Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 апрель

 ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР | ИОСИФ

«Ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара?»

«Ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара?»

ИОСИФ тӗттӗм коридорпа утса пырать. Пит хытӑ шӑрӑхра йывӑр ӗҫленипе ун тӑрӑх шӑпӑр-шӑпӑр тар юхать. Египетри вӗри хӗвел хӗртсе пӑхнӑран тӗрме кӑмака пекех хӗрсе кайнӑ. Хушӑран Иосифа кунти кашни кирпӗче, кашни хушӑк-ҫурӑка пӗлнӗнех туйӑнать. Халӗ унӑн пӗтӗм тӗнчи те — ҫак тӗрме. Кунта ӑна питӗ хаклаҫҫӗ пулсан та, вӑл тӗрме ҫынни ҫеҫ.

Час-часах шухӑшӗсем ӑна иртнӗ кунсене, ашшӗн сурӑхӗсене пӑхса ҫӳренӗ чуллӑ-сӑртлӑ вырӑна, Хеврона, илсе ҫитереҫҫӗ! Хӑйӗн ашшӗ, Иаков, ӑна ӗҫ хушса килтен вун-вун ҫухрӑм аякка янӑ чухне вӑл 17-сенче пулнӑ. Анчах та халӗ Иосиф ун чухнехи ирӗклӗ пурнӑҫ ҫинчен ӗмӗтленме ҫеҫ пултарать. Ӑмсанчӑк пиччӗшӗсем ӑна курайми пулнӑ та чуралӑха сутса янӑ. Иосифа Египета илсе кайнӑ, унта вӑл фараон таврашӗнчи ҫыннӑн, Потифарӑн, чури пулса тӑнӑ. Потифар, хӑйӗн арӑмӗ ун ҫинчен элеклесе каличчен, чурине питӗ шаннӑ. Ҫав хӗрарӑм Иосиф мана мӑшкӑллама хӑтланчӗ тенӗ, ҫапла вара ӑна тӗрмене хупнӑ (Пултарни, 37, 39-мӗш сыпӑксем) *.

Халӗ Иосиф 28 ҫулта, апла пулсан вӑл вунӑ ҫула яхӑн чуралӑхра тата тӗрмере пурӑнса ирттернӗ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑй кӗтнинчен пачах урӑхла ҫаврӑнса тухнӑ. Хӑҫан та пулин вӑл каллех ирӗклӗ ҫын пулӗ-ши? Вӑл хӑйӗн ватӑ ашшӗне тата юратнӑ шӑллӗне, Вениамина, курӗ-ши? Ҫак шӑтӑкра унӑн тата мӗн чухлӗ асапланмалла-ши?

Сирӗн хӑҫан та пулин ҫавнашкал туйӑмсем пулнӑ-и? Хӑш-пӗр чухне пурнӑҫ ҫамрӑк чухне ӗмӗтленнинчен пач урӑхла килсе тухма пултарать. Хушӑран йывӑрлӑхсем нихӑҫан пӗтес ҫук пек туйӑнать, вӗсене мӗнле ҫӗнтермеллине е чӑтса ирттерме вӑй-хал ӑҫтан тупмаллине те пӗлместӗн. Иосиф тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пулать-ха? Айтӑр пӑхса тухар.

«ИОСИФПА ПӖРЛЕ ҪӲЛХУҪА ПУЛНӐ»

Хӑйӗн Турри, Иегова, яланах хӑйне ҫывӑх тӑнине Иосиф пӗлнӗ, ҫак шухӑш ӑна мӗнпур хуйха-суйха тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерме пулӑшнӑ. Ют ҫӗрти тӗрмере те Иегова Иосифа пиллемешкӗн майсем тупнӑ. Пултарни 39:21—23-мӗшӗсенче ҫапла ҫырнӑ: «Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Вӑл ӑна хӗрхенсе ырӑлӑхне янӑ та, Иосиф тӗрме пуҫлӑхӗ умӗнче кӑмӑл курнӑ». Иосиф малалла та тӑрӑшса ӗҫленӗ, ҫапла вара вӑл Турра хӑйне пиллеме май панӑ. Иегова яланах ҫывӑх тӑнине пӗлни Иосифӑн чунне мӗн тери лӑплантарнӑ пулӗ!

