Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

Чӗлхене суйласа илӗр чӑвашла

 БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТНИ ҪИНЧЕН КАЛАҪНИ

Библие мӗншӗн тӗпчемелле?

Библие мӗншӗн тӗпчемелле?

Кунта Иегова Свидетелӗпе тепӗр ҫын хушшинче пулма пултаракан калаҫӑва ҫырса кӑтартнӑ. Юрий ятлӑ Свидетель Артур ятлӑ арҫынпа калаҫать тейӗпӗр.

БИБЛИ ИСТОРИ ТӖЛӖШӖНЧЕН ТӖП-ТӖРӖС

Артур: Эпӗ Турра ӗненсех каймастӑп. Ҫавӑнпа манпа калаҫса хӑвӑрӑн вӑхӑта сая ан ярӑр.

Юрий: Тавтапуҫ тӳррӗн каланӑшӑн. Сӑмах май, мана Юра тесе чӗнеҫҫӗ. Сире вара?

Артур: Артур.

Юрий: Сирӗнпе паллашма пит хавас.

Артур: Эпӗ те хавас.

Юрий: Калӑр-ха, эсир Турра ӗненекен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ-и?

Артур: Ҫапла. Анчах та университетра вӗренме пуҫласан эпӗ тӗнпе интересленме пӑрахрӑм.

Юрий: Ӑнланмалла. Эсир унта мӗнле наукӑсене вӗреннӗ?

Артур: Социологипе истори. Истори мана яланах килӗшнӗ: манӑн этемлӗх мӗнле аталанса пынине пӗлес килетчӗ.

Юрий: Ҫапла, истори — питӗ кӑсӑк наука. Эсир пӗлетӗр пуль, Библире историре пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен ҫырса панӑ. Эсир пӗр-пӗр ыйтӑва тӗпчеме унпа усӑ курса пӑхнӑ-и?

Артур: Тӗрӗссипе калас тӑк, усӑ курман. Библи лайӑх кӗнеке пулнине пӗлетӗп-ха, анчах та вӑл историпе ҫыхӑннӑ тесе нихӑҫан та шутламан.

Юрий: Куратӑп, шухӑшлакан ҫын эсир. Сирӗн кӑшт вӑхӑт пулсан, эпӗ сире Библи истори тӗлӗшӗнчен тӗп-тӗрӗс пулни пирки пӗр-ик тӗслӗх кӑтартма пултаратӑп.

Артур: Юрать. Анчах ман Библи ҫук.

Юрий: Нимех те мар. Хамӑннипе кӑтартатӑп. Малтан 1 Ҫулсеренхи 29:26, 27-мӗшӗсене вулар. Кунта каланӑ: «Иессей ывӑлӗ Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ. Вӑл Израильре хӗрӗх ҫул хушши патша пулнӑ: Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ».

Артур: Ку вара Библи истори тӗлӗшӗнчен тӗрӗс пулнине мӗнле ҫирӗплетсе парать-ха?

Юрий: Тахҫан критиксем Давид ятлӑ патша нихӑҫан та пулман тенӗ.

Артур: Чӑнах та-и? Мӗншӗн вара?

Юрий: Мӗншӗн тесен ҫав патша пурӑнни ҫинчен Библире ҫеҫ асӑннӑ, урӑх ҫирӗплетӳсем пулманпа пӗрех. Анчах та 1993 ҫулта археологсен пӗр ушкӑнӗ авалхи лаптак чул катӑкне тупнӑ, ҫав чул ҫинче вара «Давид килӗ» тесе касса ҫырни пур.

Артур: Интереслӗ.

Юрий: Библире асӑннӑ тепӗр ҫын пурӑнни пирки те иккӗленнӗ пулнӑ, ку вӑл — Понтий Пилат, Иисус вӑхӑтӗнчи пуҫлӑх. Айтӑр Лука 3:1-мӗшӗнче мӗн ҫырнине вулар, кунта ытти ятсем хушшинче унӑн ячӗ те пур.

Артур: Куратӑп-ха. Кунта «Иудейӑра Понтий Пилат пуҫлӑхра тӑнӑ чухне» тени пур.

Юрий: Ҫапла. Хӑш-пӗр ученӑйсем нумай  вӑхӑт хушши Понтий Пилат пурӑнни пирки иккӗленнӗ. Анчах каярахпа, пӗр 50 ҫул каялла, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫра унӑн ятне касса ҫырнӑ чул тупнӑ.

Артур: Хм. Эпӗ кун пирки нихӑҫан та илтмен.

Юрий: Ҫавӑн ҫинчен сире каласа пама май пулнӑшӑн савӑнатӑп эпӗ.

Артур: Тӗрӗссипе, Библи маншӑн литература хайлавӗ ҫеҫ пулнӑ. Вӑл истори тӗлӗшӗнчен тӗрӗс те пулӗ, анчах та ман шутпа хальхи вӑхӑтра унпа усӑ курма ҫук.

БИБЛИ АВАЛХИ КӖНЕКЕ, АНЧАХ ТА КИВЕЛМЕН

Юрий: Нумайӑшӗ сирӗн пек шухӑшлать. Ман шухӑшсем вара урӑхларах. Пӗлетӗр-и мӗншӗн? Ӗлӗк-авал этеме мӗн кирлӗ пулнӑ, халӗ те ҫавсемех кирлӗ. Сӑмахран, кашни ҫыннах апат-ҫимӗҫ, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн кирлӗ. Пирӗн пурин те ыттисемпе хутшӑнас туртӑм пур. Тата хамӑрӑн ҫемьене телейлӗ тӑвас килет. Ҫакӑ кирек камшӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ, ҫапла мар-и?

Артур: Ку тӗрӗсех ӗнтӗ.

Юрий: Библири канашсем пур чухне те пулӑшма пултараҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн ҫак кӗнекене ӗлӗк-авал ҫырнӑ пулсан та, вӑл кивелнӗ теме ҫук.

Артур: Ӑнланмарӑм...

Юрий: Тепӗр майлӑ каласан, Библири канашсем ӗмӗрсем каялла та усӑллӑ пулнӑ, паянхи кун та усӑ кӳреҫҫӗ.

Библири принципсем ҫӗр-ҫӗр ҫул каялла усӑллӑ пулнӑ пекех хальхи вӑхӑтра та усӑллӑ

Артур: Вӗсемпе вара хӑҫан усӑ курма пулать?

Юрий: Кирек хӑҫан та. Библи укҫа-тенкӗ ҫине тӗрӗс пӑхма, ҫемьене телейлӗ тума тата лайӑх тус пулма пулӑшать. Вӑл, карттӑ пекех, тӗрӗс ҫул кӑтартать. Тӗслӗхрен, пирӗн вӑхӑтра лайӑх упӑшка тата ҫемье пуҫӗ пулма ҫӑмӑл мар, ҫапла вӗт?

Артур: Ҫапла. Эпӗ авланнӑранпа ҫулталӑк ҫитет ӗнтӗ, чӑнах та арӑмпа иксӗмӗре хӑш-пӗр чухне пӗр чӗлхе тупма ҫӑмӑл мар.

Юрий: Ӑнланатӑп. Пӗлетӗр-и, Библире ҫырса панӑ канашсем питӗ пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Эфес 5:22, 23 тата 28-мӗшӗсенех илер. Кӑмӑл пулсан, хӑвӑр вуласа пӑхма пултаратӑр.

Артур: Юрать. Вуласа пӑхас. «Арӑмсем, хӑвӑр упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫана пӑхӑннӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр: Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек, Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ пулнӑ пек, упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ». Халӗ 28-мӗш: «Упӑшкисен хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен тӑл-пӗвне юратнӑ пек юратас пулать: хӑй арӑмне юратакан хӑйне хӑй юратать».

Юрий: Тавтапуҫ. Сирӗн шутпа, упӑшкипе арӑмӗ ҫак канашсемпе усӑ кураҫҫӗ пулсан вӗсен ҫемйи телейлӗрех пулать-и?

Артур: Пулать паллах. Анчах та калама ҫӑмӑл та, тума йывӑр.

Юрий: Тӗрӗс калатӑр, эпир пурте ҫитменлӗхлӗ. Пӗлетӗр-и, ҫак сыпӑкри тепӗр сӑвӑ йӗрки пире ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тата пӗр-пӗрне ӑнланма хавхалантарать *. Кирек мӗнле ҫынпа хутшӑннӑ чухне те хӑвна лӑпкӑ тытма тата кӗҫӗне хума пӗлни кирлӗ. Эпир арӑмпа пӗр иккӗленӳсӗр Библи ҫак паха енсене аталантарма пулӑшать тесе калама пултаратпӑр.

