Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 октябрь

 БИБЛИ ҪЫННӐН ПУРНӐҪНЕ ЛАЙӐХЛАТАТЬ

Эпӗ усаллансах пытӑм

Эпӗ усаллансах пытӑм
  • ҪУРАЛНӐ ҪУЛ: 1952

  • ҪӖРШЫВ: АМЕРИКӐРИ ПӖРЛЕШӲЛЛӖ ШТАТСЕМ

  • УНЧЧЕН: ХЫТӐ ЧӖРЕЛЛӖ ТАТА ХАЯР ҪЫН ПУЛНӐ

УНЧЧЕНХИ ПУРНӐҪ.

Манӑн ачалӑх Лос-Анджелесра (Калифорни штачӗ, АПШ) иртрӗ. Эпӗ пурӑннӑ районсенче урамра вӑрӑ-хурах ушкӑнӗсем алхасатчӗҫ тата наркотиксемпе суту-илӳ тӑвасси те анлӑ сарӑлнӑччӗ. Аттепе аннен ултӑ ача пулнӑ, эпӗ вара — иккӗмӗшӗ.

Анне пире мӗн ачаранах евангелистсен йӑли-йӗрки тӑрӑх пурӑнма вӗрентетчӗ. Анчах та эпӗ ҫитӗнерехпе аслисем курман чухне япӑх ӗҫсем тума пуҫларӑм. Вырсарникунсенче эпӗ чиркӳри хорта юрлаттӑм, ытти кунсенче вара каҫхи клубсенче вӑхӑта ирттереттӗм, наркотиксемпе иртӗхеттӗм тата хӗрсемпе ашкӑнаттӑм.

Эпӗ хӑвӑрт ҫилленсе-вӗриленсе каяттӑм, мӗн те пулин пулсанах шӑрпӑк тивсе илнӗ пек тӳрех хӗрсе каяттӑм. Ҫӗнтерес тесе эпӗ тем тума та хатӗрччӗ. Чиркӳре мӗн вӗрентни мана пулӑшмастчӗ. Эпӗ час-часах ҫапла калаттӑм: «Тавӑрасси — Туррӑн ӗҫӗ, эпӗ вара ун аллинчи хӗҫпӑшал!» 1960 ҫулсем вӗҫӗнче, аслӑ классенче, эпӗ «Хура пантерӑсем» ятлӑ политика партийӗн витӗмне лекрӗм, ҫак парти хура ӳтлӗ ҫынсен прависемшӗн хӑрушла майсемпе кӗрешетчӗ. Эпӗ этем прависене хӳтӗлекен студентсен ушкӑнӗпе явӑҫса кайрӑм. Эпир шкула вӑхӑтлӑха хупса темиҫе хут та влаҫа хирӗҫ пулнине кӑтартрӑмӑр.

Анчах та ку маншӑн ҫителӗклӗ марччӗ. Эпӗ курайманлӑхпа ҫунса тӑраттӑм тата юн тӑкассишӗн антӑхаттӑм. Тӗслӗхрен, пӗррехинче эпир юлташсемпе кино пӑхрӑмӑр, унта унччен тахҫан Африка ҫыннисем Пӗрлешӳллӗ Штатсенче мӗнле асап тӳсни ҫинчен кӑтартрӗҫ. Ку пире уртарсах ячӗ, вара эпир кинотеатртах шурӑ ӳтлӗ ҫамрӑксем ҫине сиксе ӳкрӗмӗр. Ҫавӑн хыҫҫӑн тата кама та пулин хӗнес шутпа юнашар района кайрӑмӑр.

Эпӗ ҫирӗм ҫула та ҫитменччӗ, хам та, пиччепе икӗ шӑллӑм та чӑн-чӑн пуҫкасакансем пулса тӑма та ӗлкӗртӗмӗр. Эпир киревсӗр ӗҫсем тунине полици те пӗлсе тӑратчӗ. Шӑллӑмсенчен пӗри пурте пӗлекен бандӑра тӑратчӗ, ҫавӑнпа эпӗ унӑн юлташӗсемпе вӑхӑта нумай ирттереттӗм. Кӗскен каласан, эпӗ усаллансах пытӑм.

