Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрачӗ  |  2017 август

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

ПӖРРЕМӖШ ХУТ КИЛНИ

Ыйту: Килӗшетӗр-и, ачасене те, аслисене те хӑш-пӗр чухне тӗрӗссине тума йывӑр, вӗт япӑххине тума эпир хӑвӑрт вӗренетпӗр?

Сӑвӑ йӗрки: Эф 6:4

Малалла ҫапла калама пулать: Библире хамӑр ачасене тӗрӗссине тума мӗнле пулӑшмалли ҫинчен калакан ытти канашсене те тупма пулать. Тепрехинче эпир сирӗнпе мӗншӗн ашшӗ-амӑшсен хӑйсен ачисене Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма вӗрентмелли ҫинчен кӗскен калаҫма пултаратпӑр.

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Турӑ ҫынсене мӗнле тӗллевпе тунӑ?

Сӑвӑ йӗрки: Пс 36:29

Чӑнлӑх: Турӑ ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тесе тунӑ.

ТЕПӖР ХУТ КИЛНИ

Малтанхи сӑмахсем: Иртнинче эпир сирӗнпе хамӑр ачасене тӗрӗссине тума Библи мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен калаҫнӑччӗ. Паян вара вӗсене мӗнле хӳтӗлемелли ҫинчен пӗр шухӑша кӑтартасшӑн.

Сӑвӑ йӗрки: Ыт 14:15

Малалла ҫапла калама пулать: Эпӗ иртнинче сирӗнпе мӗн ҫинчен калаҫни пирки шухӑшларӑм, вара сирӗн валли статья шыраса тупрӑм. Унта ашшӗ-амӑшсен хӑйсен ачисене мӗнле вӗрентсе ӳстермелли ҫинчен каласа панӑ («Ачасене мӗнле вӗрентсе ӳстермелле?» статьяна сӗнӗр, hf 7-мӗш пайӗ). Ҫак статьяра эсир ачасене вӗрентсе ӳстерес тӗлӗшрен Библири ытти усӑллӑ канашсене тупма пултаратӑр.

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр