Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

«Пурнӑҫпа сӑваплӑ ӗҫ» ӗҫ тетрачӗ  |  2016 декабрь

Сӗнмелли майсем

Сӗнмелли майсем

«ПӖЛӖТРЕ ПУРӐНАКАНСЕН ТӖНЧИ» БРОШЮРА

Ыйту: Сирӗн шутпа пӗлӗтре кам та пулин пурӑнать-и?

Сӑвӑ йӗрки: Ин 8:23

Публикаци: Ҫак брошюрӑран эсир Иисус Христоспа унӑн Ашшӗ пӗлӗтре пурӑнакансем ҫинчен мӗн каласа панине пӗлме пултаратӑр.

ЧӐНЛӐХА ВӖРЕНТӖР

Ыйту: Сирӗн шутпа, ҫынсем асапланнӑшӑн Турӑ айӑплӑ-и?

Сӑвӑ йӗрки: Иов 34:10

Чӑнлӑх: Турӑ ҫынсем тӳсекен асапсемшӗн айӑплӑ мар. Хӗн-асапсем Шуйттана пула тата ҫынсем тӗрӗс мар йышӑнусем тунине пула пулаҫҫӗ е вӑхӑтран, ӑнсӑртран сиксе тухаҫҫӗ. Эпир асапланнӑ чухне Турӑ яланах юнашар, вӑл пире питӗ пулӑшасшӑн.

«МӖНШӖН БИБЛИ ВӖРЕНМЕЛЛЕ?» (Видео)

Ыйту: Эсир мӗнле шутлатӑр: тӗнчене Турӑ тытса тӑрать-и? [Хурава итлӗр.] Библире мӗн калани сире тӗлӗнтерме пултарать. Ҫак кӗске видеоролика пӑхӑр-ха. [Видеоролик кӑтартӑр.]

Публикаци: Ҫак планра мӗншӗн хӗн-асап нумай пулнине ӑнлантарса панӑ. Унта Библи ҫинче никӗсленнӗ усӑллӑ шухӑшсем пур. Ҫавӑнти сӑвӑ йӗркисене эсир килте уҫса пӑхсан мӗншӗн хӗн-асап нумай пулнине тата лайӑхрах пӗлме пултаратӑр. [Вырӑнлӑ плана сӗнӗр.]

МАНӐН СӖНМЕЛЛИ МАЙ

Унчченхи тӗслӗхсене тӗпе хурса хӑвӑрӑн сӗнмелли мая шутласа кӑларӑр.