Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 октябрь

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ИЕГОВА СВИДЕТЕЛӖСЕМ КАМСЕМ ВӖСЕМ?

Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненеҫҫӗ?

Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненеҫҫӗ?

Иегова Свидетелӗсем «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнине» ӗненеҫҫӗ (2 Тимофей 3:16). Библи пирӗншӗн — пурнӑҫра усӑ курмалли кӗнеке, вӑл пире Пурне те Пултарнӑ Турӑпа паллаштарать тата тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшать.

Библире каланӑ: «Пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа ятлине, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр» (Псалом 82:19) *. Ҫавӑнпа эпир Иегова Турра ҫеҫ пуҫҫапатпӑр тата, унӑн свидетелӗсем пулнӑ май, унӑн ятне пурте пӗлччӗр тесе тӑрӑшатпӑр (Исаия 43:10—12).

Эпир — христиансем, ҫавӑнпа Иисус, «Турӑ Ывӑлӗ» *, ҫӗр ҫине килнине тата Мессия пулса тӑнине ӗненетпӗр (Иоанн 1:34, 41; 4:25, 26). Вилнӗ хыҫҫӑн Иисуса пӗлӗтре пурӑнма чӗртсе тӑратнӑ (1 Коринф 15:3, 4). Каярахпа вӑл Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑнӑ (Ӳлӗмхине 11:15). Ҫак Патшалӑх — чӑннипех ӗҫлесе тӑракан правительство, вӑл ҫӗр ҫинче рай туса парӗ (Даниил 2:44). «Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ»,— тесе ҫырнӑ Библире (Псалом 36:11, 29).

«Библи вуланӑ чухне вӗсем ҫак кӗнеке урлӑ хӑйсемпе Турӑ калаҫнине ӗненеҫҫӗ. Пурнӑҫра йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан вӗсем канашсем Библире шыраҫҫӗ. [...] Турӑ Сӑмахӗ вӗсемшӗн халӗ те усӑллӑ» (католиксен священникӗ Бенджамин Чераят, «Мюнстерлэндише фольксцайтунг» нимӗҫ хаҫачӗ).

Иегова Свидетелӗсем Библири канашсем паян та усӑ панине ӗненеҫҫӗ (Исаия 48:17, 18). Ҫавӑнпа эпир ҫак канашсемпе яланах усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Сӑмахран, Библи ӑс-тӑнпа ӳт-пӗве варалакан ӗҫсенчен пӑрӑнма хушать, ҫавӑнпа эпир чӗлӗм туртмастпӑр, наркотиксемпе те ҫыхланмастпӑр (2 Коринф 7:1). Ҫавӑн пекех эпир Библи сивлекен ӗҫсене тумастпӑр, тӗслӗхрен эрех-сӑрапа иртӗхместпӗр, аскӑн ӗҫсем тумастпӑр тата вӑрламастпӑр (1 Коринф 6:9—11).

^ 4 абз. «Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа ятлине» сӑмахсене Стефан Элпидин священник куҫарнӑ Псаломсен кӗнекинче «Эсӗ — Иегова ятли» тесе куҫарнӑ («Псалтирь на чувашском языке», Казань, 1858 ҫул).

^ 5 абз. Библире Иисус пирки «Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ» тенӗ, мӗншӗн тесен Иегова пӗр ӑна ҫеҫ хӑй пӗччен тунӑ тата чи малтан тунӑ (Иоанн 3:18; Колоссӑ 1:13—15).

Ытларах пӗлӗр

ҪЫНСЕМ ЧАС-ЧАСАХ ЫЙТАҪҪӖ

Иегова Свидетелӗсем хӑйсен тӗнӗ ҫеҫ тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ-и?

Ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан ҫулсем нумай тесе каланӑ-и Иисус?