Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  3№, 2017

Хамӑрӑн пухури ачасемпе вӑхӑта ирттерме мана питӗ килӗше

 БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ

Эпӗ пуринчен ытла бейсбола юратнӑ!

Эпӗ пуринчен ытла бейсбола юратнӑ!
  • ҪУРАЛНӐ ҪУЛ: 1928

  • ҪӖРШЫВ: КОСТА-РИКА

  • УНЧЧЕН: СПОРТСМЕН ТАТА АЗАРТЛӐ ВӐЙӐСЕНЕ ВЫЛЯКАН

УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪ

Эпӗ Коста-Рикӑн хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ Лимо́н ятлӑ портлӑ хулара ҫуралса ӳснӗ. Манӑн аттепе аннен сакӑр ача пулнӑ, эпӗ вара ҫиччӗмӗшчӗ. Сакӑр ҫулта пулнӑ чухне манӑн атте вилчӗ. Ҫавӑнпа анне пире пӗччен ҫитӗнтерчӗ.

Манӑн пурнӑҫра бейсбол яланах пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Мӗн пӗчӗкренех эпӗ спорта юратнӑ. Аслӑ классенче вара юратакансен лигинче вылянӑ. Темиҫе ҫул иртсен бейсболри пӗр скаут мана Никарагуара профессионалсен командинче выляма сӗнчӗ. Анчах ҫав вӑхӑтра аннен сывлӑхӗ питӗ начарччӗ, ҫавӑнпа манӑн ӑна пӑхмаллаччӗ. Никарагуара манӑн пурӑнас килместчӗ, вара унта куҫса каяс темерӗм. Каярахпа тепӗр скаут мана урӑх ҫӗршывсемпе вылякан Коста-Рикӑн бейсбол командине кӗме сӗнчӗ. Ҫав командӑна выляма юратакансенчен чи лайӑххисене пуҫтарнӑ пулнӑ. Ку хутӗнче эпӗ килӗшрӗм. Эпӗ ҫак командӑра 1949 ҫултан пуҫласа 1952 ҫулччен вылярӑм тата Кубӑра, Мексикӑра, Никарагуара пулнӑ нумай вӑйӑра хутшӑнтӑм. Эпӗ бейсмен, е базӑна сыхлакан, пулнӑ. Ҫакӑ манӑн лайӑх пулатчӗ — 17 вӑйӑра эпӗ пӗр йӑнӑш та тумарӑм. Халӑх ман ята ҫине-ҫинех кӑшкӑрни мана килӗшетчӗ.

Калама аванах мар та, эпӗ аскӑн пурнӑҫпа пурӑннӑ. Манӑн хӗр пулнӑ, анчах ҫав вӑхӑтрах эпӗ ытти хӗрарӑмсемпе те ар хутшӑнӑвне кӗнӗ. Ҫавӑн пекех эрехпе те иртӗхнӗ. Пӗрре питӗ нумай ӗҫнӗ хыҫҫӑн хам вырӑн ҫинче ирхине вӑрансан киле мӗнле таврӑннине аса илме те пултараймарӑм. Унсӑр пуҫне эпӗ лотерея тата укҫалла домино вылянӑ.

Ун чухне манӑн анне Иегова Свидетелӗ пулса тӑчӗ. Вӑл мана хӑй мӗне ӗненни ҫинчен каласа паратчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра эпӗ спорт ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑран ҫакӑ мана интереслӗ пулман. Тренировкӑсенче пулнӑ чухне выҫса кайнине те туймастӑмччӗ! Пуҫӗпех вӑййа путнӑччӗ. Чӑнах та, эпӗ бейсбола пуринчен ытла юратнӑ!

Анчах 29 ҫулта пулнӑ чухне эпӗ вӑйӑ вӑхӑтӗнче мечӗке тытма тӑрсан травма илтӗм. Ҫавна пула манӑн бейсбол выляма пӑрахма тиврӗ. Ҫапах та ҫак вӑййа эпӗ хӑвармарӑм:  эпӗ бейсбола юратакансен командин тренерӗ пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм, ҫак ӗҫ хамӑн килпе юнашарахчӗ.

БИБЛИ МАНӐН ПУРНӐҪА МӖНЛЕ УЛӐШТАРЧӖ

1957 ҫулта эпӗ хам тахҫан вылянӑ стадионрах иртекен Иегова Свидетелӗсен конгресне кайса килме шут тытрӑм. Трибуна ҫинче ларнӑ чухне эпӗ Свидетельсем пӗр-пӗринпе ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнине тата пӗр-пӗрне хисепленине асӑрхарӑм. Ҫакӑ болельщиксем бейсбол вӑхӑтӗнче ашкӑннинчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ. Конгресс хыҫҫӑн вара эпӗ Свидетельсемпе Библи вӗренме тата вӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫларӑм.

