Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хыпарҫӑсем Азербайджанра ырӑ хыпар сараҫҫӗ

«ПУРНӐҪПА СӐВАПЛӐ ӖҪ» ӖҪ ТЕТРАЧӖ 2017 август

Сӗнмелли майсем

Салатмалли брошюрӑна сӗнмелли, Турӑ ҫынсене мӗнле тӗллевпе туни ҫинчен Библири чӑнлӑха пӗлтермелли майсем. Ҫак майсене тӗпе хурса урӑх майсем шухӑшласа кӑларӑр.

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иегова суя тӗне тытса тӑракан халӑха награда панӑ

Тир хулине 13 ҫул хушши хупӑрласа тӑнӑшӑн Иегова вавилонянсене награда панӑ. Турӑ эпир уншӑн шанчӑклӑ ӗҫленине тата ҫухатусем тӳснине хакланине мӗнле кӑтартать?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр. Хамӑра кӗҫӗне хуни

Хамӑра кӗҫӗне хуни мӗншӗн питӗ кирлӗ? Ҫак лайӑх ене мӗнле кӑтартмалла? Кӗлтуни тата Иисусӑн тӗслӗхӗ хамӑра кӗҫӗне хума мӗнле пулӑшать?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Хуралҫӑн пысӑк яваплӑх пур

Хуралҫӑн хула ҫыннисене ҫывхарса килекен хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттарас яваплӑх пулнӑ. Иегова Иезекииле Израилӗн хуралҫи пек пулма лартнине мӗнле ӑнланмалла?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр. Хӑюлӑх

Мӗншӗн пирӗн ҫынсенчен хӑранине ҫӗнтермелле? Шухӑшлани, кӗлтуни тата Иегова ҫине шанса тӑни пире хӑюллӑ пулма мӗнле пулӑшать?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Магог ҫӗрӗнчи Гог кӗҫех тӗп пулӗ

Библире Магог ҫӗрӗнчи Гога тӗп тӑвас умӗн те, тӗп тунӑ хыҫҫӑн та мӗнле событисем пулса иртесси ҫинчен каланӑ.

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Турра юрӑхлӑ енсене аталантарӑр. Ӗненӳ

Пирӗн, Авраам пекех, йывӑр чухне те Иегова Турра ӗненнине кӑтартмалла. Ҫирӗп ӗненӗве тата чунтан парӑннине эпир мӗнле аталантарма пултаратпӑр?

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ

Иезекииле храм ҫинчен кӑтартнӑ курӑну тата эсир

Иезекиилӗн курӑнӑвӗ пире Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас тесен унӑн ҫӳллӗ шайра тӑракан нормисене тытса тӑмаллине аса илтерет. Ҫак курӑну пире мӗн тума хавхалантарать?

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Хӑҫан эпӗ каллех пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултаратӑп?

Турра «мухтав парни» кӳрсе тӑмалли майсенчен пӗри вӑл — пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесси. Эсир ҫакӑн пек тӗллев лартма пултаратӑр-и?