Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

Публикацисене сӗнмелли майсем

Публикацисене сӗнмелли майсем

«КӖЛТУНИ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН УСӐ ПАРАТЬ-И?» БРОШЮРА

Публикаци: Паян эпир пурне те ҫак интереслӗ брошюрӑпа паллаштаратпӑр. [Хуплашкине кӑтарт.]

Ыйту: Хӑшӗ-пӗрисем кӗлтуни вӑл — вӑхӑта сая яни ҫеҫ, кӗлтунине никам та итлемест тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем Турӑ вӗсен кӗллисене итлет теҫҫӗ. Эсир вара мӗнле шутлатӑр?

Сӑвӑ йӗрки: Ис 30:19. Ҫак брошюрӑра Турӑ кӗлӗсене итленине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем илсе панӑ: эпир тӗрӗс кӗлтӑватпӑр пулсан тата ӑна мӗн юрӑхли ҫинчен ыйтатпӑр пулсан, Турӑ хуравлать.

«КӖЛТУНИ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН УСӐ ПАРАТЬ-И?» БРОШЮРА (юлашки страница)

Публикаци: Манӑн сире ҫак брошюрӑна парас килет.

Ыйту: Калӑр-ха, тархасшӑн, эсир юлашки страницӑри ыйту ҫине мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр: чухӑнлӑх хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?

Сӑвӑ йӗрки: Ис 65:21—23. Ку статьяра ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ Библири ытти сӑвӑ йӗркисене те илсе панӑ.

ТУРӐ ЯЧӖ ҪИНЧЕН ХУШМА МАТЕРИАЛ

Публикаци: Эпӗ сире Библие тӳлевсӗр вӗренни мӗнле иртнине кӗскен кӑтартасшӑн. Пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусен хуравӗсене хӑвӑрӑн Библире мӗнле тупмаллине ҫакӑнта ӑнлантарса панӑ.

Ыйту: Эсир хӑҫан та пулин Библи вуланӑ-и? Ҫак статьясемпе усӑ курса Библи вӗренме мӗн тери ҫӑмӑл пулнине сире кӑтартма юратчӗ-ши? [«Турӑ мӗн ятлӑ?» ыйтӑва пӑхса тух.]

Сӑвӑ йӗрки: Ос 12:5

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.