Иегова Иосифа яланлӑхах тӗрмере хӑварӗ-ши? Иосифӑн тӗрлӗ шухӑшсем пулнӑ пулӗ. Паллах, вӑл хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине Турра каласа панӑ. Иегова ӑна вӑл пач кӗтмен чухне хуравланӑ. Пӗррехинче тӗрмере шӑв-шав ҫӗкленнӗ: фараон таврашӗнчи икӗ ҫынна тӗрмене хупма илсе килнӗ — ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхне тата эрех паракансен пуҫлӑхне (Пултарни 40:1—3).

 Сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Иосифа ҫав икӗ ҫынна пӑхса тӑма хушнӑ *. Пӗррехинче ҫавсем шухӑша яракан тӗлӗнмелле тӗлӗк курнӑ. Иосиф ирхине вӗсене курсан вӗсемпе темскер пулса иртнине ӑнланса илнӗ. Вӑл ыйтнӑ: «Мӗншӗн паян сирӗн сӑнӑр салхуллӑ?» (Пултарни 40:3—7.) Иосиф хӑйне вӗсемпе ыррӑн тытни, тен, вӗсене хӑйсен чӗрине ӑна уҫса пама хӑюлӑх панӑ. Ҫав кунхи калаҫу хӑйӗн малашнехи пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳресси пирки Иосиф шухӑшлама та пултарайман. Анчах та, Иосиф ҫав икӗ арҫынпа интересленмен пулсан, ҫав калаҫу пулӗччӗ-ши? Иосиф тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Эпӗ ыттисемпе интересленетӗп-и, Турра ӗненнине ҫапла майпа кӑтартатӑп-и?»

Иосиф тӗрмери ытти ҫынсемпе ырӑ пулнӑ тата вӗсене хисепленӗ

Эрех паракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхӗ тӗлӗкре мӗн курни хӑйсене питӗ хумхантарса яни пирки тата тӗлӗкӗсене ӑнлантарса паракан ҫукки пирки каланӑ. Египтянсемшӗн тӗлӗксем питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланнӑ, ҫавӑнпа тӗлӗксене ӑнлантарса паракансем вӗсен пурнӑҫӗ ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Ҫав икӗ ҫын хӑйсен тӗлӗкӗсем Иеговӑран, Иосиф Турринчен, пулнине пӗлмен. Иосиф вара ҫавна пӗлнӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: «Ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара?» (Пултарни 40:8.) Библи тӗпчекен кашни тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫыннӑн Иосиф каланӑ сӑмахсене тимлемелле. Турра ӗненекенсем пурте, Иосиф пекех, хӑйсене кӗҫӗне хунӑ пулсан, мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Турӑ Сӑмахне тӗрӗс ӑнланас тесен пирӗн хамӑрӑн мӑнкӑмӑллӑха пӗтерме тата Турӑ ҫине шанма хатӗр пулмалла (1 Фессалоника 2:13; Иаков 4:6).

«Мана каласа кӑтартӑр-ха»,— тенӗ Иосиф. Малтан эрех паракансен пуҫлӑхӗ калама тытӑннӑ. Тӗлӗкре вӑл иҫӗм ҫырли йывӑҫне курнӑ, унӑн виҫӗ турат, вӗсем ҫинче ҫырласем пулнӑ. Ҫырлисем пиҫсе ҫитнӗ те эрех паракансен пуҫлӑхӗ ҫырлисене пӑчӑртаса сӗткенне фараон куркине юхтарнӑ. Иегова пулӑшнипе Иосиф ҫав тӗлӗк мӗне пӗлтернине тӳрех тавҫӑрса илнӗ. Вӑл виҫӗ турат виҫӗ куна пӗлтернине тата виҫӗ кунран фараон эрех паракансен пуҫлӑхне хӑй вырӑнне тавӑрассине ӑнлантарса панӑ. Эрех паракансен пуҫлӑхӗн сӑн-пичӗ савӑннипе ҫуталса кайнине курсан Иосиф ӑна каланӑ: «Мана асна илсем, маншӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫинчен фараон умӗнче сӑмах хушсам». Иосиф хӑйне тӑван ҫӗрӗнчен вӑрласа килни ҫинчен тата судсӑр-мӗнсӗрех тӗрмене лартни ҫинчен каласа панӑ (Пултарни 40:9—15).

