Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 январь

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЭСИР ТУРӐ ПАТНЕ ҪЫВХАРМА ПУЛТАРАТӐР

Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ

Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ

Турӑпа ҫывӑхрах пулас тесен мӗн тумалла? Эпир унпа туслӑ пулма пулӑшакан ҫак утӑмсене пӑхса тухрӑмӑр:

  1. Турӑ Иегова ятлине пӗлмелле тата Турра ятпа чӗнмелле.

  2. Кӗлтуса тата Библи тӗпчесе унпа пӗрмаях хутшӑнмалла.

  3. Яланах Иеговӑна килӗшекен ӗҫсем тума тӑрӑшмалла.

Турӑпа туслӑ пулас тесен, ӑна ятпа чӗнӗр, ӑна кӗлтӑвӑр, унӑн Сӑмахне тӗпчӗр, ӑна килӗшекен ӗҫсем тӑвӑр

Турӑ патне ҫывхарас тесе мӗн тумаллине пурне те тӑватпӑр теме пултаратӑр-и эсир? Хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине куратӑр-и? Паллах, вӑй хуни питӗ кирлӗ, анчах ҫакӑ мӗнле усӑ панине пӑхӑр-ха.

«Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ чухне кашни утӑмӗ хаклӑ,— тет Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Дженнифер.— Турӑпа туслӑ пулни санӑн пурнӑҫна тӗпренех улӑштарать: ӑна ытларах шанма, лайӑхрах ӑнланма, чи кирли вара, хытӑрах юратма пуҫлатӑн. Ҫакӑ чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ!»

Эсир Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарас тетӗр пулсан, Иегова Свидетелӗсем сире хаваспах пулӑшӗҫ. Вӗсем сирӗнпе тӳлевсӗрех Библи вӗренме хатӗр. Ҫавӑн пекех сире хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти Турӑ Патшалӑх залне, Турра пуҫҫапмалли пирӗн тӗлпулусене, пырса курма чӗнетпӗр, унта эсир Турӑпа хӑйсен хушшинчи туслӑха хаклакан ҫынсемпе калаҫма-хутшӑнма пултаратӑр *. Ун чухне вара эсир, псалом юрлакан пекех, савӑнӑҫлӑн калама пултарӑр: «Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!» (Псалом 72:28.)

^ 9 абз. Библи вӗренес е хӑвӑр вырӑнти Турӑ Патшалӑх залӗн адресне пӗлес тетӗр пулсан, ҫакӑн ҫинчен хӑвӑра ҫак брошюрӑна панӑ ҫынран ыйтӑр е пирӗн www.jw.org/cv сайта кӗрӗр те страницӑн аялти пайӗнчи ПИРӖНПЕ ҪЫХӐНӐР заголовок айӗнчи каҫӑсене пӑхӑр.