Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрачӗ  |  2016 март

Публикацисене сӗнмелли майсем

Публикацисене сӗнмелли майсем

«КӖЛТУНИ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН УСӐ ПАРАТЬ-И?» БРОШЮРА

Публикаци: Паян эпир пурне те ҫак интереслӗ брошюрӑпа паллаштаратпӑр. [Хуплашкине кӑтарт.]

Ыйту: Хӑшӗ-пӗрисем кӗлтуни вӑл — вӑхӑта сая яни ҫеҫ, кӗлтунине никам та итлемест тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем Турӑ вӗсен кӗллисене итлет теҫҫӗ. Эсир вара мӗнле шутлатӑр?

Сӑвӑ йӗрки: Ис 30:19

Ҫак брошюрӑра Турӑ кӗлӗсене итленине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем илсе панӑ: эпир тӗрӗс кӗлтӑватпӑр пулсан тата ӑна мӗн юрӑхли ҫинчен ыйтатпӑр пулсан, Турӑ хуравлать. [Е план сӗн.]

«КӖЛТУНИ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН УСӐ ПАРАТЬ-И?» БРОШЮРА (юлашки страница)

Публикаци: Манӑн сире ҫак брошюрӑна парас килет.

Ыйту: Калӑр-ха, тархасшӑн, эсир юлашки страницӑри ыйту ҫине мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр: чухӑнлӑх хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?

Сӑвӑ йӗрки: Ис 65:21—23

Ку статьяра ҫак ыйтупа ҫыхӑннӑ Библири ытти сӑвӑ йӗркисене те илсе панӑ.

КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ЧӖНМЕЛЛИ ХУТ

Публикаци: Эпир питӗ пысӑк уява пыма чӗнӳ хучӗсене салататпӑр. [Ҫынна чӗнӳ хутне пар.] Мартӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын Иисус Христос вилӗмне паллӑ тума тата унӑн вилӗмӗ пире мӗнле усӑ пани ҫинчен Библи тӑрӑх тунӑ доклада итлеме пуҫтарӑнӗ. Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫак тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пулассине чӗнӳ хутӗнче кӑтартнӑ. Эпир сире унта курма питӗ хавас пулӑпӑр.

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.