Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрачӗ  |  2017 июль

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

ПӖРРЕМӖШ ХУТ КИЛНИ

Ыйту: Хальхи вӑхӑтра усал сӑмахсемпе калаҫнине час-часах илтме пулать. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫакӑ йӗркеллӗ-и вӑл е проблема?

Сӑвӑ йӗрки: Эф 4:29

Хурав: Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, Библи вулакан ҫынсем шутласа калаҫаҫҫӗ тата лайӑххи ҫинчен калама тӑрӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, Библи ҫынсене нумай ытти проблемӑсене те татса пама пулӑшать. [Майлӑ пулсан, вырӑнлӑ видеоролик кӑтартӑр.]

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Мӗншӗн хӗн-асап ҫав тери нумай?

Сӑвӑ йӗрки: 1Ин 5:19

Чӑнлӑх: Тӗнчене Сатана Шуйттан тытса тӑрать.

ТЕПӖР ХУТ КИЛНИ (ПАРКРА)

Малтанхи сӑмахсем: Сире каллех кунта курма питӗ хавас. Раҫҫейре 2017 ҫул экологи ҫулӗ пулнине эсир илтнӗ-и? Сирӗн шутпа, ҫынсем экологие лайӑхлатма пултараҫҫӗ-и?

Сӑвӑ йӗрки: Ӳлӗм 21:3, 4

Хурав: Пӗтӗм тӗнчене пырса тивекен проблемӑсене татса парас тесен пӗтӗм тӗнчипе вӑй хумалла. Ҫынсемпе танлаштарсан Турӑ пире пулӑшасшӑн ҫеҫ мар, вӑл ҫавна тума та пултарать. Нумаях пулмасть интернетра статья тупрӑм, унта Турӑ ҫӗр ҫинче пысӑк улшӑнусем тӑвасси ҫинчен ҫырса панӑ. [Майлӑ пулсан, ҫынна хушма материал парса хӑварӑр.]

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр