Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 июль

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир пӗлетӗр-и?

Археологи Библи тӗрӗссине ҫирӗплетсе парать-и?

Ассири патши Саргон II, ун пирки Исаия 20:1-мӗшӗнче асӑннӑ

Пӗр журналти статьяра каланӑ тӑрӑх, археологсем тупнӑ япаласем Еврей Ҫырӑвӗсенче асӑннӑ ҫынсенчен «сахалтан та 50-шӗ» чӑнахах пурӑннине ҫирӗплетсе параҫҫӗ (Biblical Archaeology Review). Вӗсен хушшинче Иудӑпа Израилӗн 14 патши пур, ҫав шутра нумайӑшӗ пӗлекен Давидпа Езекия тата ҫынсем пӗлсех кайман патшасем, тӗслӗхрен, Менаим тата Факей. Унсӑр пуҫне, ҫав списокра 5 фараонӑн ячӗ тата Ассирин, Вавилонӑн, Моавӑн, Персин, Сирин 19 патшин ячӗ пур. Анчах та археологи патшасем пурӑннине кӑна мар, Библире асӑннӑ пӗчӗкрех вырӑн йышӑнакан ҫынсем, тӗслӗхрен, аслӑ священниксем, ҫыруҫӑсем тата ыттисем пурӑннине те ҫирӗплетсе парать.

Ҫӳлерех асӑннӑ статьяра ҫав ҫынсем чӑнах та пурӑннине кӑтартакан «витӗмлӗ ҫирӗплетӳсем нумай» тенӗ. Грек Ҫырӑвӗсенче те нумайӑшӗ пӗлекен ҫынсем пирки ҫырнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем, тӗслӗхрен, Ирод, Понтий Пилат, Тиберий, Каиафа тата Сергий Павел пурӑннине те археологи ҫирӗплетсе парать.

Арӑслансем Палестинӑра хӑҫан вилсе пӗтнӗ?

Ялтӑркка кирпӗч ҫинче мӑкӑртса тунӑ ӳкерчӗк (Авалхи Вавилон)

Паян Палестинӑра арӑслансем ҫук, анчах та вӗсем пирки Библире 150 хута яхӑн асӑнни Библи ҫыракансем ҫак чӗрчуна питӗ лайӑх пӗлнине кӑтартать. Ытларах чухне Библире «арӑслан» сӑмахпа куҫӑмлӑ пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ, анчах та тӳрӗ пӗлтерӗшпе каланисем те пур. Тӗслӗхрен, Самсон, Давид тата Ванея арӑслана вӗлернӗ тесе ҫырнӑ (Тӳресен 14:5, 6; 1 Патшасен 17:34, 35; 2 Патшасен 23:20). Хӑш-пӗр ҫынсем вара арӑслан лаппинчен хӑтӑлайман (3 Патшасен 13:24; 4 Патшасен 17:25).

Ӗлӗк-авал Ази арӑсланӗсем (Panthera leo persica) Кӗҫӗн Азипе Грецирен пуҫласа Палестина, Сири, Месопотами тата Ҫурҫӗр Хӗвеланӑҫ Инди таранах пурӑннӑ. Ҫак хӑрушӑ та мӑнаҫлӑ чӗрчун авалхи Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫри ӳнер ӗҫӗсенче час-часах тӗл пулкаланӑ. Ялтӑркка кирпӗч ҫинче ӳкерсе хунӑ арӑслансем авалхи Вавилонӑн тӗп урамӗн икӗ айккипе туса лартнӑ стенасене илем кӳнӗ.

Ҫакӑ паллӑ, Хӗрес вӑрҫине хутшӑннӑ ҫынсем пирӗн эрӑри XII ӗмӗр вӗҫнелле Палестинӑра арӑслансене тытма ҫӳренӗ пулнӑ-ха. XIV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вара ҫак тӑрӑхра арӑслансем вилсе пӗтнӗ пулас. Апла пулин те, XIX ӗмӗрчченех вӗсем Месопотамире тата Сирире тӗл пулкаланӑ, XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче вара — Иранпа Ирак территорийӗсенче.