Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 апрель

 ВУЛАКАНСЕМ ЫЙТАҪҪӖ

Мӑнкун чӑнах та христиансен уявӗ-ши?

Мӑнкун чӑнах та христиансен уявӗ-ши?

«Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗнче» «православи чиркӗвӗн ҫулталӑкри тӗп уявӗ Мӑнкун шутланать» тенӗ, тата унта «Мӑнкун — Иисус Христос чӗрӗлсе тӑнине уявлани» тесе те ҫырнӑ. Анчах та Мӑнкун чӑнах та христиансен уявӗ-ши?

Пӗр-пӗр япала чӑнах та артефакт пулнине пӗлес тесен, ӑна тӗплӗн тӗпчемелле. Ҫавӑн пекех, Мӑнкун христиансен уявӗ пулнипе пулманнине курмашкӑн унпа ҫыхӑннӑ вак-тӗвексене пӑхса тухмалла.

Чи малтан ҫакна палӑртса хӑвармалла: Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ куна мар, хӑй вилнӗ куна паллӑ тума хушнӑ. Христос вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат пирки Павел апостол «Ҫӳлхуҫа апачӗ» тенӗ (1 Коринф 11:20; Лука 22:19, 20).

Унсӑр пуҫне, «Британи энциклопедийӗнче» каланӑ тӑрӑх, мӑнкун йӑли-йӗркисенчен нумайӑшӗ Иисус чӗрӗлсе тӑнипе «пачах та ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ», вӗсем «халӑх йӑлисенчен пуҫланса кайнӑ». Тӗслӗхшӗн, мӑнкунпа ҫыхӑннӑ анлӑ сарӑлнӑ символсене, ҫӑмартапа кролика, илер. Пӗр энциклопедире ҫӑмарта пирки «ҫӑмарта хуппипе сӑнарласа панӑ вилӗме шӑтарса тухакан ҫӗнӗ пурнӑҫа пӗлтерет» тесе ҫырнӑ (The Encyclopedia of Religion). Унта ҫавӑн пекех каланӑ: «Хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗрчевлӗхӗпе палӑрса тӑракан кролик ҫуркунне ҫитнине кӑтартакан паллӑ пулса тӑнӑ».

Вӑтам ӗмӗрсенчи литературӑна тӗпчекен Филипп Уолтер ҫав йӑла-йӗркесем мӑнкун уявне мӗнле кӗнине ӑнлантарса парать. «Суя тӗнлисене христиан тӗнне йышӑнтарма хӑтланнӑ вӑхӑтра» суя тӗн уявне («хӗл ыйхинчен вӑранса ҫуркунне чӗрӗлме пуҫланине» халалланӑ уява) Иисус чӗрӗлсе тӑнипе пӗрлештерме ҫӑмӑл пулнӑ тесе ҫырнӑ вӑл. Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫавна пула «христиансен уявне» суя тӗнлисен календарьне кӗртме, ҫапла вара халӑха ҫӗнӗ тӗне йышӑнтарма йывӑр пулман.

Ҫынсене «христиан тӗнне йышӑнтарасси» апостолсем вилнӗ хыҫҫӑнах пуҫланнӑ, мӗншӗн тесен унччен вӗсем суя тӗне сарӑлма «чарса тӑраканнисем» пулнӑ (2 Фессалоника 2:7). Павел апостол хӑй вилнӗ хыҫҫӑн «вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем тухӗҫ» тесе асӑрхаттарнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30). Пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫӗнче вара Иоанн апостол хӑш-пӗр ҫынсем христиансене ун чухнех улталама хӑтланса пӑхни ҫинчен ҫырнӑ (1 Иоанн 2:18, 26). Ҫапла вара, суя тӗн йӑли-йӗркисене христиан тӗнне кӗртме ҫул уҫӑлнӑ.

«Ӗненменнисемпе пӗрле ют сӳсмен ан тӑхӑнӑр» (2 Коринфянам 6:14)

Апла пулин те хӑшӗ-пӗрисем мӑнкунпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ йӑла-йӗркесенче нимӗн япӑххи те пулман тесе шутлаҫҫӗ, ҫав йӑла-йӗркесем суя тӗнлисене Христос чӗрӗлсе тӑни мӗне пӗлтернине лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Анчах та Павел апостол ҫакӑнпа нихӑҫан та килӗшмен пулӗччӗ. Рим империйӗ тӑрӑх ҫул ҫӳренӗ чухне вӑл нумай суя тӗн йӑли-йӗркипе тӗл пулнӑ, анчах ҫынсене Христос ҫинчен лайӑхрах пӗлме пулӑшмашкӑн ҫавсенчен пӗринпе те усӑ курман. Пачах урӑхла, вӑл христиансене асӑрхаттарса каланӑ: «Ӗненменнисемпе пӗрле ют сӳсмен ан тӑхӑнӑр: тӳрӗлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпа сӗмлӗхӗн пӗрлехи мӗн пур?» (2 Коринф 6:14, 17.)

Ҫак ыйтӑва кӗскен пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Ҫӳлерех пӑхса тухнӑ фактсем Мӑнкун христиансен уявӗ маррине уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ.