӗлтерсе тӑрать. Ҫакӑ Ертсе пыракан совета публикацисенче, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата конгрессенче мӗнле темӑсем сӳтсе явмаллине курма пулӑшать. Ертсе пыракан совет филиалсене тӑтӑшах хӑйӗн представителӗсене ярать. Ҫак тӑвансем филиала килсен комитетри тӑвансене хӑйсен ӗҫне лайӑхрах туса тӑма канашсем параҫҫӗ (Ытарӑшсем 11:14). Филиал пӑхса тӑракан территорире пурӑнакансем валли ятарлӑ тӗлпулу йӗркелеҫҫӗ, унта тӗп управленийӗн представителӗ доклад туса парать.

Вырӑнти пухусемшӗн тӑрӑшни. Филиалри яваплӑ тӑвансем ҫӗнӗ пухусем йӗркелесси пирки йышӑнусем тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫак тӑвансем филиал пӑхса тӑракан территорире сӑваплӑ ӗҫе тӑвакан пионерсен, миссионерсен тата район надзирателӗсен ӗҫне пӑхса-йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Вӗсем конгрессем йӗркелеҫҫӗ, Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене тӑвас ӗҫ мӗнле пынине тата пухусене литература ярса парассине пӑхса-йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Филиалта туса тӑракан ӗҫсем пурте ырӑ хыпар сарас ӗҫе килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ (1 Коринф 14:33, 40).

  • Ертсе пыракан совет филиалсенчи комитетсене мӗнле пулӑшать?

  • Филиалсен тивӗҫлӗхӗ шутне мӗн кӗрет?