Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

«ТӐВАТӐ ЮЛАНУТҪӐ. ВӖСЕМ СИРӖН ПУРНӐҪПА ҪЫХӐННӐ-И?» БРОШЮРА

Малтанхи сӑмахсем: Библири Ӳлӗмхине кӗнекинчи паллӑ вырӑнсенчен пӗри вӑл — Апокалипсисӑн тӑватӑ юланутҫӑ ҫинчен мӗн ҫырса пани. Пӗрисене ҫак вырӑн хӑратать, теприсемшӗн вӑл интереслӗ пек туйӑнать.

Сӑвӑ йӗрки: Ӳлӗм 1:3

Публикаци: Ҫак брошюрӑра тӑватӑ юланутҫӑ ҫинчен пророкла калани мӗншӗн пирӗншӗн лайӑх хыпар пулнине ӑнлантарса панӑ.

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Мӗнле шутлатӑр, пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлме пулать-и?

Сӑвӑ йӗрки: Ис 46:10

Чӑнлӑх: Турӑ пире хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ пуласлӑхра мӗн пулассине уҫса парать.

«СИРӖН ҪЕМЬЕ ТЕЛЕЙЛӖ ПУЛМА ПУЛТАРАТЬ» (hf)

Малтанхи сӑмахсем: Эпӗ сире ҫемьесем валли хатӗрленӗ видеоролик кӑтартасшӑн. [«Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать» брошюра валли хатӗрленӗ видеоролик кӑтартӑр.]

Публикаци: Видеороликра кӑтартнӑ брошюрӑна сирӗн вулама кӑмӑл пур пулсан, эпӗ ӑна сире пама пултаратӑп. Уншӑн укҫа тӳлемелле мар.

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр