Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ хӗрарӑм тӑвана Патшалӑх залӗнче ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ

«ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ӖҪ ТЕТРАЧӖ 2017 апрель

Сӗнмелли майсем

«Турӑ панӑ чи пысӑк парнене эсир йышӑнӑр-ши?» брошюрӑна сӗнмелли тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Библири чӑнлӑха пӗлтермелли майсем. Ҫак майсене тӗпе хурса урӑх майсем шухӑшласа кӑларӑр.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иеговӑна хӑвӑр шухӑшсем ҫине тата хӑвӑра мӗнле тытасси ҫине витӗм кӳме парӑр

Аслӑ Чӳлмекҫӗ пире лайӑхланма пулӑшать, анчах пирӗн хамӑрӑн та вӑй хумалла.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илӗр

Эпир тӗлпулусене килекен пур ҫын та христиансем пӗр-пӗрне юратнине туйччӑр тетпӗр. Патшалӑх залӗнче ӑшӑ хутшӑнусем пулччӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Сирӗн чӗре Иеговӑна пӗлет-и?

Иеремия кӗнекинчи 24-мӗш сыпӑкра Турӑ ҫынсене смоква ҫырлисемпе танлаштарнӑ. Мӗнле ҫынсем лайӑх смоква ҫырлисем пекех пулнӑ тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренетпӗр?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ христиансене пулӑшӑр

Иегова Турӑ хӑйшӗн ӗҫлеме пӑрахнӑ ҫынсене те хаклать. Эпир вӗсене пухӑва таврӑнма мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иеремия пекех хӑюллӑ пулӑр

Иеремия Иерусалим тӗп пулӗ тесе пророкла каланӑ. Хӑюллӑ тӑрса юлма ӑна мӗн пулӑшнӑ?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Патшалӑх юррисем хӑюллӑ пулма пулӑшаҫҫӗ

Патшалӑх юррисене юрлани Заксенхаузен концлагерӗнче ларакан христиансене вӑй панӑ. Ҫак юрӑсем пире те, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне, пулӑшма пултараҫҫӗ.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иегова ҫӗнӗ килӗшӳ хывасси пирки малтанах каласа хунӑ

Ҫӗнӗ килӗшӳ Саккун килӗшӗвӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать тата вӑл мӗнле майпа ӗмӗрлӗхе пыракан пиллӗхсем илсе килӗ?