Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Библие хӑвӑр тӗллӗн вӗренме тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр

«ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ӖҪ ТЕТРАЧӖ 2017 июнь

Сӗнмелли майсем

Майлӑ самантсемпе усӑ курмалли, хирӗҫлесе калани ҫине хуравламалли тата Библири чӑнлӑха пӗлтермелли майсем. Ҫак майсене тӗпе хурса урӑх майсем шухӑшласа кӑларӑр.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иеговӑн сӑмахӗсем пӗтӗмпех пурнӑҫланаҫҫӗ

Вавилона ҫӗнсе илессипе тӗп тӑвасси ҫинчен Иеремийӑн пророкла калани пӗтӗмпех пурнӑҫланнӑ.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова сӑмах панисене эсир ҫирӗп ӗненетӗр-и?

Иегова Израиль пирки каланӑ пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлманни ҫинчен Иисус Навин ӗнентерӳллӗ каланӑ. Туррӑн сӑмах панисене ҫирӗп ӗненме пире мӗн пулӑшӗ?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑни йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать

Пысӑк йывӑрлӑха чӑтса ирттерме, ҫав вӑхӑтрах лайӑххине курма Иеремийӑна мӗн пулӑшнӑ? Пулас йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Туррӑн хыпарне каланинче Иезекииль савӑнӑҫ тупнӑ

Пӗр курӑнура Иегова Иезекииле чӗркем панӑ та ӑна ҫисе яма каланӑ. Ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар пӗлтернинче савӑнӑҫ тупӑр

Ырӑ хыпара пӗлтерме хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар. Анчах Турӑ пире хӑйӗншӗн савӑнса ӗҫлесе тӑччӑр тет. Ҫак ӗҫе туса тӑнинче эпир савӑнӑҫ мӗнле тупма пултаратпӑр?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Ҫӑлӑнма сирӗн ҫине паллӑ лартӗҫ-и?

Иезекииль курнӑ курӑну пӗрремӗш хут авалхи Иерусалима аркатнӑ чухне пурнӑҫланнӑ. Пуласлӑхра ҫак курӑну мӗнле пурнӑҫланни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иеговӑн нравственность нормисене тытса тӑрӑр

Иегова Туррӑн нравственность нормисене пирӗн хӑюллӑн хӳтӗлемелле. Мӗнле майпа тата мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ?