Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  3№, 2017

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ТӐВАТӐ ЮЛАНУТҪӐ. ВӖСЕМ СИРӖН ПУРНӐҪПА ҪЫХӐННӐ-И?

Тӑватӑ юланутҫӑ тата эсир

Тӑватӑ юланутҫӑ тата эсир

Тӑватӑ юланутҫӑ тата эсир Лашасем сиккипе пыни илтӗнет, вӗсем ҫинче вара тӑватӑ юланутҫӑ! Авалхи кӗнекере, Библире, ҫырса панӑ ҫак ҫӳҫентерсе яракан тата хумхантаракан сӑнарсем пирӗн куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ. Малта пыракан шурӑ лаша ҫинче хӑватлӑ патша ларать. Ун хыҫӗнче вут-ҫулӑм пек хӗрлӗ лаша пырать, ун ҫинче ларакана ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха пӗтерме ирӗк панӑ. Виҫҫӗмӗш юланутҫӑн лаши вара кӑмрӑк пек хуп-хура. Ҫав юланутҫӑн аллинчи виҫе ырра мар, вӑл выҫлӑх пуласса пӗлтерет. Юлашкинчен шуранка лаша ҫинче Вилӗм ятлӑ тӑваттӑмӗш юланутҫӑ пырать. Вӑл хӑрушӑ тата вилӗм патне илсе пыракан чирсем пуласса пӗлтерет. Ун хыҫӗнчен вилнӗ ҫынсене пуҫтарса пыракан виле шӑтӑкӗ пырать (Ӳлӗмхине 6:1—8).

«Библире тӑватӑ юланутҫӑ ҫинчен пӗрремӗш хут вуласан, эпӗ хӑраса ӳкрӗм. Мӗншӗн тесен ҫывхарса килекен Суд кунне хатӗр пулманран чӗрӗ юлаймӑп пек туйӑнатчӗ мана» (Кристал).

«Пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан тата тӗрлӗ лашасем ҫинче ларакан тӑватӑ юланутҫӑ мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Анчах ҫак курӑну мӗне пӗлтернине пӗлсен, эпӗ веҫех ӑнлантӑм» (Эд).

Апокалипсисӑн тӑватӑ юланутҫи ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ? Кристалӑн пекех-и е Эдӑн пекех? Кирек мӗнле пулсан та, тӑватӑ юланутҫӑ ҫинчен мӗн ҫырса пани — Ӳлӗмхине кӗнекинчи, Библин юлашки кӗнекинчи, паллӑ вырӑнсенчен пӗри. Ҫак курӑнӑвӑн пӗлтерӗшне кашни ҫыннӑн ӑнланма тӑрӑшмалла. Мӗншӗн тесен ҫак пророкла ҫырнӑ Ӳлӗмхине кӗнекине вулакан, тӗпчекен тата унта мӗн ҫырнине тытса тӑракан ҫын телейлӗ пулӗ тесе сӑмах парать Турӑ (Ӳлӗмхине 1:1—3).

Тӑватӑ юланутҫӑ ҫинчен пророкла ҫырса пани кама та пулин хӑратма пултарать пулин те, ӑна ҫав тӗллевпе ҫырман. Ҫак пророкла калани миллион-миллион ҫынна хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме тата пуласлӑха шанчӑкпа пӑхма пулӑшнӑ. Сирӗн те ҫак курӑнӑвӑн пӗлтерӗшне ӑнланас килет-и? Ӑнланас килет пулсан, тепӗр статьяна вуласа пӑхӑр.