Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?

Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?

Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

  • Пултараҫҫӗ.

  • Пултараймаҫҫӗ.

  • Нимӗн те калама пултараймастӑп.

 БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).

ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ

Ҫывӑх ҫын вилсен, ҫакна пӗлни хуйха пусарать (2 Коринф 1:3, 4).

Вилӗмрен хӑрама пӑрахма пулӑшать (Еврейсем 2:15).

Ҫывӑх ҫынсене каллех тӗл пулма чӑн-чӑн шанчӑк парать (Иоанн 5:28, 29).

 БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ-ШИ?

Пулать, ҫавна валли сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур:

  • Турӑ пурне те пурнӑҫ панӑ. Библире Иегова Турӑ пирки «Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать» тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:24, 25; Псалом 35:10). Турӑ пурне те пурнӑҫ панӑ пулсан, паллах ӗнтӗ, вӑл вилнисене те чӗртсе тӑратма пултарать.

  • Турӑ ӗлӗк ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Библире вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ сакӑр ҫын ҫинчен каланӑ. Вӗсем хушшинче ваттисемпе ҫамрӑккисем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсем те пулнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен чӗртсе тӑратнӑ, пӗрне вара — тӑватӑ кунран! (Иоанн 11:39—44.)

  • Турӑ унчченхи пекех вилнисене чӗртсе тӑратасшӑн. Иегова вилӗме кураймасть, вилӗм уншӑн — тӑшман (1 Коринф 15:26). Вӑл ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнипе ҫав тӑшмана ҫӗнтерме ҫирӗп шут тытнӑ. Турӑ кама хӑйӗн асӗнче упрать, ҫавсене пурне те каллех курасшӑн — вӑл вӗсене ҫӗр ҫинче пурӑнма тавӑрӗ (Иов 14:14, 15).

 ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР-ХА

Мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр?

Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе ПУЛТАРНИ 3:17—19 тата РИМ 5:12 пӑхӑр.