Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  3№, 2017

Библи мӗн калать?

Библи мӗн калать?

Ҫӗр ҫинче хӑҫан та пулин тӗрӗслӗх пулӗ-ши?

Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

  •  Пулать.

  •  Пулмасть.

  •  Пӗлместӗп.

Библи мӗн калать?

«Ҫӳлхуҫа хӗн-хур тӳсекенсене хӳтӗлессе, мӗскӗнсене тӳрре кӑларасса пӗлетӗп» (Псалом 139:13). Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче чӑн-чӑн тӗрӗслӗх туса парӗ.

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Ҫак тӗнчери тӗрӗсмарлӑха Турӑ курса тӑрать, вӑл ӑна пӗтеретех (Екклесиаст 5:7).

  •  Турӑ ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх туса хурсан пурнӑҫ мирлӗ те лӑпкӑ пулӗ (Исаия 32:16—18).

Турӑ пӗр халӑха тепӗр халӑхран мала хурать-и?

Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Турӑ пӗрисене пиллет, теприсене ылханать. Турӑ пур ҫын ҫине те пӗр пек пӑхать текенсем те пур. Эсир мӗн шутлатӑр?

Библи мӗн калать?

«Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Турӑшӑн пур ҫын та пӗр тан.

Библирен тата мӗн пӗлме пулать?

  •  Библире пур йӑх, пур ӑру, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем, пур халӑхсем валли «Ырӑ Хыпар» пур (Ӳлӗмхине 14:6).