Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑрать?

Эсир Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑрӑр-и?

Эсир Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑрӑр-и?

Эсир ҫак брошюрӑна тӗпчеме тата Иегова Свидетелӗсемпе паллашма вӑхӑт тупнӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑ. Эсир ҫакна пула эпир мӗнле ӗҫ туса тӑнине тата пирӗн организаци мӗнле ӗҫленине пӗлме пултартӑр. Ҫакӑ сире Иеговӑн ирӗкне паян кам туса тӑнине ӑнланса илме пулӑшасса шанатпӑр. Эпир сире малалла та Турӑ ҫинчен пӗлме, мӗн пӗлнине хурӑнташсемпе туссене каласа пама тата христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме хавхалантаратпӑр (Еврейсем 10:23—25).

Иегова ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах пӗлсе пырӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӑл сана питӗ хытӑ юратнине ӑнланӑн. Эсир ҫакна хӑвӑр ҫинче туйса илсен сирӗн те ӑна юратнине кӑтартас килӗ (1 Иоанн 4:8—10, 19). Анчах та хӑвӑр юратнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр? Турӑ панӑ нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнни мӗншӗн питӗ кирлӗ? Тата Туррӑн ирӗкне пурнӑҫласа тӑрас кӑмӑла мӗнле аталантармалла? Библи вӗрентекен сире ҫак ыйтусен хуравӗсене тупма хаваспах пулӑшӗ, ҫапла вара эсир хӑвӑр ҫемйӳпе пӗрле ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗтсе «Турра юратса пурӑнма» пултарӑр (Иуда 21).

Сире малалла та чӑнлӑх ҫулӗпе пыма тата Библие ҫак кӗнекепе вӗренме чӗнетпӗр... «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр».