Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрачӗ  |  2016 ноябрь

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

«ПӖЛӖТРЕ ПУРӐНАКАНСЕН ТӖНЧИ» БРОШЮРА

Ыйту: Сирӗн шутпа пӗлӗтре кам та пулин пурӑнать-и?

Сӑвӑ йӗрки: Ин 8:23

Публикаци: Ҫак брошюрӑран эсир Иисус Христоспа унӑн Ашшӗ пӗлӗтре пурӑнакансем ҫинчен мӗн каласа панине пӗлме пултаратӑр.

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Библире ҫак пророкла калани паянхи кунсенче пурнӑҫланса пырать тенипе эсир килӗшетӗр-и?

Сӑвӑ йӗрки: 2Тм 3:1—5

Чӑнлӑх: Юлашки кунсем ҫинчен пророкла каланӑ сӑмахсем пурнӑҫланнине эпир хамӑр куҫпах куратпӑр пулсан, лайӑх пуласлӑх пирки пророкла каланӑ сӑмахсем те пурнӑҫланасса ҫирӗп шанма пултаратпӑр.

«МӖНШӖН БИБЛИ ВӖРЕНМЕЛЛЕ?» (Видео)

Малтанхи сӑмахсем: Эпир ҫынсене пурнӑҫри чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене ӑҫта тупмаллине ӑнлантарса паракан кӗске видеоролик кӑтартатпӑр. [Видеоролик кӑтартӑр. Вырӑнлӑ планри «Пирӗн пуласлӑх» тема ҫине тимлеттерӗр. Ҫын интересленмесен, ӑна буклет парса хӑварӑр.]

Публикаци (плана сӳтсе яватӑр пулсан): Ҫак планра Библири хӑш-пӗр шухӑшсене илсе панӑ. Хӑвӑрӑн Библире ҫав сӑвӑ йӗркисене вуласа пӑхсан, тӗнчери йывӑрлӑхсене Турӑ мӗнле пӗтерессине пӗлме пултаратӑр.

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.