БИБЛИ МАНӐН ПУРНӐҪА ЛАЙӐХЛАТРӖ.

Манӑн пӗр юлташӑн ашшӗпе амӑшӗ Иегова Свидетелӗсемччӗ. Пӗррехинче вӗсем мана хӑйсен пухӑвне чӗнчӗҫ, эпӗ кайма килӗшрӗм. Пухӑва килсенех эпӗ Свидетельсем ыттисенчен питӗ уйрӑлса тӑнине асӑрхарӑм. Кашниннех Библи пурччӗ тата тӗлпулу вӑхӑтӗнче пурте Библи тӑрӑх йӗрлесе пычӗҫ. Ҫамрӑк ачасем те докладсем туса пачӗҫ! Туррӑн ят пуррине — вӑл Иегова ятлине пӗлсен, тата ҫак ята час-часах каланине илтсен эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм (Псалом 82:19). Пухӑва тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пынӑччӗ, анчах та вӗсем пӗр-пӗрне камне кура уйӑрни пачах та курӑнмарӗ.

 Мана Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗсене ҫӳреме килӗшетчӗ пулин те, малтанах ман вӗсемпе Библи вӗренес килместчӗ. Пӗррехинче, эпӗ Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗнче пулнӑ чухне, ман юлташсем концерта кайнӑ. Унта вӗсем пӗр ҫамрӑка хӑйӗн сӑран курткине пама килӗшменшӗн вилмеллех хӗненӗ. Тепӗр кунне вӗсем ҫав ҫамрӑка вӗлернипе мухтанма пуҫларӗҫ. Вӗсем ҫавӑн пирки судра та шӳтлесе калаҫрӗҫ. Вӗсенчен нумайӑшне мӗн виличченех тӗрмере лармалла тунӑ. Ҫав каҫ вӗсемпе пӗрле кайманшӑн эпӗ мӗн тери савӑнни пирки калама та кирлӗ мар. Ҫавӑн чухне эпӗ хамӑн пурнӑҫа улӑштарма шут тытрӑм, ҫапла Библи вӗренме пуҫларӑм.

Эпӗ ҫынсене хӑш халӑхран тухнине кура уйӑрма хӑнӑхнӑччӗ, ҫавӑнпа Иегова Свидетелӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле хутшӑнни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Тӗслӗхрен, шурӑ ӳтлӗ пӗр Свидетелӗн ют ҫӗршыва тухса каймалла пулнӑ чухне вӑл хӑйӗн ачисене вӑхӑтлӑха хура ӳтлӗ Свидетельсен ҫемйине парса хӑварчӗ. Хура ӳтлӗ пӗр ҫамрӑкӑн пурӑнма вырӑн пулман чухне ӑна шурӑ ӳтлӗ Свидетельсен ҫемйи хӑйсем патне илчӗ. Эпӗ Иегова Свидетелӗсем Иисусӑн сӑмахӗсем тӑрӑх пурӑннине питӗ лайӑх куртӑм, ҫав сӑмахсене Иоанн 13:35-мӗшӗнче ҫырса хунӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ». Эпӗ чӑн-чӑн тӑванлӑха тупнине ӑнланса илтӗм.

Библи вӗреннӗ май, эпӗ ман урӑхларах шухӑшлама хӑнӑхмаллине ӑнлантӑм. Чун-чӗререн килӗштерсе пурӑнма вӗренес тесе манӑн ҫынсемпе хирӗҫмесӗр пурӑнма тӑрӑшмалла кӑна мар, хамӑн ӑс-тӑна та ҫӗнетсе улӑштармалла пулчӗ (Рим 12:2). Майӗпен эпӗ ҫитӗнӳсем тума пуҫларӑм. 1974 ҫулта вара шыва кӗтӗм те Иегова Свидетелӗ пулса тӑтӑм.