Эрех паракансен пуҫлӑхне тӗлӗке лайӑх ӑнлантарса панипе хавхаланса, ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхӗн те хӑйӗн тӗлӗкӗ мӗне пӗлтернине пӗлес килсе кайнӑ. Вӑл хӑй тӗлӗкӗнче виҫӗ ҫатан кунтӑ, вӗсенче ҫӑкӑр выртнине курни ҫинчен, ҫавӑн пекех вӗҫен кайӑксем хӑйӗн пуҫ тӑрринчи кунтӑри ҫӑкӑра сӑха-сӑха ҫини ҫинчен Иосифа каласа  панӑ. Иегова Иосифа ҫак пуҫватмӑшӑн пӗлтерӗшне те уҫса панӑ. Анчах та ҫакӑ ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхӗшӗн ырӑ хыпар пулман. Иосиф каланӑ: «Ку акӑ мӗне пӗлтерет: виҫӗ кунтӑ вӑл — виҫӗ кун; виҫӗ кунран фараон санӑн пуҫна касса таттарӗ те сана йывӑҫ ҫине ҫактарӗ, ҫӳлти вӗҫен кайӑксем санӑн ӳтне сӑха-сӑха тӑпӑлтарӗҫ» (Пултарни 40:16—19). Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пекех, Иосиф ырри ҫинчен те, наказани пуласси ҫинчен те хӑюллӑн пӗлтернӗ (Исаия 61:2).

Тепӗр виҫӗ кунран Иосифӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнӑ. Фараон хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне (Туррӑн авалхи халӑхӗ ҫуралнӑ куна паллӑ туман) хӑйӗн икӗ тарҫи пирки приговор йышӑннӑ. Иосиф пророкла каланӑ пекех, ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхне вӗлернӗ, эрех паракансен пуҫлӑхне вара унчченхи вырӑнне лартнӑ. Шел пулин те, ҫав пархатарсӑр ҫын Иосиф ҫинчен манса кайнӑ (Пултарни 40:20—23).

«МАНРАН КИЛМЕСТ КУ... ТУРӐ КАЛАСА ПАРӖ»

Икӗ ҫул иртнӗ (Пултарни 41:1). Иосиф ӑшӗнче мӗнле вут ҫунни пирки шухӑшласа пӑхӑр-ха! Иегова эрех паракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхӗн тӗлӗкӗсене ӑнлантарса пама пулӑшнӑ хыҫҫӑн Иосиф чӗринче, паллах ӗнтӗ, шанчӑк ҫуралнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иосиф кашни ир вӑранмассерен паян ирӗклӗ пулса тӑрӑп тесе ӗмӗтленнӗ пулӗ, анчах та кун хыҫҫӑн кун, эрне хыҫҫӑн эрне, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртнӗ, тӗрмери пурнӑҫ пӗр майлӑ пынӑ, нимӗн те улшӑнман. Ҫав икӗ ҫул Иосиф кунҫулӗнче чи йывӑр вӑхӑт пулнӑ пулӗ. Анчах вӑл алла усман тата хӑйӗн Туррине, Иеговӑна, шанма пӑрахман. Иосиф тӳсӗмлӗ пулнӑ, ҫав йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерни ӑна ҫирӗпрех тунӑ (Иаков 1:4).

Ҫак йывӑр саманара пирӗн пурин те тӳсӗмлӗ пулма вӗренмелле. Йывӑр килнӗ вӑхӑтра парӑнас мар тесен, пирӗн ҫирӗп шутлӑ, чӑтӑмлӑ пулмалла тата чунри канӑҫлӑха упрамалла, ҫак тӗлӗшрен пире Турӑ ҫеҫ пулӑшма пултарать. Вӑл Иосифа пулӑшнӑ, апла пулсан пире те алла усасран тата шанчӑка ҫухатасран пулӑшма пултарать (Рим 12:12; 15:13).

Эрех паракансен пуҫлӑхӗ Иосиф ҫинчен манса кайнӑ пулин те, Иегова ӑна яланах асра тытнӑ. Пӗррехинче ҫӗрле Турӑ фараона икӗ тӗлӗнмелле тӗлӗк кӑтартнӑ. Малтан патша Нил юханшывӗнчен ҫичӗ хитре те мӑнтӑр ӗне тухнине, унтан ҫичӗ илемсӗр те ырхан ӗнене курнӑ. Ҫавсем мӑнтӑррисене ҫисе янӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн фараон пӗр хӑмӑлран ҫичӗ тутӑ та паха пучах ӳссе тухнине курнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн тата ҫичӗ выҫӑ пучах, тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑскерсем, ӳссе тухнӑ та пахисене ҫисе янӑ. Ирхине вӑрансан, фараона тӗлӗкре хӑй мӗн курни питӗ пӑлхатса янӑ. Ҫавӑнпа вӑл мӗнпур асамҫӑпа ӑсчаха пуҫтарнӑ, анчах та лешӗсем тӗлӗксен пӗлтерӗшне ӑнлантарса парайман (Пултарни 41:1—8). Мӗншӗнне эпир пӗлместпӗр. Тен, вӗсен шухӑшӗсем пӗр килмен е вӗсем ҫухалса кайнӑ. Кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, фараон тӗлӗксен пӗлтерӗшне пӗлеймен, унӑн вара ҫав пуҫватмӑшӑн тупсӑмне ҫав тери пӗлес килнӗ!

