Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?

 10-мӗш урок

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни мӗн вӑл?

Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапни мӗн вӑл?

Кӑнтӑр Корея

Бразили

Австрали

Гвинея

Иегова ҫемьесем вӑхӑта пӗрле ирттерччӗр, ҫапла вара Хӑйӗнпе тата пӗр-пӗринпе ҫирӗп хутшӑнусем аталантарччӑр тет (Саккуна астутарни 6:6, 7). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иегова Свидетелӗсем кашни эрнерех ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма — килти лӑпкӑ та канлӗ лару-тӑрура Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ыйтусене сӳтсе явма — вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Мӗн вӗренмеллине суйланӑ чухне вӗсем хӑйсен ҫемйине мӗн кирлине шута илме тӑрӑшаҫҫӗ. Эсир пӗччен пурӑнатӑр пулсан, Турӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсе пырас тесе Библие хӑвӑра килӗшекен программӑпа вӗренме вӑхӑт уйӑрма пултаратӑр.

Ҫакӑ Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшӗ. «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ»,— тенӗ Библире (Иаков 4:8). Иеговӑна лайӑхрах пӗлме пире унӑн Сӑмахӗ пулӑшать, унта унӑн паха енӗсемпе ӗҫӗсем ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапмалли каҫра малтан Библие сасӑпа вулама пулать, тӗслӗхрен, Теократи ӗҫӗн шкулӗн графикӗ тӑрӑх. Вуламалли сыпӑксене темиҫе пая пайлӑр та кашни хӑйне панӑ пайне вулатӑр. Вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ҫак сӑвӑ йӗркисенче кашни хӑйне валли тупнӑ усӑллӑ шухӑшсене сӳтсе явӑр.

Ҫакӑ ҫемьене пӗрлештерет. Библие ҫемьепе пӗрле вӗренни упӑшкисемпе арӑмӗсене, ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисене пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатать. Ҫакӑн пек вӗренни савӑнӑҫлӑ иртмелле, вӑл ҫемьере пуриншӗн те питӗ кӗтнӗ вӑхӑт пулмалла. Ашшӗ-амӑшӗсен материала ачи миҫере пулнине шута илсе хатӗрлемелле. Тӗслӗхрен, «Хурал башни» тата «Пробудитесь!» журналсенчи статьясемпе, ҫавӑн пекех jw.org сайтпа усӑ курса ачасемпе вӗсем шкулта тӗл пулакан йывӑрлӑхсене сӳтсе явма пулать. Ҫитес тӗлпулура юрламалли юрӑсене юрласа пӑхӑр. Ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ хыҫҫӑн мӗн те пулин тутлине пӗрле ҫийӗр е вӑйӑсем выльӑр.

Кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапма вӑхӑт уйӑрни ҫемьере кашнине Туррӑн Сӑмахне юратма пулӑшӗ. Эсир вӑй хунине Иегова пиллессе шанса тӑрӑр (Псалом 1:1—3).

  • Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма эпир мӗншӗн вӑхӑт уйӑратпӑр?

  • Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапасси ҫемьере пуриншӗн те интереслӗ пултӑр тесе ашшӗ-амӑшӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

Ытларах пӗлӗр

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?