Артур: Витӗмлӗ сӑмахсем.

Юрий: Иегова Свидетелӗсем ҫемьесем валли нумай публикаци пичетлесе кӑларнӑ. Пӗр-ик минут пур пулсан, эпӗ сире пӗр публикацири хӑшӗ-пӗр усӑллӑ шухӑшсене кӑтартма пултаратӑп.

Артур: Кӑтартӑр эппин.

Юрий: Ку брошюра «Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать» ятлӑ.

Артур: Ӳкерчӗкӗ хитре вара.

Юрий: Кунта ҫемье пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗрен темӑна сӳтсе явнӑ. Сире хӑшӗ интереслентерет?

 Артур: Ак ҫакӑ — «Туррӑн канашӗсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшаҫҫӗ». Ку шӑпах ман валли.

Юрий: Ҫак пайра мӑшӑрсене телейлӗ пулма пулӑшакан виҫӗ утӑма пӑхса тухнӑ. Пӗрремӗшпе иккӗмӗш абзацсен малтанхи предложенийӗсене вуласа пӑхӑр-ха.

Артур: Юрать. «Упӑшкан хӑйӗн арӑмӗшӗн тӑрӑшмалла, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулмалла тет Иегова». Тепри: «Арӑмӑн хӑйӗн упӑшкине чӗререн хисеплемелле тата ӑна ҫемьери тивӗҫне туса тӑма пулӑшмалла тет Иегова». Хм, лайӑх канашсем.

Юрий: Вӗсем мана та килӗшеҫҫӗ. Кунта Библири сӑвӑ йӗркисене те кӑтартнӑ. Айтӑр Эфес 5:33-мӗшне уҫса вулар.

Артур: «Ҫапла вара эсир пурсӑр та арӑмӑра хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр; арӑмӗ вара упӑшкине хисеплесе тӑтӑр».

Юрий: Эсир асӑрхарӑр-и, кашнин теприне ӑна мӗн кирлине памалла.

Артур: Кӑна мӗнле ӑнланмалла?

Юрий: Арҫынна арӑмӗ хисеплени кирлӗ, ҫакӑнпа килӗшетӗр пулӗ. Арӑмне вара — упӑшки юратни ҫинчен шантарса тӑни.

Артур: Килӗшетӗп.

Юрий: Упӑшки хӑйӗн арӑмне юратнине кӑтартма тӑрӑшать пулсан, арӑмне ӑна хисеплеме ҫӑмӑлтарах мар-и вара?

Артур: Ҫапла пуль.

Юрий: Асӑрхарӑр-и, Библири пӗр сӑвӑ йӗркинчех мӗн чухлӗ лайӑх шухӑш! Ӑна 2 000 ҫула яхӑн каялла ҫырнӑ пулсан та, унти канашсем паян та усӑллӑ. Ҫак канашсенчен упӑшкине те, арӑмне те мӗн кирлине шута илни курӑнать, вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курсан, ҫемье телейлӗ пулӗ.

Артур: Питӗ интереслӗ! Библире ҫакнашкал япаласем ҫинчен ҫырнине пӗлмен те эпӗ.

Юрий: Ҫапла, Артур, Библире интересли тата нумай. «Мӑшӑрӑн туйӑмӗсене шута илӗр» подзаголовок пирки те эсир мӗн шутланине пӗлес килет манӑн, эпӗ хаваспах сирӗнпе тӗл пулнӑ пулӑттӑм.

Артур: Килӗр, килӗр. Эпир кӑна арӑмпа пӗрле вуласа тухӑпӑр.

Пӗр-пӗр ыйту пирки Библи мӗн каланине пӗлес килет-и сирӗн? Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненни тата мӗнле ӗҫсем туса тӑни интереслентерет-и сире? Ҫапла пулсан, ҫакӑн ҫинчен Иегова Свидетелӗсенчен пӗр вӑтанмасӑр ыйтӑр. Вӗсем хаваспах сирӗн ыйтусем ҫине хуравлӗҫ.