Эрех паракансен пуҫлӑхӗ тинех Иосиф ҫинчен аса илнӗ! Ӑна совеҫӗ кӑшлама пуҫланӑ, вара вӑл фараона хӑй икӗ ҫул каялла тӗрмере тӗлӗнмелле пултаруллӑ ҫамрӑка тӗл пулни ҫинчен тата ҫавӑскер унӑн тӗлӗкне те, ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхӗн тӗлӗкне те тӗп-тӗрӗс ӑнлантарса пани ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Фараон тӳрех Иосифа тӗрмерен илсе килме хушнӑ (Пултарни 41:9—13).

Фараон хушнипе ҫынсем хӑйне илме килсен, Иосиф мӗн туйнӑ-ши? Вӑл тумтирне хӑвӑрт улӑштарса тӑхӑннӑ, яп-яка хырӑннӑ тата египтянсен йӑли тӑрӑх пуҫне те хырнӑ пулӗ. Паллах ӗнтӗ, вӑл пулас тӗлпулӑва пиллеме ыйтса Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтунӑ! Кӗҫех вӑл пуян та капӑр керменте фараон умӗнче тӑнӑ. Библире ҫырнӑ: «Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм, анчах ӑна никам та ӑнлантарса параймасть; эпӗ сан ҫинчен тӗлӗк ӑнлантарма пӗлет тенине илтрӗм». Иосифӑн хуравӗнчен вӑл хӑйне кӗҫӗне хуни тата Турра ӗненни каллех курӑннӑ, вӑл каланӑ: «Манран килмест ку; фараон ырӑлӑхӗшӗн Турӑ каласа парӗ» (Пултарни 41:14—16).

Иосиф хӑйне кӗҫӗне хурса фараона каланӑ: «Манран килмест ку... Турӑ каласа парӗ»

Хӑйне чунтан парӑннӑ, хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене Иегова питӗ юратать, ҫавӑнпа вӑл тӗлӗксен пӗлтерӗшне ӑсчахсемпе апӑссене мар, Иосифа уҫса панинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Иосиф фараонӑн икӗ тӗлӗкӗ те пӗр япаланах пӗлтернине ӑнлантарса панӑ. Хыпара икӗ хут каланипе Иегова «ҫакӑ чӑнах Турӑ сӑмахӗ иккенне» тата ҫакӑ чӑннипех пурнӑҫланассине кӑтартса панӑ. Мӑнтӑр ӗнесемпе паха пучахсем Египетра ҫичӗ ҫул хушши тулӑх пурнӑҫ пуласса, ырхан ӗнесемпе пушӑ  пучахсем вара тулӑхлӑ ҫулсем хыҫҫӑн ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх пуласса пӗлтернӗ. Ҫав выҫлӑха пула ҫӗр пушанса юлӗ те унчченхи тулӑх ҫулсем асран кайӗҫ (Пултарни 41:25—32).

Фараон Иосиф тӗлӗксене тӗп-тӗрӗс ӑнлантарса панине ӑнланнӑ. Анчах та мӗн тӑвас пулать-ха? Иосиф мӗн тумаллине те каланӑ: фараонӑн «ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын» суйласа илмелле те ӑна Египет ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ туса хумалла. Ҫав пуҫлӑхӑн тухӑҫлӑ ҫулсенче ытлашши тыр-пула кӗлете пухса пымалла, кайран вара, выҫлӑх ҫулӗсем ҫитсен, ӑна тырӑ ыйтакансене сутмалла (Пултарни 41:33—36). Ҫав ӗҫе тума Иосифӑн опыт та, пултарулӑхсем те пулнӑ, апла пулин те вӑл хӑйне пуҫлӑха лартма сӗнмен. Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫынна ҫакнашкал шухӑш пуҫа та килмест, Турра ӗненекен ҫынна вара ҫакӑ кирлӗ те мар. Эпир Иеговӑна чӑннипех ӗненетпӗр пулсан пирӗн аслӑ вырӑн йышӑнма ӑнтӑлмалла мар е хамӑра ырласа ҫӳремелле мар. Ӗҫе Иеговӑн шанчӑклӑ аллине парсан эпир кирлӗ-кирлӗ маршӑн пӑшӑрханмӑпӑр.