Чӗререн килӗштерсе пурӑнма вӗренес тесе манӑн ҫынсемпе хирӗҫмесӗр пурӑнма тӑрӑшмалла кӑна мар, хамӑн ӑс-тӑна та ҫӗнетсе улӑштармалла пулчӗ

Апла пулин те шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та манӑн улшӑнусем тумалла пулчӗ. Сӑмахран, пӗррехинче ҫапла пулса иртрӗ: эпӗ килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне пӗр ҫын ман машинӑран радио вӑрланине куртӑм, вара ун хыҫҫӑн чупрӑм. Эпӗ ӑна хӑваласа ҫитнӗпе пӗрехчӗ ӗнтӗ — вӑл радиона пӑрахрӗ те тарчӗ. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ыттисене каласа панӑ хыҫҫӑн старейшина манран ыйтрӗ: «Стивен, эсӗ ӑна хӑваласа ҫитнӗ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑн?» Ҫак ыйту мана шухӑша ячӗ, ыттисемпе килӗштерме вӗренмешкӗн тата ытларах вӑй хума хавхалантарчӗ.

1974 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа эпӗ Турӑ ӗҫне тулли вӑхӑтпа тума тытӑнтӑм: ҫынсене Библи ҫинчен каласа памашкӑн кашни уйӑхрах 100 сехет уйӑрма пуҫларӑм. Каярахпа Иегова Свидетелӗсен тӗп управленийӗнче, Бруклинра (Нью-Йорк штатӗнче), доброволец пулса та ӗҫлерӗм. 1978 ҫулта эпӗ чирленӗ аннене пӑхас тесе Лос-Анджелеса таврӑнтӑм. Тепӗр икӗ ҫултан вара эпӗ Ааронда ятлӑ христианкӑна качча илтӗм. Юратнӑ арӑм мана аннене, вӑл виличченех, пӑхма пулӑшрӗ. Каярахпа эпир Аарондӑпа миссионерсене хатӗрлекен Галаад шкулӗнче вӗрентӗмӗр, ҫавӑн хыҫҫӑн пире Панамӑна ячӗҫ, ҫавӑнтанпа эпир унтах миссионер ӗҫне туса тӑратпӑр.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эпӗ хӑвӑрт тарӑхтарса яма пултаракан лару-тӑрура пӗрре кӑна мар пулнӑ. Кам та пулин мана алла ирӗке яма хӗтӗртнӗ чухне эпӗ хама йӗркеллӗ тытма тата лару-тӑрӑва хирӗҫмесӗр татса пама вӗренсе ҫитрӗм. Ҫынсенчен нумайӑшӗ, ҫав шутра арӑм та, эпӗ ҫавнашкал лару-тӑрусенче килӗшӳ тупма пултарнӑшӑн мана мухтаҫҫӗ. Эпӗ те хамран хам тӗлӗнетӗп! Анчах та эпӗ ҫавна пурне те хамӑн вӑйпа ҫеҫ туманнине пӗлсе тӑратӑп. Библи ҫынсене лайӑхланма пулӑшма пултарать, мана та вӑл улшӑнма пулӑшрӗ (Еврейсем 4:12).

МАНӐН ПУРНӐҪ ХӐШ ЕНЧЕН ЛАЙӐХЛАНЧӖ.

Библи мана пурнӑҫ тӗллевне тупма тата ыттисемпе чун-чӗререн килӗштерсе пурӑнма вӗренме пулӑшрӗ. Халӗ ӗнтӗ манӑн алла ҫӗклесси йӑлара ҫук, пачах урӑхла, эпӗ ҫынсене Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшатӑп. Шкулта вӗреннӗ чухнехи тӑшмана та Библи вӗренме пулӑшрӑм! Вӑл шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вара пӗр вӑхӑт унпа пӗрле пӗр хваттерте пурӑнтӑмӑр. Эпир халӗ те ҫывӑх туссем. Эпир арӑмпа иксӗмӗр 80 ытла ҫынна Иегова Свидетелӗ пулса тӑма пулӑшрӑмӑр.

Пурнӑҫ тӗллевне тупма пулӑшнӑшӑн тата чӑн-чӑн туссемпе пӗрле телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма май панӑшӑн эпӗ Иеговӑна чӗререн тав тӑватӑп.