Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 апрель

Библи мӗн калать

Библи мӗн калать

Хӑҫан та пулин пӗтӗм тӗнчипе пӗр правительство пулӗ-ши?

Пӗтӗм тӗнчипе ертсе пыракан правительство пур халӑх ҫыннисене те пӗрлӗхре пурӑнма мӗнле пулӑшӗ? (Исаия 32:1, 17; 54:13)

Шухӑшласа пӑхӑр-ха, тӗнчере пӗр правительство пулнӑ пулсан, мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Паян нумайӑшӗ чухӑнлӑхра пурӑнаҫҫӗ, ҫав хушӑрах вара теприсем питӗ пуян. Анчах та пур ҫыншӑн та тӑрӑшакан правительство тӗнчене ертсе пынӑ пулсан, кашнин мӗн кирли пулнӑ пулӗччӗ. Ҫынсем хӑҫан та пулин ҫавнашкал правительство йӗркелеме пултарӗҫ-ши? (Иеремия 10:23 вулӑр.)

Историе пӑхсан, правительствӑсем хӑйсен ҫӗршывӗнчи ҫынсене, уйрӑмах чухӑннисене, мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе кирек мӗн туни те ӑнӑҫлӑ пулманни курӑнать. Хӑш-пӗр правительствӑсем хӑйсен халӑхӗпе хаяррӑн хуҫаланаҫҫӗ (Екклесиаст 4:1; 8:9). Анчах Пурне те Пултаракан Турӑ пӗтӗм правительство вырӑнне пӗр правительство туса хума сӑмах парать. Унӑн Патши ҫынсемшӗн чӑнахах тӑрӑшӗ. (Исаия 11:4; Даниил 2:44 вулӑр.)

Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсене мӗн туса парӗ?

Иегова Турӑ пӗтӗм тӗнчене тытса тӑма чи лайӑх Патшана суйласа илнӗ — хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса (Лука 1:31—33). Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне яланах ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ. Пуласлӑхра Иисус Христос пур халӑх ҫыннисене те пӗрлӗхре пурӑнма пулӑшӗ тата хӗн-асапран хӑтарӗ. (Псалом 71:8, 12—14 вулӑр.)

Ҫынсем пурте Иисуса Патша вырӑнне хураҫҫӗ-ши? Ҫук, хумаҫҫӗ. Анчах та Иегова тӳсӗмлӗ (2 Петр 3:9). Вӑл кашнинех хӑйӗн шухӑшне улӑштарма май парать. Кӗҫех Иисус ҫӗре усал ҫынсенчен тасатӗ, тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ туса парӗ, ҫынсем вара пӗр хӑрамасӑр пурӑнӗҫ. (Михей 4:3, 4 вулӑр.)