«ЭПИР ҪАКӐН ПЕК ҪЫН ТУПАЙӐПӐР-И?»

Фараонпа унӑн тарҫисем Иосиф мӗн тума сӗнни ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине курнӑ. Патша Иосифӑн ӑслӑ сӑмахӗсем хыҫӗнче Турӑ тӑнине те ӑнланса илнӗ. Вӑл хӑйӗн тарҫисене каланӑ: «Ку ҫын ӑшӗнче Турӑ Сывлӑшӗ пур, эпир ҫакӑн пек ҫын тупайӑпӑр-и?» Унтан вӑл Иосифа ҫапла каланӑ: «Ҫакна пурне те сана Турӑ пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сан пек ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫук; эсӗ манӑн килӗм пуҫлӑхӗ пулӑн, манӑн пӗтӗм халӑхӑм санӑн сӑмахна итлесе тӑрӗ; патшара ларнӑран ҫеҫ эпӗ санран аслӑ пулӑп» (Пултарни 41:38—41).

Фараон хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫланӑ. Кӗҫех Иосифа чи лайӑх пиртен ҫӗленӗ тумтир тӑхӑнтарнӑ. Фараон ӑна ылтӑн вӑчӑра, пичетлӗ ҫӗрӗ тата патша урапине панӑ, ҫавӑн пекех пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳреме, палӑртнӑ тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме пултартӑр тесе ӑна вӗҫӗ-хӗррисӗр власть панӑ (Пултарни 41:42—44). Ҫапла Иосиф пӗр кунтах тӗрмерен патша керменне лекнӗ. Вӑраннӑ чухне вӑл тӗрме ҫынни ҫеҫ пулнӑ, ҫывӑрма выртнӑ чухне вара — фараон хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын. Иосиф Иегова Турра ӗненнӗшӗн чылай пиллӗх илнӗ! Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ тӗрӗсмарлӑха пула нумай ҫул хушши асапланнине курса тӑнӑ. Турӑ ҫав йывӑр лару-тӑрусене чи майлӑ вӑхӑтра тата чи лайӑх майпа татса панӑ. Иегова Иосиф тӳснӗ инкек-синкеке пӗтерес тесе ҫеҫ мар, пулас Израиль халӑхне упраса хӑварас тесе те тӑрӑшнӑ. Иегова мӗн-мӗн туни ҫинчен эпир ҫак статьясен ярӑмӗнчи тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.

Эсир йывӑрлӑхпа тӗл пултӑр пулсан, сӑмахран, нумай ҫул хушши тӗрӗсмарлӑха тӳссе пурӑнатӑр пулсан, шанчӑка ан ҫухатӑр. Иосифа аса илӗр. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, чӑтӑмлӑ пулма, хӑйне кӗҫӗне хума тата ҫирӗп ӗненме пӑрахман, ҫапла вӑл Иеговӑна кирлӗ вӑхӑтра хӑйне пиллеме май панӑ.

^ 4 абз. «Значите ли вы что-то для Бога?» тата «Эсир Турӑ патне ҫывхарма пултаратӑр» брошюрӑсенчи «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» рубрикӑри статьясене пӑхӑр.

^ 10 абз. Ӗлӗк-авал египтянсем 90 тӗрлӗ ҫӑкӑр тата кукӑль-икерчӗ пӗҫернӗ. Ҫапла вара ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхӗ пысӑк ҫын шутланнӑ. Эрех паракансен пуҫлӑхӗ фараона чи лайӑх эрех-сӑра парассишӗн яваплӑ тарҫӑсен ушкӑнне пӑхса тӑнӑ. Фараона хирӗҫ усал, кавар ӗҫсем тума час-часах хӑтланнӑ пирки ҫав тарҫӑсен ӑна кам та пулин наркӑмӑш ярса парса вӗлересрен те сыхламалла пулнӑ. Ҫавӑнпа эрех паракансен пуҫлӑхӗ патшан шанчӑклӑ ҫынни пулнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.

Ытларах пӗлӗр

ХУРАЛ БАШНИ

«Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса... ҫылӑха кӗрем?»

Потифарӑн арӑмӗ илӗртме хӑтланнӑ чухне Иосифа ҫирӗп пулма мӗн пулӑшнӑ?

КӖНЕКЕСЕМ ТАТА БРОШЮРӐСЕМ

Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр

Библире асӑннӑ Турра шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсенчен мӗне вӗренме пулать?