Библи вӗрентӗвӗсенчен нумайӑшӗ манӑн чӗрене пырса тиврӗ. Тӗслӗхрен, Иисус Христос малтанах каласа хунӑ сӑмахсем: юлашки кунсенче унӑн вӗренекенӗсем пӗтӗм тӗнчипе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерӗҫ (Матфей 24:14). Ҫавӑн пекех чӑн христиансен хӑйсен сӑваплӑ ӗҫне укҫашӑн тумалла маррине те пӗлтӗм, вӗт Иисус каланӑ: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр» (Матфей 10:8).

Вӗренсе пынӑ май эпӗ Библире мӗн каланине Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗсемпе танлаштартӑм. Вӗсем хӑйсене шеллемесӗр Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарни мана тӗлӗнтеретчӗ. Вӗсем Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кӑтартма хушнӑ шухӑш-кӑмӑла та кӑтартнӑ, тӳлевсӗрех ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ Марк 10:21-мӗшӗнче «Ман хыҫҫӑн пыр» текен сӑмахсене вуланӑ хыҫҫӑн Свидетель пулас терӗм.

Анчах хамӑн пурнӑҫа улӑштарма вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Нумай ҫул хушши эпӗ чылай ҫын вылякан лотерейӑна вылянӑ, ун чухне вара яланах хамӑн «телейлӗ» число ҫине лартаттӑмччӗ. Анчах укҫана юратакан ҫынсене тата «Ӑнӑҫлӑх туррине» пуҫҫапакансене Библи сивленине пӗлтӗм (Исаия 65:11, ҪТ; Колоссӑ 3:5). Ҫавӑнпа та азартлӑ вӑйӑсене выляма пӑрахма шут тытрӑм. Тепӗр вырсарникунах манӑн «телейлӗ» число выляса илчӗ! Ҫав эрнере выляманшӑн паллакансем манран кулчӗҫ, мана каллех выляма хистерӗҫ. Анчах эпӗ парӑнмарӑм. Унтанпа эпӗ нихӑҫан та азартлӑ вӑйӑсем выляман.

Иегова Свидетелӗсен конгресӗнче шыва кӗнӗ кун эпӗ тепӗр йывӑрлӑхпа тӗл пултӑм. Ун чухне эпӗ «ҫӗнӗ этем» пулса тӑнипе тӑманни тӗрӗсленчӗ (Эфес 4:24). Каҫхине хӑна ҫуртне таврӑнсан алӑк умӗнче мана унчченхи хӗр кӗтнӗ. «Сэмми, чунӑм, ҫак каҫа пӗрле ирттерес килмест-и?» — ыйтрӗ вӑл. «Ҫук!» — ҫирӗппӗн каларӑм та халӗ эпӗ Библи нормисем тӑрӑх пурӑнатӑп тесе аса илтертӗм ӑна (1 Коринф 6:18). «Мӗн-мӗн?» — тӗлӗнчӗ вӑл, вара Библири нравственность нормисенчен кулма пуҫларӗ. Унтан каллех пӗрле пурӑнма ӳкӗтлерӗ. Анчах эпӗ номере кӗтӗм те хам хыҫҫӑн алӑка хупрӑм. 1958 ҫулта Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑранпа Библири принципсене пӗрре те пӑсманнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп.

МАНӐН ПУРНӐҪ ХӐШ ЕНЧЕН ЛАЙӐХЛАНЧӖ

Библи манӑн пурнӑҫа мӗнле лайӑхлатни ҫинчен эпӗ кӗнеке те ҫырма пултарнӑ пулӑттӑм. Манӑн нумай шанчӑклӑ тус пур, пурнӑҫ тӗллевлӗ тата эпӗ чӑннипех телейлӗ.

Паянхи кун та эпӗ бейсбола юрататӑп, анчах халӗ вӑл манӑн пурнӑҫра пӗрремӗш вырӑн йышӑнмасть. Бейсбол вылянӑ чухне манӑн чап та, укҫа та пулнӑ. Анчах та ҫак япаласем нумайлӑха пымаҫҫӗ. Турӑпа хамӑн хушӑри хутшӑнусем тата пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх вара — ӗмӗрлӗхе. Библире каланӑ: «Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17). Халӗ эпӗ пуринчен ытла Иегова Турра тата унӑн халӑхне юрататӑп!

Ытларах пӗлӗр

ТУРРӐН ЫРӐ ХЫПАРӖ

Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнни мӗншӗн усӑллӑ?

Мӗншӗн хамӑрӑн ӑспа кӑна пурӑнмалла маррине тата Библири мӗнле икӗ принцип чи кирлине Иисус ӑнлантарса панӑ.