Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 октябрь

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ИЕГОВА СВИДЕТЕЛӖСЕМ КАМСЕМ ВӖСЕМ?

Мӗнле ҫынсем вӗсем?

Мӗнле ҫынсем вӗсем?

Эпир — ытти тӗн ушкӑнӗсенчен уйрӑм тӑракан пӗтӗм тӗнчери организаци. Пирӗн тӗп управлени Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вырнаҫнӑ пулин те, Иегова Свидетелӗсенчен ытларахӑшӗ урӑх ҫӗршывсенче пурӑнать. Сакӑр миллиона яхӑн Иегова Свидетелӗ 230 ытла ҫӗршывра ҫынсене Библие ӑнланма пулӑшать. Ҫапла вӗсем Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ: «Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ» (Матфей 24:14).

Кирек хӑш ҫӗршывра пурӑнсан та, эпир патшалӑх законӗсене тытса тӑратпӑр. Апла пулин те, эпир политика ӗҫӗсене хутшӑнмастпӑр, мӗншӗн тесен Иисус христиансем пирки вӗсем «тӗнченӗн мар» тенӗ. Ҫавӑнпа политика ыйтӑвӗсенче эпир никам майлӑ та тӑмастпӑр, вӑрҫӑсене те хутшӑнмастпӑр (Иоанн 15:19; 17:16). Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Иегова Свидетелӗсене нейтралитета пӑсма килӗшменшӗн тӗрмене хупнӑ, асаплантарнӑ, вӗлернӗ те. Германире унччен епископ пулнӑ пӗр арҫын ҫырнӑ: «Тӗн вӗрентӗвӗсене пула Виҫҫӗмӗш рейх майлӑ тӑман ҫынсем тесе вӗсем пирки ҫеҫ калама пулать».

«[Иегова Свидетелӗсем] нравственность нормисене ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ. Ыттисене ырӑ тума тӑрӑшакан ҫак ҫынсене пысӑк власть та шанса пама пулать, анчах вӗсем политикӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ вырӑнӗсене йышӑнма нихӑҫан та килӗшмӗҫ. [...] Вӗсем патшалӑх влаҫне хисеплеҫҫӗ, анчах та этемлӗхӗн пӗтӗм йывӑрлӑхне Турӑ Патшалӑхӗ кӑна татса пама пултарасса ӗненеҫҫӗ» («Нова свобода» ятлӑ Чехи хаҫачӗ).

Анчах та эпир ыттисенчен ютшӑнса пурӑнмастпӑр. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн Турра ҫапла кӗлтунӑ: «Вӗсене тӗнчерен ил тесе йӑлӑнмастӑп» (Иоанн 17:15). Ҫавӑнпа эсир пире ӗҫре те, лавккара та, вӗренӳ учрежденийӗсенче те курма пултаратӑр.