Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрачӗ  |  2016 июль

Публикацисене сӗнмелли майсем

Публикацисене сӗнмелли майсем

«БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ?» БРОШЮРА

Ыйту: Библи вӑл Турӑран пулсан, ӑна ним тусан та пӗтерме май ҫук, ҫапла мар-и?

Сӑвӑ йӗрки: Ис 40:8

Публикаци: Ҫак статьясенче Библи паянхи кунччен мӗнле упранса юлни ҫинчен каласа панӑ.

«БИБЛИ МӖНЛЕ УПРАНСА ЮЛНӐ?» БРОШЮРА (юлашки страница)

Ыйту: Манӑн эсир ҫак ыйту пирки мӗн шутланине пӗлес килет. [16-мӗш страницӑри пӗрремӗш ыйтӑва вуласа парӑр.] Хӑш-пӗрисем тӗнсене ҫынсем шутласа кӑларнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем тӗнсем Турӑран тата ҫынсене унпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ теҫҫӗ. Эсир мӗн шутлатӑр?

Сӑвӑ йӗрки: Иак 1:27, ҪТ

Публикаци: Ку статьяра эсир Библире ҫакӑн пирки тата мӗн каланине пӗлме пултаратӑр. Тепрехинче вара ҫак статьяри хӑш-пӗр шухӑшсене сӳтсе явӑпӑр.

ПЛАНСЕМПЕ УСӐ КУРМА ВӖРЕНӖР

Ыйту: Хӑшӗ-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Библири пророкла каланисене вулани хаҫатсенчи заголовоксене вуланипе пӗрех. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак сӑвӑ йӗркисенче мӗн каланинчен паян мӗн пурнӑҫланса пырать?

Сӑвӑ йӗрки: 2Тм 3:1—5

Публикаци: Ҫакӑн пек япӑх лару-тӑру Турра юратакан ҫынсемшӗн мӗншӗн ырӑ хыпар пулнине ҫак планра ӑнлантарса панӑ. [Вырӑнлӑ планри «Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килӗ?» темӑна сӳтсе явӑр.]

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.